Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӗ (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лӗпкене хура тӑхлан тулса ларнӑ пек, куҫӗ хуралса килчӗ Григорийӗн.

Муть свинцом налила темя Григория.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн куҫӗ тӗлне ӑна хирӗҫ утне сиктерсе пыракан вахмистр, шӑлне шатӑртаттарса ҫыртнӑскер, тӗл пулчӗ.

Ему на глаза попался скакавший мимо него оскаленный вахмистр.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шурӑ куҫхаршиллӗ австриец, кепкине куҫӗ ҫине пусса лартнӑскер, чӗркуҫҫи ҫине кукленсе, Григорие кӑкринчен тенӗ пекех тӗллесе печӗ.

Высокий белобровый австриец, с надвинутым на глаза кепи, хмурясь, почти в упор выстрелил в Григория с колена.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий куҫӗ умӗнче, тӳпери йӑмӑх-шурӑ та кристалл пек кӗтеслӗ-кӗтеслӗ пӗлӗт татӑкне хупласа, пӗкӗ сиккелесе пырать.

Перед глазами Григория плавно взметывалась дуга, прикрывая концом нависшее в небе ослепительно-белое, граненое, как кристалл, облако.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карчӑк куҫӗ пек куҫлӑ ватӑ йытӑ ами Григорий патне йӑпӑртатса чупса пычӗ, ӑна хыҫалтан шӑршласа илчӗ, пуҫне салхуллӑн усса, Григорий хыҫҫӑнах утса, ӑна ҫывӑхри лакӑм патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ.

Старая сука со старушечьим взглядом затрусила к Григорию, обнюхала его сзади и провожала до первой балки, понуро опустив голову, ступая шаг в шаг.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫун уйрӑм-уйрӑм тӗлӗсем Дарья куҫӗ умӗнче таткаланса пӗтнӗ тӗрлӗ тӗслӗ лӑнчашкасем евӗр мӗлтлетеҫҫӗ: чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Митька Коршунов хӑй умӗнчен чупса иртекен Сергей Платоновича тимӗр винтӑпала янлаттарса янине курчӗ вӑл, курчӗ те тӗлӗнмерӗ; лешӗ, хӑлаҫланса пыракан аллисене сарса ярса, тараса пӳлӗмнелле рак пек чакма пуҫларӗ; ӑна ура кӗллисемпе таптаҫҫӗ, айӑн-ҫийӗн йӑвалантараҫҫӗ…

Перед глазами Дарьи разноцветными лоскутьями мелькали разрозненные сценки побоища; она видела и не удивлялась тому, как Митька Коршунов, стоя на коленях, резнул железным болтом бежавшего мимо Сергея Платоновича; тот вскинул размахавшимися руками и пополз раком в весовую; его топтали ногами, валили навзничь…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Федотӑн тӗл те витӗр куракан калмӑкла куҫӗ сӑртӑн тӳпинче, типсе кайнӑ хӑмӑр хыткурӑксем ӑшӗнче, ҫултан пӗр ҫур ҫухрӑмра пулӗ, кӑшт ҫеҫ палӑрмалла шӑвӑнакан хир кӑрккисен пуҫӗсене уйӑрса илчӗ.

И на гребне, в коричневом бурьянном сухостое, в полверсте от дороги калмыцкий, наметанно-зоркий глаз Федота различил чуть приметно двигавшиеся головки дроф.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пурӑнатпӑр… — татӑклӑ ответ памасӑрах унтан хӑпма тӑрӑшать Григорий, хӑй хӑвӑртрах Аксинйӑн йӑваш кӑмӑллӑ куҫӗ умӗнчен пӑрахса кайма пӑхать.

— Живем… — отделывался Григорий неопределенным ответом и норовил поскорее уйти от ласкового Аксиньиного взгляда.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Куҫӗ куҫлӑхсӑрах курать пулин те, пысӑк сӑмси ҫине ылтӑн пенснине хӗстерсе лартса, «Биржевые ведомости» ятлӑ журнал вуланӑ.

Читал «Биржевые ведомости», без нужды ущемляя шишкастый нос в золотое пенсне.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ачисем унӑн куҫӗ умӗнче чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳренӗ, пӑшӑлтатса калаҫнӑ.

Дети в его присутствии ходили на цыпочках, говорили шепотом.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӑх-ха, епле именет вӑл, — хавхалантарать ӑна амӑшӗ, куҫҫулӗпе пӑтраннӑ куҫӗ витӗр кулкаласа.

Ишь засовестилась, — подбодрила мать и улыбнулась сквозь слезную муть.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Степан, хӑрах куҫне йӑлтӑртаттарса (тепӗр куҫӗ пиҫмен слива пек хӗрелсе шыҫса тухнӑ), крыльца патнелле чакма пуҫларӗ.

Степан, сверкая одним глазом (другой затек опухолью цвета недоспелой сливы), отступал к крыльцу.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫав тери ӑнтан тухса ҫунаҫҫӗ вӗсем иккӗшӗ те пӗрешкел намӑссӑр ҫулӑмпа, ҫынсенчен именмесӗр, никамран пытанмасӑр аскӑнланнӑ пирки, кӳршӗсен куҫӗ умӗнчех начарланса, хуралса пыраҫҫӗ.

Так исступленно горели они одним бесстыдным полымем, людей не совестясь и не таясь, худея и чернея в лицах на глазах у соседей.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья питне тутӑрпа чӗркемесӗрех ҫӳрет, куҫӗ айӗнчи тарӑн йӗрсем хурарах та кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ; тӑртанчӑк та кӑштах таврӑнчӑк ҫӑткӑн тутисем унӑн канӑҫсӑррӑн та аскӑнчӑклӑн кулаҫҫӗ.

Аксинья ходила, не кутая лица платком, траурно чернели глубокие ямы под глазами; припухшие, слегка вывернутые, жадные губы ее беспокойно и вызывающе смеялись.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗл айӗнчен ӗнертен варах сӳнмен кӑвар, павлинӑн ылтӑн куҫӗ евӗрлӗн йӑлкӑшса, шӑранса выртни курӑнать.

Из-под пепла золотым павлиньим глазком высматривал не залитый с вечера огонь.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Карӑлса кайнӑ пӗчӗк сарӑ сӑмсинчен юнлӑ кӑпӑк хӗрелсе тухнӑ, пӗчӗк шӑрҫа пек куҫӗ чеен хӗсӗннӗ, сивӗнсе ҫитеймен урисем вӗттӗн чӗтреҫҫӗ.

На плоском раскрытом клювике розовенький пузырек кровицы, бисеринка глаза хитро прижмурена, мелкая дрожь горячих еще лапок.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ӑна темӗн каласшӑн пулчӗ, анчах та унӑн хура куҫӗ хӗрринчен сарӑмсӑррӑн пӗр куҫҫуль тумламӗ кусса анчӗ те, тутисем мӗскӗннӗн чӗтренсе илчӗҫ.

Аксинья хотела что-то сказать, но в уголке черного ее глаза внезапно нависла слезинка; жалко дрогнули губы.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пиччӗшӗ Аксинья куҫӗ умӗнчех урапа валекне вӗҫерсе илнӗ те ҫывӑракан ашшӗне урипе тапса тӑратнӑ, кӗскен кӑна темӗн ыйтса пӗлнӗ, унтан тимӗр валекпа тӳрех сӑмса урлӑ панӑ.

На глазах у Аксиньи брат отцепил от брички барок, ногами поднял спящего отца, что-то коротко спросил у него и ударил окованным барком старика в переносицу.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнтан варах Алексей куҫӗ кирлӗ-кирлӗ мар чух та ҫапла мӑчлатса тӑрать; тарӑн ҫӗвӗк, питҫӑмарти урлӑ шӑрланса каҫса кайса, ҫӳҫ тӑпки ӑшне кӗрсе ҫухалать.

С той поры глаз к делу и не к делу подмигивает; голубой шрам, перепахивая щеку, зарывается в кудели волос.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мундирӗн тӑвӑр ҫухавийӗ унӑн шӑнӑрлӑ мӑйне тӳп-тӳрӗ тӳрлентернӗ, кӑтраланса тӑракан савӑл пек сайра сухалӗ теветкеллӗн пӗр еннелле пӑрӑнса кайнӑ, сулахай куҫӗ тарӑхуллӑн мӑчлатса сиккелет.

Тугой воротник мундира прямил ему жилистую шею, редкая, курчавым клинышком, бороденка задорно топорщилась вбок, левый глаз нервически подмаргивал.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех