Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушши сăмах пирĕн базăра пур.
хушши (тĕпĕ: хушӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи варӑм вӗҫни унӑн 100 метр хушши пулнӑ.

Самый длинный его перелет был всего лишь 100 метров.

7. Сывлӑшра вӗҫес ӗҫри пионерсем // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Нью-Йоркран Флоридӑна пӑрахут хыҫӗнчен вӗҫсе пыракан чайкӑсем темиҫе пин километр хушши пӑрахут тапратса янӑ сывлӑш юхӑмӗсемпе, тата ун трубинчен тухакан вӗри газсемпе пӑссенчен пулакан юхӑмсем ҫинче тытӑнса шуса пыраҫҫӗ.

Чайки, следующие за пароходами от Нью-Йорка к Флориде, скользят тысячи километров по поднимающимся струям воздуха, приведенным в движение пароходом, горячими газами и парами, выходящими из его труб».

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

— Ҫутҫанталӑка сӑнакан ҫын кашниех ӳхӗ е карапӑл ярӑнса вӗҫсе ҫӳренине курнӑ, тинӗсре чайкӑсем пӑрахут хыҫӗнчен темиҫе километр хушши ҫуначӗсене палӑртмалла хускатмасӑр вӗҫсе пынине пурте курнӑ.

«Каждый, наблюдавший природу, видел парение сокола пли сарыча, все видели на море чаек, летящих за пароходами целые километры, едва заметно двигая крыльями.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Темиҫе уйӑх хушши вӗсем сехечӗ сехечӗпе кайӑксем мӗнле вӗҫнине сӑнаса ирттернӗ.

В течение многих месяцев братья целыми часами изучали полет птиц.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Пиччӗшӗпе шӑлнӗ пӗр ҫекунт хушши пек пӗр-пӗрин ҫине чӗнмесӗр пӑхса илнӗ.

Братья с секунду молча смотрели друг на друга.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Лилиенталь вӑл темиҫе ҫул хушши ҫунатсем туса кайӑксем пек вӗҫме вӗренессишӗн ӗҫленӗ.

Лилиенталь несколько лет работал над тем, чтобы научиться летать с помощью крыльев.

6. Вӗсен пуҫне аэроплан тӑвас шухӑш епле пырса кӗнӗ // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Темиҫе эрне хушши Райтсен тандемне пурте курма тӑрӑшнӑ.

На несколько недель тандем Райтов сделался предметом всеобщего внимания.

5. Пуҫламӑш велосипед // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Сывлӑхӗ юсанса ҫитиччен, Вильбурӑн тӑватӑ ҫул хушши килте пурӑнма лекнӗ.

Целых четыре года пришлось Вильбуру Райт оставаться дома, пока мало-помалу восстановились его силы.

4. Хут ҫӗленсем, бейсбол, шинни // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.

Йывӑр та тӑвӑллӑ, геройла тӑватӑ ҫул хушши ҫав тери кӗтнӗ, ҫав тери илтес килнӗ сӑмахсене калакан юратнӑ сасӑ янӑраса кайсан, ҫынсем сывлама хӑраса, ним тапранмасӑр хытса тӑчӗҫ:

И люди замерли, не дыша, когда раздались слова, которых так ждали, которые так жаждали услышать все эти четыре трудных, бурных, героических года:

Пирӗн халӑха мухтав! // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Нюрӑна халех, ҫак самантрах пулӑшма кирлӗ пек туйӑнать ӑна, пӗр сехет хушши кӗтме юрамасть.

Ей кажется, что Нюре надо помочь сейчас же, сию минуту, нельзя ждать целый час.

Чижик Холмы ялне кайрӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Марья Дмитриевна Власьевнӑна эрне хушши ним ӗҫлеме те хушмарӗ.

Марья Дмитриевна на неделю освободила Власьевну от всех работ.

Моряксем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Темиҫе кун хушши вӑл киле пӗр-пӗччен юлать.

Который день она все одна да одна дома.

Климушка пахчара // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Лена пилӗк-ултӑ-ҫичӗ сехет хушши пӗр вӑранмасӑр ҫывӑрать, унтан тӑрса ҫӑвӑнать те, яшка ҫисе, ҫӗнӗ экзамена хатӗрленме ларать.

Лена спала пять, шесть, семь часов подряд, потом вставала, мылась, ела суп и садилась подготавливаться к новому экзамену.

Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Вунӑ минут хушши перӗр те килелле тарса пӗтӗр.

Стрелять в течение 10-ти минут, а потом удирайте по домам.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Темиҫе минут хушши никам нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ.

Прошло несколько мучительных минут.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Темиҫе сехет хушши вара вӑл ҫапла ӗлӗк курнисене, — асра юлнисене те, мана пуҫланисене — аса илсе шухӑшласа выртрӗ.

Наступили часы полузабытья, воспоминаний.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Луиза темиҫе секунда хушши нимӗн те калайман.

Прошло несколько секунд, прежде чем Луиза была в состоянии говорить.

LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Темиҫе минута хушши сунарҫӑ шухӑшласа тӑнӑ.

Несколько минут охотник простоял в раздумье.

LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫавӑн пек тревога сасси чикӗ хӗрринчи ҫӗршывра виҫӗ пин миля тӑрӑхӗнче пӗр виҫҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ янӑраса тӑрать.

Это крик тревоги, который уже в течение трехсот лет раздается на протяжении трех тысяч миль пограничной полосы.

LXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Нумай ҫул хушши ӗнтӗ вӗсем Техас ҫыннисемпе те, мексиканецсемпе те мирлӗн пурӑннӑ.

Уже в течение долгих лет они были в мирных отношениях как с техасцами, так и с мексиканцами.

LXVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех