Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марине, бригадир пулнӑ май, пӗр вырӑнта нумай тӑраймасть, тӗрлӗ ҫӗре чупкаласа ҫӳрет, хӑй патӗнчен пӑрӑннӑ чухне вара Сехре ӑна кашнинчех ӑшӑ куҫпа ӑсатса ярать.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакна ҫеҫ астӑвать: ашшӗпе амӑшӗ килте лашапа ӗне курмасӑрах ҫӗре кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир вӑл сӗннӗ ҫӗре ларчӗ те пӗр-пӗрин патне сайра ҫӳрекен ҫынсен йӑлипе йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ав, пӳрт те кивелнӗ, ывӑл таврӑннӑ ҫӗре ӑна юсасчӗ тата кӑшт тумтир таврашӗ илесчӗ».

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтрийӗ шӑмшакран ҫав тери тӗреклӗ, унӑн урисем ҫӗре пӑраласа лартнӑ пек пусаҫҫӗ, кӗрешнӗ чухне вара тӑлпӑва рычакла тӗревленӗ пек тӗревлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗтри ӑна пуҫ ҫийӗнче тепре ҫавӑрчӗ те ҫӗре пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Виҫӗ колхоз вӑйне пӗр ҫӗре пуҫтарсан, кунта эпир чылай япала туса лартнӑ пулӑттӑмӑр, вара ӗҫ каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Темиҫе кунран пӗрре ӑшӑ ҫумӑр ҫуса каять, типе пуҫланӑ ҫӗре ҫӗнӗрен нӳр парса, курӑка ӳсме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хӑйӗн бригадине ҫырма хӗрринчи тем пысӑкӑш участока пахча-ҫимӗҫ лартса тухрӗ, икӗ эрне хушши шӑварнӑ калча ҫулҫӑ сарасса кӗтрӗ, вара Левентей патне пычӗ те, ӑна хӑй ӗҫленӗ ҫӗре илсе кайса, йӑрансем аяккинче нумайччен кӑтартса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӳрем ҫӗре тухсан, Карачӑм тӳсеймерӗ, сылтӑм аллине руль ҫине хучӗ те Анушкана ларкӑч ҫинчен хӗссе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине каялла килнӗ ҫӗре йӗпе михӗсем ӗнтӗ тырӑ кӗлетӗнче ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ҫаврӑнса пӑхнӑ ҫӗре вӑл куҫран та ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине кун каҫиччен пӑрҫа акнӑ ҫӗре темиҫе хутчен те пырса кайрӗ, анчах Сехре ун ӳпкевне тивӗҫлӗ пулмарӗ — ӗҫ лайӑх пырать, ниҫта та чӗрре кӗреймӗн.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл колхоз картишне ҫитнӗ ҫӗре лашапа ӗҫлекенсем лашисене те кӳлме тытӑнманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре Иванӗ бригадӑна ҫитрӗ те михӗсене лав ҫинчен ҫӗре иле-иле лартрӗ, хӑй, Маринене кӗтсе, чӗлӗм чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун хулпуҫҫийӗ ҫинчи кӗвенти вӗҫерӗнсе кайрӗ, витресем шӑнкӑртатса ҫӗре персе ӳкрӗҫ, Кӗтерне ӑна-кӑна асӑрхамасӑр тӳрех Липӑна хирӗҫ ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне чарӑнчӗ те витрисене ҫӗре лартмасӑрах юланутҫӑна кӗтме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Унта ҫырма айккисенче юр тӑрӑхӗсем палӑраҫҫӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте шыв ҫап-ҫуттӑн кӳлленсе выртать, ҫынсем ҫывӑхӗнчех, весене ҫӗре часрах сухаласа пӑрахма хушнӑ евӗр, кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнер эпир пур ҫӗре те ҫитсе куртӑмӑр, ҫук-ха, иртерех-ха.

Куҫарса пулӑш

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл юланут чарӑннӑ ҫӗре инженер патне кайма ҫӗкленет — кам вӑл, мӗн тупса вӗҫтерсе килчӗ хир урлӑ?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех