Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

капитан сăмах пирĕн базăра пур.
капитан (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунтикун — Краснощекин майор кайнӑ, ытларикун — Куклин поручик, юнкун — Рябов капитан, ҫапла ҫӳренӗ эрне вӗҫленичченех.

В понедельник ходил майор Краснощекий, во вторник — поручик Куклин, в среду — капитан Рябов, и так до конца недели.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Забелин капитан вара пачах урӑхла — Суворов хыҫӗнче.

А капитан Забелин наоборот — за спиной у Суворова.

Умра тата хыҫра // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

— Ҫук, эпӗ, — ӗнентернӗ Мордюков капитан.

— Нет, я, — уверяет капитан Мордюков.

Чи малтан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Ҫул айккипе Корниловски полк командирӗ капитан Неженцевпа Преображенски гвардейски полк командирӗ пулнӑ подполковник Кутепов иртсе пыраҫҫӗ; Кутеповӗ шинельне йӳле янӑ, пуҫӗнчи карттусне нӑкӑ-нӑкӑ ӗнси хыҫнелле шутарса лартнӑ.

Сбоку от дороги прошли командир Корниловского полка капитан Неженцев и бывший командир Преображенского гвардейского полка полковник Кутепов, в распахнутой шинели и сбитой на крутой затылок фуражке.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Февралӗн 22-мӗшӗнче ирхине капитан Чернов отрячӗ, Сиверс хӗснипе тата тылран Гниловски станица казакӗсем ҫунтарса тӑнипе каялла чакаканскер, Ростова ҫитсе кӗрет.

Утром 22 февраля в Ростов вошел отряд капитана Чернова, теснимый Сиверсом, с тыла обстреливаемый казаками Гниловской станицы.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Детальсене полковник Лебедевпа Роженко капитан майласа ҫитереҫҫӗ.

Детали разработают полковник Лебедев и капитан Роженко.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Сывпуллашнӑ чухне капитан ҫапла каларӗ:

Прощаясь, капитан сказал:

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Капитан калаҫма юратаканскер пулчӗ, Кубань ҫинчен, тырпул ҫинчен ыйтса пӗлчӗ.

Капитан был разговорчив, расспрашивал о Кубани, об урожае.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вестибюльте ӑна аллине хӗрлӗ хӑю ҫыхнӑ, яштака, таса хырӑннӑ, кӑмӑллӑн кулакан капитан хирӗҫ пулчӗ.

В вестибюле его встретил капитан с красной повязкой на рукаве, стройный, гладко выбритый, с приятным улыбающимся лицом.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Командировка удостоверенине, укҫине, ҫул докуменчӗсене райвоенкоматра илетӗр, — терӗ капитан.

— Командировочное удостоверение, деньги, проездные документы получите в райвоенкомате, — сказал капитан.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савельев капитан, планшетне уҫса, Сергее штамплӑ хут кӑларса пачӗ.

Капитан Савельев расстегнул планшет, вынул телеграмму и передал Сергею.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Капитан Савельев, — терӗ офицер, Сергее алӑ парса.

— Капитан Савельев, — сказал офицер.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Уҫӑ чӳречерен Сергей Кондратьева курчӗ, унпа пӗрле пӗр капитан.

Из открытого окна Сергей увидел Кондратьева, вместе с ним был капитан.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Капитан хӑйӗн тусанпа тата сывлӑм тумламӗсемпе пасарнӑ пек вараланнӑ атӑ сӑмсисем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те: — Миҫен вӗсем? — тесе ыйтрӗ.

Капитан строго оглядел носки своих сапог, присыпанные пыльным инеем, спросил: — Сколько их?

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сапёрнӑй капитан, авӑнса ӳксе, кӗпер еннелле темӗн тӗллесе кӑтартрӗ.

Саперный капитан, изгибаясь, на что-то указывал в сторону моста.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сиртен ыйтатӑп эпӗ, капитан, епле каҫса каймалла?..

Я вас спрашиваю, капитан, к-а-ак мне проехать?

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Зырянов капитан батальонне-и?

— Батальон капитана Зырянова?

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Зырянов капитан Озеров патне чупса пычӗ те, унӑн пит-куҫӗнчен кӑштах пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, сасартӑк куҫӗсене хӗссе: — Ай эсӗ, Сережа! — тесе кӑшкӑрса ячӗ, унтан ӑна чӑмӑрӗпе хулпуҫҫинчен чышрӗ.

Зырянов подбежал к капитану Озерову и, немного посмотрев на него, вдруг прищурил глаза: — Ай ты, Сережа! — закричал, потом ударил его кулаком по плечу.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫыхӑну йӗркелеме тата хӑйсене уйӑрса панӑ передовойри участоксене йышӑнма кунта килнӗ Ҫӗпӗр дивизийӗсен представителӗсен хушшинче хӑйпе пӗрле ҫарта пулнӑ тахҫанхи тусӗ Зырянов капитан пулнине вӑл каҫах пӗлнӗччӗ.

Он давно знал, что среди представителей Сибирской дивизии, которые пришли сюда, чтобы организовать связь и принимать определенные участки на передовой линии, был капитан Зырянов, старый товарищ, находившийся с ним в армии.

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Смольянинов капитан кровать патӗнчи пукан ҫине ларчӗ те, Брянцев полка ертсе пырассине хӑй ҫине илсен, Озеров картти ҫинчи паллӑсене тӗпчесе унӑн тупсӑмне тупни ҫинчен, часах тӑшман шухӑшне пӗлсе Журавский патне вӑхӑтра пулӑшу ярса пама ӗлкӗрни ҫинчен тӗплен каласа пачӗ.

Капитан Смольянинов присел на табурет у кровати и подробно рассказал, как Брянцев, приняв командование полком, изучил пометки Озерова на карте, быстро разгадал замысел противника и вовремя успел подбросить подкрепление батальону Журавского.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех