Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытӑнчӗҫ (тĕпĕ: тытӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Полкра вара пур ҫӗрте те калаҫма тытӑнчӗҫ:

И в полку везде заговорили:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Хӗвеланӑҫӗнчи хура вӑрмансем хыҫӗнчен нимӗҫсен батарейисем кӗрӗслеттерме тытӑнчӗҫ, Озеров вара, карт сиксе илсе, хӑвӑрт команда пачӗ:

За темными лесами на западе вдруг ударили немецкие батареи, и Озеров, дрогнув, быстро подал команду:

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Таврара тупӑсем кӗмсӗртетме тытӑнчӗҫ, полк участокӗнче халӗ те-ха шӑп.

По сторонам начинали громыхать пушки, а на участке полка все еще держалась тишина.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн салтаксенчен нумайӑшӗ каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.

После этого многие солдаты работали, оглядываясь назад.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь хӑйсем Терентий Жигаловпа мӗнле паллашни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗҫ.

Они начали рассказывать, как они познакомились с Терентием Жигаловым.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем йӗпе, ҫӑра курӑк ҫинче хӑрлата-хӑрлата, тӳпелешме тытӑнчӗҫ.

Рыча, они заметались в густой и мокрой траве.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тепӗр секундран вара, унтан та кунтан, нимӗҫ-автомачӗсем, тӑрлатма тытӑнчӗҫ.

А через секунду, точно прошивая строчки, затрещали в разных местах немецкие автоматы.

XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Салтаксем те вара, ӑна кура, ҫавӑн пекех ухмахланма тытӑнчӗҫ, хӳшӗ кӗтессисенче пуҫӗсене чике-чике, чылайччен ахӑлтатса кулчӗҫ…

Что все солдаты, тоже дурачась, кинулись в углы шалаша и там долго гоготали, укрывая головы…

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Э, эпӗ ӑна пуҫтарнӑ чух фрицсем мана минӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ.

Это ж я сбирав ее там, а они меня, хрицы-то, минами!

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Шӑтса пӗтнӗ труба витӗр хӗмсем, йӑлт-йӑлт курӑнкаласа, ирӗкелле вӗҫме тытӑнчӗҫ.

И искры замелькали в прогоревшей трубе, вырываясь на вольную волю.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем туртма тытӑнчӗҫ.

И они закурили.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Повозкӑсене ҫул ҫине тӑратса хӑварчӗҫ, салтакӗсем пурте ҫултан аяккалла саланса, йывӑҫсем айнелле кӗрсе выртрӗҫ те Сухая Поляна патӗнчи ҫапӑҫура тытса илнӗ ҫӑкӑра тата консервӑсене васкаса ҫиме тытӑнчӗҫ.

Повозки были оставлены на дороге, а все солдаты разошлись в стороны от нее, свалились под деревья и начали торопливо доедать хлеб и консервы, что добыли, как трофеи, в бою у Сухой Поляны.

VIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Машинӑна колонна ҫумӗпе ирттерсе янӑ чух конвойнӑйсем, начальство умӗнче хӑйсем тӑрӑшса служить тунине кӑтартас тесе, хӗҫ-пӑшалӗсемпе сулкаласа озеровецсене васкатма тытӑнчӗҫ.

Пропуская машину мимо колонны, конвойные, стараясь показать проезжему начальству свое усердие в службе, начали помахивать оружием и торопить озеровцев:

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ишӗлчӗк кладовой хӳттинче тӑракан Андрее асӑрхаймарӗҫ вӗсем, автомачӗсенчен тӳрех пӳрт алӑкне тӗллесе пеме тытӑнчӗҫ.

Не замечая Андрея в развалинах кладовки, они начали бить из автоматов по дверям избы.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

 — Пӗррехинче ҫапла, ҫӗрле, сирӗн пеккисем, хамӑр хӗрлӗ армейцӑсем килсе кӗчӗҫ те, ялтисем хайхи вӗсене пытарма тытӑнчӗҫ.

— Забрели к нам ночью такие вот, как вы, наши красные армейцы, их и попрятали в деревне.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав шӑтӑк патне вӗсем стариксемпе хӗрарӑмсене тата ача-пӑчасене хӑваласа пычӗҫ те — тытӑнчӗҫ чӗрӗллех пытарма!

Так они согнали к ней стариков, баб да малолеток — и давай заживо хоронить!

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Стройран тухнисен пӗр ушкӑнне ял хӗрринче ларакан аслӑ пӳрте вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ.

Для выбывших из строя отвели просторную избу на краю деревни.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав минутран пуҫласа вара, хӑйсем ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ пулин те, озеровецсем пурте пушшех ҫине тӑрса хӗвелтухӑҫ еннелле туртӑнма тытӑнчӗҫ.

И начиная с этой минуту, несмотря на то что валились с ног от усталости, озеровцы еще более начали стремиться на восток.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӗсем пур ҫӗрте те тӑшмана ҫапма, ӑна чарма тытӑнчӗҫ.

Они всюду начинают бить и останавливать врага.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав кунтанпа икӗ полицай, нимӗҫсемпе пӗрле, иртен пуҫласа каҫченех ял тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗҫ.

С этого дня два полицая, в сопровождении немцев, с утра до вечера начали бродить по деревне.

XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех