Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

самантра (тĕпĕ: самант) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак самантра ҫамрӑк ӑйӑр, такӑнкаласа, тайкаланкаласа, хура ана урлӑ чупса каҫнӑ хушӑра, Григорий чӗринче хӑйне халь кӑна ҫулӑмлантарса янӑ сунар кӑварӗ сивӗнсе кӗлленчӗ, йывӑррӑн хашлатса сывлакан ӑйӑрне мӗнле чупас килнӗ, ҫавӑн пек ҫеҫ хӑвалама тытӑнчӗ Григорий, пан ҫинелле сӑнаса пӑхса илчӗ — каялла ҫаврӑнса пӑхмасть-и-ха тенӗ пек, унтан кӗске пусӑмлӑ ашӑпа юрттарса кайрӗ.

И за те небольшие минуты, в которые жеребец, спотыкаясь и качаясь, пересекал пахоту, в сердце Григория остывал охвативший его охотничий пыл, уже равнодушно понукал Григорий тяжело сопевшего жеребца и, проследив за паном — не оглядывается ли, — перешел на куцый намёт.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл лашисенчен те ытларах чӗтрет, ҫак самантра хӑйӗн урисем кӑкӑр ӗмекен ача урисем пекех тӗрексӗррине туять.

Он дрожал больше, чем лошади, чувствовал, что на ногах он так же слаб сейчас, как грудной ребенок.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тимӗрленӗ ҫуна пуҫӗнчен пӳрнисемпе ярсах тытнӑччӗ вӑл, — анчах ҫак самантра юхӑма парӑнасшӑн мар пулса тапкаланакан тур лаша кайри урипе мӗнпур вӑйпа тапса ячӗ.

Он уже схватил было пальцами окованный конец барка, — в этот миг Гнедой, сопротивлявшийся течению, с силой ударил его задней ногой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Асту ак, е эпӗ ӑна пӗр самантра крыльца ҫинчен тапса кӑларса яратӑп.

— То-то гляди, а то я его в одночась спихну с крыльца.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Украинец, хӑй тӑрлавсӑррине пула, ҫил ҫинчен пӑрӑнма ӗлкӗреймен сысна ҫурине ҫунапала ҫултарса хӑварчӗ: «Мабуть за цим дилом забудэ хозяин об кобыли?» — тесе шутларӗ вӑл ҫав самантра.

Украинец в рассеянности сшиб санями не успевшего убраться с дороги поросенка, думая про свое: «Мабуть, за цим дилом забудэ хозяин об кобыли?»

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр самантра макӑрни — ҫуллахи уяр ҫанталӑкри ҫумӑрпа пӗрех; амӑшӗ, хӑйӗн ухмах, яка мар, хӗрарӑм сӑмахӗсемпе ҫуйӑхашса, Натали пуҫне хӑйӗн путса кӗнӗ хырӑмӗ ҫумне чӑмӑртарӗ; Мирон Григорьевич, тарӑхса ӳксе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Плач в тяжелую минуту — что дождь в майскую засуху; мать прижала к впалому животу Натальину голову, причитая нескладное, бабье, глупое; а Мирон Григорьевич, распалясь, — на крыльцо.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр юнах, турккӑ юнӗпе ҫӗнетсе йӳҫӗтнӗ юн, юхать вӗсен ӳт-пӗвӗ тӑрӑх, ҫавӑнпа та вӗсене ҫак самантра ниепле те пӗр-пӗринчен уйӑрса илеймӗн.

Одна, сдобренная турецкой примесью, текла в них кровь, и до чуднóго были они схожи в этот момент.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шырарӗҫ-шырарӗҫ, хайхи, ун сӑнарли ҫук сотньӑра; мана сотник Баркин, хайхи, ҫапла калать: «Кай, тет, цырульник патне, пӗр самантра сухалупа уссисене сӑрласа янӑ пултӑр», тет.

Искать-поискатъ, стал быть, нету такой масти в сотнях; мне сотник Баркин, стал быть, и говорит: «Иди в цырульню, чтоб вмиг подрисовали бороду и вусы».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арман умне пухӑннӑ казаксем сисӗнчӗклӗнех ҫӗнӗрен пӑлханма пуҫларӗҫ, анчах та ҫак самантра вӗсем патне машина пӳлӗмӗ енчен ку вӑхӑтчен никам та асӑрхаман, хура шлепке тӑхӑннӑ этем хӑвӑрт утса пырса тӑчӗ: хытӑ хӗстерсе витӗр пӑхакан ҫивӗч куҫӗсемпе ушкӑна сӑнаса илсе, аллине ҫӗклерӗ.

Заметная суматоха вновь рябью тронула собравшихся у мельницы казаков, но в момент этот от машинной скорыми шагами подошел, никем раньше не примеченный, незнакомый, в черной шляпе человек; строгая толпу лезвиями узко сведенных остреньких глаз, поднял руку:

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унпа пӗр тӑван Мартинӑн шурӑ чӑлха ӑшне персе чикнӗ йӗмпӗҫҫийӗ тухса кайрӗ; ӑна пӗркелесе чикме пӗшкӗнчӗ вӑл, анчах ҫак самантра арман умӗнче шӑри-шари кӑшкӑрса ячӗҫ.

У брата его Мартина вылезла из белого чулка заправленная штанина; нагнулся, хотел вобрать, но у мельницы всплеснулся вой.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пасара, лӑпӑ ӑшне хупса, тӑрантарса самӑртнӑ тӑватӑ мӑшӑр кӑвакал илсе кайрӗ, вӗсене сутрӗ те, лавккана кӗрсе, арӑмне валли чечеклӗ ҫитсӑ илсе тухрӗ; киле кайнӑ тапраннӑччӗ ҫеҫ вӑл (урипеле урапа тукунне тӗренлесе тевӗрш хытарса тӑратчӗ), — ҫав самантра ун патне пӗр ют ҫын пырса тӑчӗ.

В кошелке отвез на базар четыре пары кормленых уток, продал; в лавке купил жене ситцу в цветочных загогулинах и совсем собрался уезжать (упираясь в обод ногой, затягивал супонь), — в этот момент подошел к нему человек, чужой, не станичный.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Асатте куҫӗсем сӗтел ҫиттийӗн шурӑ пӗркеленчӗкӗсем ҫине чунсӑр хистевлӗхпе пӑхаҫҫӗ, вӑл ҫак самантра сӗтел ҫиттине мар, Кавказ тӑвӗсен куҫа шартарса яракан пӗркеленчӗкӗсене курать, тейӗн.

Глаза деда с мертвой настойчивостью глядят на белые морщины скатерти, словно видит он не скатерть, залитую водкой и лапшой, а снеговые слепящие складки Кавказских гор.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан пӗр самантра санӑнне мӑйне пӑрса лартать!..» — тетӗп.

Ить он, Степан, вя́зы тебе в одночась свернет!..»

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку япала Григорий ӑншӑртланнине пӗлтернине, вӑл ҫак самантра темле ӑссӑр ӗҫ те туса тӑкасса Петро пӗлсех тӑрать, анчах та, тулӑ улӑмӗ тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗн кулкаласа, вӑл пурпӗрех шӑллӗне ҫӗтӗлтерсе пырать:

Петро знал: это верный признак того, что Григорий кипит и готов на любой безрассудный поступок, но, посмеиваясь в пшеничные свои усы, продолжал дразнить брата:

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак самантра вӑл хӑех те ӗненчӗ Григорий ҫумне вӑйпа ҫыхланма килменнине; анчах та Дон хӗррипеле займищене чупса килнӗ чух, мӗн пуласса чухлаймасӑрах, урӑхла шутланӑччӗ вӑл: «Ӳкӗтлесе пӑрахтаратӑп. Ан авлантӑр. Кампа ҫыхӑп-ха пурнӑҫа?!»

В эту минуту она сама верила, что не затем пришла, чтобы навязываться Григорию; но когда бежала над Доном в займище, думала, не отдавая себе ясного отчета: «Отговорю. Нехай не женится. С кем же жизнь свяжу?!»

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗҫ пӑчланас патнех ҫитнӗччӗ: Пантелей Прокофьевич кӑшман сӗткенӗпе тулса ларнӑ пек пулса кайрӗ те сехӗрленсе сывлама тытӑнчӗ, хӗрӗн амӑшӗ хӗрӗн мӗлкине курнӑ чӗп амӑш пек кӑлӑклатма пуҫларӗ, анчах та шӑп та шай кирлӗ самантра Василиса сиксе тухрӗ.

Дело и сорвалось бы: Пантелей Прокофьевич пыхтел и наливался бураковым соком, невестина мать кудахтала, как наседка на тень коршуна, но в нужную минуту ввязалась Василиса.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ав ҫав тӗм тӗлне ҫитеп те ҫавана туптатӑп», — тесе шухӑшларӗ Григорий хӑй ӑшӗнче, анчах та шӑп ҫак самантра унӑн ҫави темле ҫемҫе япала ҫине ҫитсе тӑрӑнчӗ.

«Дойду вон до энтого кустика, косу отобью», — подумал Григорий и почувствовал, как коса прошла по чему-то вязкому.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чибис айлӑма персе анать, типсе ларма пуҫланӑ, тискер кайӑк таптанӑ курӑк ҫине пырса ҫапӑнать; ҫак самантра вӑл ҫул ҫинче мӗн пулнине нимӗн те курмасть.

Чибис падает в лощине, черной грудью ударяет в подсыхающую, примятую зверем траву — и не видит, что творится на дороге.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак самантра тухатмӑш шак хытса кайрӗ, курчӗ вӑл: хускалмасӑр ларакан юланутҫӑ хускалса илчӗ те сасартӑк куҫне уҫрӗ, хӑйне хирӗҫ пыракан тухатмӑшне курсан вара кулса ячӗ.

Тут чудится колдуну, что все в нем замерло, что недвижный всадник шевелится и разом открыл свои очи; увидел несшегося к нему колдуна и засмеялся.

XV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗлӗнмелле рыцарь ҫине хӑраса пӑхнӑ хушӑра вӑл ӑна палласа илнӗ-мӗн, сӑн-питрен пӑхма вӑл леш хайхи, тухатмӑш юмӑҫ пӑхнӑ самантра, кӗтмен-туман ҫӗртен курӑнса кайнӑ ҫынах.

Со страхом вглядевшись в чудного рыцаря, узнал он на нем то же самое лицо, которое, незваное, показалось ему, когда он ворожил.

XIV // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех