Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Путек пиллӗкӗмӗш пичете хӑпӑтса илсессӗн, парне вырӑнӗ айӗнче эпӗ Турӑ сӑмахне тата хӑйсем ӗненнине ҫирӗплетсе кӑтартнӑшӑн вӗлернӗ ҫынсенӗн чунӗсене куртӑм.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан эпӗ Путек ҫичӗ пичетрен пӗр пичетне хӑпӑтса илнине куртӑм тата тӑватӑ чӗрчунран пӗри аслати авӑтнӑ пек хӑватлӑ сасӑпа: кил кунта! тенине илтрӗм.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан эпӗ аслӑ пукан тавра, чӗрчунсемпе ватӑсем тавра темӗн чухлӗ ангел куртӑм, вӗсенӗн сассине илтрӗм; вӗсенӗн шучӗ вунӑ пиншерӗн вунӑ пинччӗ, пин хут пинччӗ.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Тата эпӗ хӑватлӑ ангела куртӑм.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Унтан эпӗ аслӑ пукан ҫинче Лараканӑн сылтӑм аллинче шалтан та, тулашӗнчен те ҫырнӑ, ҫичӗ пичетпе пичетленӗ кӗнеке куртӑм.
Ӳлӗм 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ пукан тавра тата ҫирӗм тӑватӑ аслӑ пукан; ҫак аслӑ пукансем ҫинче эпӗ ҫирӗм тӑватӑ ватӑ ҫын ларнине куртӑм; вӗсем шурӑ тумтир тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫинче — ылтӑн пуҫкӑшӑль.
Ӳлӗм 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ хампа кам калаҫнине пӗлесшӗн каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм; ҫаврӑнса пӑхсассӑн ҫичӗ ылтӑн ҫутаткӑҫ куртӑм; 13. ҫичӗ ҫутаткӑҫ варринче Этем Ывӑлӗ евӗрлӗскер тӑратчӗ; Вӑл подир тӑхӑннӑччӗ, кӑкӑрӗ ҫинчен ылтӑн пиҫиххи ҫыхнӑччӗ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй патшамӑр! ҫул ҫинче чухне, тӑр-кӑнтӑрла, эпӗ тӳперен хӗвел ҫутинчен те вӑйлӑрах ҫиҫекен ҫутӑ куртӑм; ҫавӑ мана та, манпа пӗрле пыракансене те ҫутатса ячӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иерусалима таврӑнсассӑн Турӑ Ҫуртӗнче кӗлтуса тӑнӑ чухне, чи ҫӗкленӳллӗ самантра, 18. эпӗ Иисуса куртӑм; Вӑл мана каларӗ: «васка, Иерусалимран хӑвӑртрах тухса кай: кунта эсӗ Ман ҫинчен каласа кӑтартнине йышӑнас ҫук» терӗ.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ ҫав самантрах куракан пултӑм та ӑна куртӑм.
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Павел ӗнтӗ Ареопаг умне тӑрса каланӑ: эй Афинӑ ҫыннисем! эсир нумай турра хисеплени мана пур енчен те курӑнать: 23. эсир пуҫҫапакан вырӑнсене курса ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗр парне вырӑнӗ куртӑм, ун ҫине: «Пӗлмен Турӑ валли» тесе ҫырса хунӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мӗн пулнине ӑнланса илсессӗн Петр каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах куртӑм: Турӑ Хӑй Ангелне ярса мана Ирод аллинчен, Иудея халӑхӗ мӗн-мӗн кӗтсе тӑнинчен хӑтарчӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Петр вӗсене йӗрки-йӗркипе кала пуҫланӑ: 5. эпӗ Иоппи хулинче кӗлтуса тӑраттӑмччӗ, кӗлӗ вӑхӑтӗнче чи ҫӗкленӳллӗ самантра курӑнах кайрӗ: темӗскер, тӑватӑ кӗтессинчен тытса тӳперен антаракан сарлака пир евӗрлӗскер, ман патӑмах анчӗ; 6. эпӗ тимлесе пӑхрӑм та унта ҫӗр ҫинчи тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем, тискер кайӑксем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем тата вӗҫен кайӑксем куртӑм.
Ап ӗҫс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ; 19. акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ; 20. ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫак ар ту ҫинчен аннине, вӑл хӑй патне тепӗр пысӑк йыша — тӑнӑҫлӑ халӑха — чӗнсе илнине куртӑм.12. После сего я видел того мужа сходящим с горы и призывающим к себе другое множество, мирное.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ йышлӑ халӑх ҫине ҫакӑ вут-ҫулӑм ҫӗмрен пек ыткӑнса тапӑнчӗ, пурне те ҫунтарса ячӗ, имсӗр-сумсӑр йышран кӗлсӗр пуҫне нимӗн те юлмарӗ, тӗтӗм шӑрши ҫеҫ сарӑлчӗ; ҫакна куртӑм та — сехӗрленсе ӳкрӗм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл вара, йышлӑ халӑх талпӑнса пынине курсассӑн, аллине те ҫӗклемерӗ, сӑнӑ та, нимӗнле вӑрҫӑ кӑралӗ те тытмарӗ; 10. эпӗ ҫакна ҫеҫ куртӑм: мана вӑл хӑйӗн ҫӑварӗнчен — вут варкӑшӗ, тутинчен — ыткӑнакан ҫулӑм, чӗлхинчен хӗм тата ҫил-тӑвӑл кӑларса тӑнӑн туйӑнчӗ; ҫакӑ — вут варкӑшӗ, ыткӑнакан ҫулӑм, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл — пӗтӗмпе пӗрле пӑтранатчӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна хирӗҫ ҫапӑҫма пухӑннисем пурте питӗ хӑраса ӳкнине, ҫапах та ҫапӑҫма хӑюлӑх ҫитернине куртӑм.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.