Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

патшалӑх сăмах пирĕн базăра пур.
патшалӑх (тĕпĕ: патшалӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гумантари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне, 65 ҫулхи Петр Краснова, ӗҫрен кӑларнӑ.

Вчера, 24 января, уволен директор Чувашского государственного института гуманитарных наук, 65-летний Петр Краснов.

Пётр Краснова ӗҫрен кӑларнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30841.html

Унпа республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ валли анлӑ интервью хатӗрленӗччӗ.

С ним готовилось обширное интервью для газеты Государственного Совета республики «Республика».

Юрий Кручинин адвокат пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30852.html

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче вӗреннӗ.

Училась в Чувашском государственном педагогическом университете имени И.Я. Яковлева.

Чӑвашла калаҫакан пуканесем ӑсталать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/30856.html

Саккун аслӑ пулнине, граждансен прависен тата патшалӑх хӳтлӗхне тивӗҫтернӗ май Раҫҫей прокуратури право хуралӗн органӗсен ретӗнче виҫӗ ӗмӗре яхӑн уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать.

Почти три столетия российская прокуратура занимает особое место среди правоохранительных органов, обеспечивая верховенство закона, защиту прав граждан и государства.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн прокуратура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/01/12/news-3753802

Сирӗн тарӑн пӗлӗвӗр, ӗҫри пысӑк ӑсталӑхӑр, тивӗҫе чунтан парӑнса тӑни обществӑра малашне те тӑнӑҫлӑхпа йӗркелӗх, ҫирӗплӗх хуҫаланассине, патшалӑх интересӗсене тата унӑн гражданӗсен прависемпе ирӗклӗхӗсене шанчӑклӑн хӳтӗлессине туллин тивӗҫтерме пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Убежден, что ваши глубокие знания, высочайший профессионализм, преданность делу и дальше будут гарантировать мир и порядок в обществе, стабильность, надёжную защиту интересов государства, прав и свобод его граждан.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191

Ҫакӑ региона малалла аталантарас тӗллевпе йышӑннӑ патшалӑх программисене укҫа-тенкӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерме пулӑшать, – ҫавна май ҫул-йӗр инфратытӑмӗ лайӑхланать, социаллӑ сфера объекчӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, обществӑлла хутлӑхсем ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне ӳстермелли тӗллевсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Это позволяет своевременно финансировать государственные программы, направленные на развитие региона, – улучшать дорожную инфраструктуру, возводить объекты социальной сферы, преображать общественные пространства, решать задачи по повышению качества жизни населения.

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/21/news-3979651

Эпир пурсӑмӑр та Раҫҫее аслӑ, лайӑх аталанакан, хисепе тата мухтава тивӗҫлӗ патшалӑх пек курма ӗмӗтленетпӗр.

Все мы хотим видеть нашу Россию великой, процветающей державой, достойной гордости и уважения.

Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/02/news-3967868

Патшалӑх ырлӑхӗ – пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр, ҫакна пире 1612-мӗш ҫулхи истори пулӑмӗсем ӑса хывма вӗрентеҫҫӗ.

Исторические события 1612 года учат нас тому, что благополучие государства – наша общая забота.

Михаил Игнатьев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/02/news-3967868

Патшалӑх пулӑшӑвне тата ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсен кал-кал ӗҫне пула отрасль тупӑшлӑ ӗҫлет.

Благодаря вниманию государства и слаженной работе сельхозтоваропроизводителей отрасль становится прибыльной.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139

Чӑваш Ен агропромышленноҫ комплексне патшалӑх паракан пулӑшӑвӑн калӑпӑшӗ 2018 ҫулта, 15 процент ӳссе, 2,7 миллиард тенке ҫитнӗ.

Объемы государственной поддержки агропромышленного комплекса Чувашии в 2018 году выросли на 15 процентов, составив 2,7 млрд рублей.

Михаил Игнатьев Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен про­мыш­лен­ноҫ ӗҫченӗн кунӗ ячӗ­пе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/13/news-3954139

Пенси ҫулне ҫитсе пыракан ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗ памалли йышӑнусем вӑя кӗреҫҫӗ.

Принимаются ответственные решения, направленные на государственную поддержку людей предпенсионного возраста.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/01/news-3944636

Пӗлӳ тытӑмне аталантарасси – Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ.

Развитие системы образования – приоритетное направление государственной политики Чувашии.

Михаил Игнатьев Вӗрентекен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/10/05/news-3948469

Ҫакнашкал патшалӑх саккасӗсем республикӑн строительство отрасльне туллин аталанма майсем туса параҫҫӗ.

Все это составляет гарантированный государственный заказ для стабильной и финансово устойчивой работы строительной отрасли республики.

Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/10/news-3909925

Чӑваш Енре социаллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене социаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ.

В Чувашии действует целый ряд государственных программ в социальной сфере, здравоохранении, образовании, жилищном строительстве, направленных на поддержку семьи, повышение ее социальной защищенности, охрану материнства и детства.

Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/07/07/news-3890083

Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Юрий Айдаш поэт калашле, Лидия Ковалюкӑн хальхи сӑввисенче хӗрарӑмла ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, ырӑ кӑмӑллӑх тыткӑна илет.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Ун хайлавӗсем пирки Порфирий Афанасьев, Ваҫлей Игнатьев, Юрий Айдаш, Вениамин Тимаков, Иван Чермаков ырӑ сӑмах каларӗҫ, Чӑваш Патшалӑх университечӗн студенчӗсем диплом ӗҫӗсем ҫырчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

Вӑл Алманчӑри вӑтам шкулта вӗреннӗ, Чӑваш Патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑхра янӑракан сӑвӑсем // Василий Давыдов-Анатри. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 3–5 с.

— Сире Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсен йышне кӗнӗ ятпа чӗререн саламлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Унӑн кӑҫал пысӑк телей: вӑл Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Ҫак патшалӑх уявӗ Чӑваш Ене юратакан, ӑна малалла аталантарассишӗн хӑйӗн вӑйӗпе пултарулӑхне тата чунне парса тӑрӑшакан мӗнпур ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Этот государственный праздник важен для всех, кто любит Чувашию, кто вложил труд и талант, частичку души в ее развитие.

Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/24/news-3878551

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех