Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

епле сăмах пирĕн базăра пур.
епле (тĕпĕ: епле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пӗркун Крапивин Шупашкартан илсе килнӗ утлӑ резерв милиционерӗсене, вырӑнти сотрудниксене ҫынсем паллаҫҫӗ тесе, Телегинпа ҫыхӑну тытмашкӑн вӗсене хушнӑ пирки, пасарта мӗнле ҫӳремеллине, кирлӗ ҫынна епле палласа илмеллине, унпа мӗнлерех калаҫмаллине татах та татах вӗрентрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗлӗнтермӗш этем, епле тапса сикрӗн ҫав ӑҫтиҫук Кашкӑр ҫурине курсан…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ман хыҫа епле килсе тӑнине те сисмен.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Авӑ епле икке-ен, — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Епле хӑйӑн ӑна вӑрҫма-ятлама…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата мӗнле кайӑн ун патне, епле курӑнӑн ун куҫӗ умне…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах епле ӑнлантарӑн ӗмӗрне тӳрӗ те таса пурӑнса ирттернӗ ватта.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь ӗнтӗ сире ҫав тӗрӗслев епле вӗҫленнипе паллаштаратпӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апла-тӑк, унашкал тискер ӗҫе тума епле чӑрмантармалла?»

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫинех манӑн хам хушнӑ пӗр ӗҫ епле вӗҫленнине пӗлмелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ленинӑн коопераци планӗ республикӑра епле пурнӑҫланса пыни те шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗнле пулса иртӗ ҫав самант, епле вӗҫленӗ?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах епле ҫӑлӑн?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсене пула тытса кайрӗҫ те, эпӗ мӗн ҫуралнӑранпах епле пурӑннине тӗрӗслеме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вӑл, чӑнах та, хӑш ялтан иккенне те, хӑйпе юлашки вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнине те, влаҫ умӗнче мӗн айӑпа кӗнине те, тӗрмерен тарсан епле пурӑннине те, Крапивин вӗрентнӗ пек, тӗплӗнех каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан вӑл Ванькка лавккана епле «ҫаратнине» ӑнлантарса пачӗ те, ӑнӑҫу сунса, шӑппӑн тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах унӑн ҫулне Калюковӑннипе епле хӗреслетмелле?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, унашкал качча епле манӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр ӗмӗт ҫеҫ — унпа епле те пулин тепре курнӑҫас ӗмӗт халӗ хӗрарӑм пуҫӗпе чӗринче.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унта пӗрре ҫитсе килни, авӑ, епле синкерлӗ вӗҫленчӗ: Калюковпа тусӗсем Экеҫри юлташлӑх укҫине туртса илни ҫитмен, унӑн хуняшшӗне вӗлересле хӗнесе хӑварчӗҫ, лешӗ тек тӑраймарӗ вара…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех