Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах та унӑн энтузиазмне чӗртме халь тин ӗнтӗ хӗн пулнӑ пулӗччӗ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Вӑл П-ран тӳрех бастиона лекнӗ пулсан, чӑнахах та герой пулнӑ пулӗччӗ, халӗ ӗнтӗ ӗҫре тата хӑрушлӑхра лӑпкӑ та чӑтӑмлӑ ҫын пулас тесен, чӑн-чӑн вырӑс офицерӗ пулас тесен, унӑн чун-чӗрине нумай асап чӑтса ирттерме тӳр килнӗ пулӗччӗ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Виҫӗ уйӑх хушши ҫӳренӗ вӑл станцисем тӑрӑх, пӗр станцирен теприне ҫитнӗ, кашни станцире пекех ун Севастопольрен таврӑнакан офицерсене кӗтсе илме тӳр килнӗ, офицерӗсем ӑна хӑрушла ӗҫсем ҫинчен кала-кала панӑ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн халь кӑна асӑннӑ сисӗм-туйӑмӗ вӑй илсех пынӑ, юлашкинчен вара ку сисӗм-туйӑм ӑна, мӗскӗн офицере, П-ра пурӑннӑ чух хӑйне хӑй темӗн те пӗр тума пултаракан герой вырӑнне хураканскере, пӗтерсех хунӑ, Дуванкоя ҫитнӗ тӗле вӑл мӗскӗн хӑравҫӑ пулса тӑнӑ, пӗр уйӑх маларах корпусран действующи ҫара каякан ҫамрӑксемпе пӗрлешсе кайнӑскер, вӑл, халь ӗнтӗ эпӗ юлашки кунсене пурӑнса ирттеретӗп тесе шухӑшлаканскер, мӗн май килнӗ таран хулленрех кайма тӑрӑшнӑ, кашни станцирех кроватьне сӳте-сӳте пуҫтарнӑ, ҫула каймалли пӗчӗкҫеҫ чемоданне уҫа-уҫа чӑрманнӑ, преферансла вылянӑ, жалоба кӗнеки ҫине вӑхӑта ирттермелли япала ҫине пӑхнӑ пек ҫеҫ пӑхнӑ, хӑйне лашасем паман чух савӑннӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
5-мӗш станцине пырса ҫитсен, унӑн кӑкӑрӗ хӗртме тытӑннӑ, питне тусан ларса тулнӑ, пӗчченех тӑрса юлнӑ вӑл, унта вал Севастопольрен таврӑнакан курьера тӗл пулнӑ, лешӗ ӑна вӑрҫӑри хӑрушлӑхсем ҫинчен каласа панӑ, 12 сехет хушши кӗтнӗ вӑл хӑйне лав парасса, — ҫакӑн хыҫҫӑн вара вӑл татӑклӑнах ӳкӗнме тытӑннӑ, хӑйне хӑй ҫӑмӑлттайланнӑшӑн ятланӑ, хӑй мӗншӗн хӑранине уҫҫӑнах чухламасӑр, пуласси ҫинчен шухӑшласа, ним ӑнланмасӑр-тумасӑрах, вилме кайнӑпа пӗрех, малалла ҫул тытнӑ.
5 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ырхан сӑн-пичӗ, йӑл кулнӑран ӗнтӗ, сасартӑк ҫуталса кайрӗ.Неожиданно просветлевшее улыбкой, замолчал и снова занялся чаем.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пуринчен ытла арҫынсем хушшинче, уйрӑммӑнах ҫар ҫыннисем хушшинче аталанакан кӑмӑл пулнӑ вӑл, ку кӑмӑл ӗнтӗ унӑн пурнӑҫӗпе пӗтӗҫсе кайнӑ, ҫавӑнпа та вӑл урӑхла кӑмӑл пулма пултарасса ӑнланман, е ҫиеле тухатӑп е пачах пӗтсе ларатӑп, — тенине ҫеҫ ӑнланма пултарнӑ, ун ӑшӗнчи сисӗм-туйӑмсене вӑратаканни те ҫавах, ҫав кӑмӑлах пулнӑ: хӑй ӑшӗнче вӑл хӑйне урӑххисемпе танлаштарса пӑхма, хӑйне чи мала кӑларса тӑратма юратнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Хӑшӗ ӗнтӗ ҫак повеҫре киревсӗрри, кам унӑн геройӗ?
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чылайччен, пӗр хускалмасӑр пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл, виле патнерех пырса, унӑн хытса ларнӑ аллине урипе тӗртсе пӑхрӗ.Постояв довольно долго, он подвинулся ближе и дотронулся ногой до вытянутой окоченевшей руки трупа.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов та лӑпчӑнса ларса пуҫне ярса тытрӗ, хускалнӑ пирки унӑн пуҫӗ чӑтма ҫук ыратса кайрӗ.Михайлов тоже присел и схватился за голову, которая от движенья ужасно заболела у него.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан каялла таврӑннине курсан, вӑл чӑтма ҫук кӑмӑлсӑрланчӗ, халӗ ӗнтӗ унӑн ӗмӗчӗ татӑлчӗ, халь тин ӗнтӗ вӑл ротӑра офицерсенчен пӗр эпӗ ҫеҫ тӑрса юлтӑм теме пултараймасть.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халӗ ӗнтӗ унӑн пуҫӗ хытах ыратмасть-мӗн.
13 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Анчах шӑп ҫак самантра унӑн хупӑнса тӑракан куҫӗсене хӗрлӗ ҫулӑм ҫути хупласа илчӗ те, ҫав тери хыттӑн шартлатса илсе, темӗскерле япала ӑна кӑкӑрӗнчен пырса ҫапрӗ; вӑл таҫталла чупса кайрӗ, хӑйӗн ури тӗлне пулнӑ хӗҫрен такӑнса хӑяккӑн ӳкрӗ.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Праскухин хӑраса ӳкрӗ, кӑлӑхах пулмарӗ-ши ун хӑрани — тен, бомба инҫете ӳкнӗ, унӑн трубки те ҫывӑхрах чӑшлатмасть-и, тен, ахаль ҫеҫ чӑшлатнӑн туйӑнать-и, тен.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Халь ӗнтӗ унӑн трубкин хӗмӗ те курӑнать, халь-халь инкек пуласса систерсе шӑхӑркалани те илтӗнет.
12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн ҫан-ҫурӑмне сивӗ тар тапса тухнӑ, вӑл, сивӗ тытнӑ чухнехи пек, чӗтӗресе илсе, пӑшалне пӑрахнӑ.Холодный пот выступил у него по всему телу, он затрясся, как в лихорадке, и бросил ружье.
11 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Калугин ҫак чӑн-чӑннипех ҫын пурӑнакан пӳлӗм евӗрлӗ блиндажа пӑхса ларнӑ май тупӑ кӗрслетнӗ сасӑсене итлесе ларать, блиндажра вӗсен сасси вӑйсӑртарах илтӗннӗ пек туйӑнать, хӑй те ӑнланса илеймест вӑл, мӗнле майпа-ха икӗ хутчен хӑраса ӳкме пултарнӑ вӑл; хӑйне хӑй тарӑхать вӑл, унӑн каллех хӑрушлӑх умӗнче тӑрас килет, хӑйне хӑй ҫӗнӗрен сӑнаса пӑхас кӑмӑлӗ пур унӑн.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
. — анчах ҫак вӑхӑтра вӑл, салтак умнех ҫитсе тӑнӑскер, унӑн сылтӑм алли ҫан ӑшӗнчен тухса тӑнине асӑрхарӗ, чавсинчен ҫӳлерехре ун суран пур-мӗн, юн каять.
7 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Штабс-капитан килте ҫук чухне Жвадчески юнкер унӑн пӳлӗмне, хӑй хӗрес илнӗ ятпа, хӑнасем пухса ӗҫкӗ-ҫикӗ тума тытӑннӑ-мӗн: хӑй патне вӑл Угрович подполковникпе хай, флюспа чирленӗ пирки бастиона каймасӑр тӑрса юлнӑ Непшитшетски поручике чӗннӗ пулнӑ.
6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.