Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытса (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Римма Ивановна Кириллова - шкул лидерӗ, 47-мӗш шкулӑн «Кӗрен парӑс» штурвалне ҫирӗп тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Промышленность туризмне вӑй илме, конкурентлӑха тытса пыма Чӑваш енре чӑнах та шанчӑклӑ майсем пур тесе пӗтӗмлетнӗ экспертсем.

Куҫарса пулӑш

Кашни валли илӗртӳллӗ пултӑр // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11794-ka ... -ll-pult-r

Обществӑра ҫемье хутшӑнӑвӗсемпе йӑлисем мӗнле пулмаллине кӑтартаканӗсем, активлӑ пурнӑҫ позицине тытса пыраканӗсем…»

Куҫарса пулӑш

Ҫемьерен хаклӑ пуянлӑх ҫук // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11796-ce ... anl-kh-cuk

— Тепре ҫил-тӑвӑл тухиччен яла ҫитсе ӳкер, — терӗ Валя, Алимпие хулран тытса.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Юрамасть, вӑхӑт ҫитсен сана хамӑрах пӗр кун та ытлашши тытса тӑрас ҫук, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Каччӑ хӑйӗн савнин аллине тытса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Лавкка ӗҫченӗсен сӑмахӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ ҫын 80 пин ытла тенкӗлӗх тавар вӑрлама хӑтланнӑ.

Со слов сотрудников магазина, задержанный пытался похитить товар на сумму более 80 тысяч рублей.

80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html

Йӗрке хуралҫисем сыхлакан объектра арҫынна тытса чарнӑ.

На охраняемом объекте правоохранители задержали мужчину.

80 пинлӗх тавар йӑтса тухас тенӗ арҫынна тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33600.html

Троллейбуса 34 ҫулти арҫын тытса пынӑ.

Троллейбусом управлял 34-летний мужчина.

Троллейбус маршруткӑпа ҫапӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33555.html

— Сире те тытса тӑмастпӑр.

— Вас тоже долго не продержим.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

— Текех мана никам та тытса чарма пултараймасть.

— Теперь никто больше не сможет меня задержать.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Исаков сӑнӗ кӗтмен ҫӗртен тӗксӗмленме тытӑнчӗ; хӑй сисмесӗрех, вӑл хӑйӑр ҫинче выртакан чӗрӗ хулла тытса хуҫкалама тапратрӗ.

Лицо Исакова внезапно потемнело; он, сам того не замечая, стал ломать лежавший на песке свежий прутик.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки тытса пынин пӗлтерӗшӗпе усси ҫинчен унӑн хастарӗсем пире аса илтерсех тӑраҫҫӗ, йывӑрлӑха лекнисене инкекрен хӑтармалли майсене пӗрлехи вӑйпа шыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Унта сӳтсе явнӑ тӗп ыйту - сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырасси, халӑха физкультурӑпа спорта ирӗклӗ хутшӑнмашкӑн май туса парасси.

Куҫарса пулӑш

Тӗп ыйту — сывӑ пурнӑҫ йӗрки // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 1,2 с.

Вӑл Ваҫук аллине тытса чӑмӑртарӗ, Кампур ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Ваҫук йытта кашни хушнӑ ӗҫе тунӑ хыҫҫӑнах тытса ачашлать, Кампур хуҫи ҫине кӑмӑллӑн пӑхкалать, сисмен хутран питӗнчен йӑпӑлт-япӑлт ҫулласа илет: «Хам та сана питӗ юрататӑп ҫав», — тенӗнех туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Киле кайма тӑтӑм, анчах Коля ман хултан тытса: — Ан кай-ха, лар кӑштах. Тӗттӗм пулман-ҫке, хӑратӑн пулсан — ӑсатса ярӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Амӑшӗ те пирӗнпе алӑ тытса сывпуллашрӗ, вара вӗсем иккӗшӗ те лав ҫине хӑпарса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пирӗн сасса илтсен пичче вӑранчӗ, тӑрса ларчӗ, кӑкӑрне тытса ӳсӗрме тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп ун патне пычӗ, ҫамкине тытса пӑхрӗ: «Не болен ты?» — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех