Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
… Темиҫе кун хушши татти-сыпписӗр вӑйлӑ ҫумӑр ҫурӗ.

Несколько суток шел проливной дождь.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Июль уйӑхӗнчи аҫа-ҫиҫӗмлӗ каҫхи ҫумӑр тин ҫеҫ ҫуса иртсе кайрӗ.

Только что прошла вечерняя июльская гроза.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ирӗлнӗ маччаран сасартӑк ҫумӑр ҫума пуҫларӗ, стенасем йӗпенсе кайрӗҫ.

А с оттаявшего потолка полился дождь, отсырели стены.

9 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Каллех ҫумӑр пӗрӗхме пуҫларӗ.

Опять хлестал дождь.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Тӗрме картишӗнчен тин тухнӑ заключеннӑйсем чи малтанах ҫумӑрпа хуралса кайнӑ йывӑҫ ҫуртсен кирпӗч мӑрйисенчен тухакан тӗтӗме курчӗҫ, ӗнесем мӗкӗрнине илтрӗҫ, пӳрт тӑрринчен витрене юхса анакан ҫумӑр шывӗ шӑпӑртатнине илтрӗҫ, хӳме ҫинче ҫакӑнса тӑракан йӗпе кӗпе-йӗме курчӗҫ, чӗрӗ тӑпра, чӗрӗ йывӑҫ, пӳрт-ҫурт шӑршине тупса пачӗҫ.

Дым из кирпичных труб, бревенчатые дома, почерневшие от дождя, глухое мычание коров, струя дождевой воды, стекающая с крыши в подставленное ведро, забытое на частоколе вымокшее белье и запахи влажной земли, сырого дерева, жилья — таковы были первые впечатления заключенных, только что перешагнувших тюремный порог.

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Анчах хӗвел пӑхса ярать кӑна — хӗл каялла чакать, ҫынсен куҫӗ умне каллех ҫаралса юлнӑ йӗпе уҫланкӑсем, ҫап-ҫара, ҫилпе ҫумӑр айӗнче асап куракан кукӑр-макӑр хурӑнсем тухса тӑраҫҫӗ.

Однако стоило выглянуть солнцу, как зима отступала и перед глазами людей снова расстилались обнаженные мокрые поляны, голые, исхлестанные ветром и дождем кривые березки.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫумӑр вырӑнне юр ӳккелеме тытӑнчӗ.

Дожди сменились снегопадами.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

«Гоголь» тапранса кайрӗ пулин те, ҫынсем ҫав-ҫавах ҫумӑр айӗнче тӑраҫҫӗ.

Пароход уже отчалил, а люди все еще стояли под дождем.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫумӑр чӗреслетсе ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Павлин ҫумӑр хыҫҫӑн исленсе кайнӑ, пылчӑклӑ ҫул ҫине тухрӗ.

Павлин вышел на размокший после дождя, покрытый грязью тракт.

4 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ, пирвайхи ирхи сулхӑн килсе кӗнӗ сывлӑшра тусан пӗрчи те вӗҫмест.

В промытом дождем, прихваченном первыми утренниками воздухе не дрожало ни одной пылинки.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫумӑр ирхине чарӑнчӗ, халӗ нӳрлӗ ҫӗр пичӗ ҫинче ылтӑн тӗслӗ сентябрь кунӗ тӑрать.

Дождь прекратился еще с утра, и над влажной землей стоял вызолоченный сентябрьский день.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӗсем ҫумӑр шавланине итлесе, иккӗш те пӗр япала ҫинченех шухӑшласа выртрӗҫ.

Они лежали, вслушиваясь в шум дождя, думая об одном и том же.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫумӑр

— Дождь.

Вӑл та ҫывӑрман, ҫумӑр ҫунине итленӗ пулмалла, анчах Авдотьйӑна вӑратасран шикленсе пӗр сиккелемесӗр выртнӑ.

Очевидно, он тоже не спал и слушал дождь, но не шевелился, боясь разбудить Авдотью.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑрансан ҫумӑр ҫунине илтет те пӑшӑрханса ӳкет, вара урӑх ҫывӑраймасть.

Проснется, услышит дождь, растревожится и не уснет больше.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Е «Ах, ҫумӑр ҫӑвать!», е «Ах, ҫумӑр ҫук!»

То: «Ох, дождь идет!», то: «Ох, дождя нет!»

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫумӑр пӗр чарӑнмасӑр, пӗр тикӗссӗн те йӑлӑнтармалла шавласа ҫӑвать.

Дождь шумел и шумел, не переставая, ровно, монотонно.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ҫумӑр пӗр тикӗссӗн таса та ҫӑлтӑрлӑ пулнӑ тӳпене тӗттӗмлетет.

Ровный шум дождя стоял за окном, небо, недавно ясное и звездное, было темным.

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Ах, ҫумӑр пулмалла!»

 — Ох, никак дождь!»

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех