Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулмарӗ (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турра шӗкӗр, вӗсен пирӗн пек ҫак асаплӑ ҫулӑн йывӑрлӑхне тӳсмелле пулмарӗ!

Слава богу, им не пришлось, как нам, выносить тяготы этой мучительной дороги!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Дик Сэндӑн шӑтӑка пӑкӑламалла пулмарӗ.

Так что Дику Сэнду не пришлось затыкать дыру.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Телее, хулӑн тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑви ҫумӑр ямарӗ, ку енӗпе вӑл хӑнтӑрсен ҫирӗп ҫуртӗнчен кая пулмарӗ.

К счастью, толстые своды термитника оказались непроницаемыми для ливня, в этом отношении они не уступали прочным хаткам бобров.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Мӗскӗн ачан аслатирен сехри хӑпрӗ, анчах, амӑшне кӳрентерес мар тесе, вӑл хӑй хӑранине палӑртасшӑн пулмарӗ.

Бедный мальчик боялся грозы, но старался скрыть свой страх, чтобы не огорчать мать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ку ҫӑмӑл ӗҫех пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Кӑнтӑрла тӗлне ушкӑн виҫӗ миля утрӗ, никама та тӗл пулмарӗ.

К полудню отряд прошел три мили без единой неприятной встречи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Ҫапла, — шутларӗ вӑл, — карап ҫинче пӗр компас ҫеҫ юлнӑччӗ, вӑл кӑтартнине нимпе танлаштарма та пулмарӗ.

«Да, — думал он, — на корабле остался только один компас, и мне не с чем было сверить его показания.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫав сулӑмпах хапхи умне те ҫитрӗ — ҫук, ӑна никам та тытса чаракан та, хуса ҫитекен те пулмарӗ.

Да вот и до дому дошла, а никто так и не встретился.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах ни ыран та, ни тепӗр кун та, ни ун хыҫҫӑнхи кунсенче те, тем пек курнӑҫса сӑмахлас тесен те, Динӑпа курнӑҫаясси пулмарӗ Виталин.

Но ни завтра, ни на следующий день Дину Виталий не встретил, хотя искал ее взглядом повсюду.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫумӑрӗ ку вӑраха тӑсӑлакан йышши пулмарӗ курӑнать.

Дождь меж тем прекратился.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пулмарӗ, ав, нуши пысӑкраххи тупӑнчӗ.

Да вот видишь, не вышло, нашлись дела поважнее.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗрӗнкӗ пулин те, ҫакна лайӑх ӑнланать вӑл: кӗҫӗр татӑлаймасан — пулмарӗ вара Динӑпа урӑх нихӑҫан та татӑласси.

Хоть и пьян парень, а понимает, что если сегодня не уломает Дину, не видать ему ее больше, как своих ушей.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Хӳре» пулмарӗ.

«Хвоста» не было.

Хаклӑ япала // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Оля та хӑтланса пӑхрӗ — пулмарӗ.

Оля пробовала — не выходит.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Амӑшӗ тӑрӑшни Марк Тимофеевич телеграмма яни уссӑр пулмарӗ ун чух.

Хлопоты матери и телеграмма Марка Тимофеевича имели свои результаты.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Юлашки хут каникула килсессӗн Саша уйрӑмах сӑмах вакласшӑн пулмарӗ, микроскопӗнчен куҫне илмерӗ, диплом ӗҫӗпе ялан ларчӗ.

А в последний приезд на каникулы Саша был особенно молчалив, не отрывал глаз от микроскопа и был увлечен своей дипломной работой.

Каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Вӗсем хӑйсем Америкӑна лекнӗ тесе шутларӗҫ, мана та Анголӑна Кӑнтӑр Боливи тесе ӗнентерме йывӑрах пулмарӗ — вӗсенче чӑнах та темӗнле пӗрпеклӗх пур вӗт.

Они были уверены, что находятся в Америке, и мне легко было выдать Анголу за Нижнюю Боливию — ведь между ними и в самом деле есть некоторое сходство.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап ҫинче ӗҫ илме мана йывӑрах пулмарӗ: эпӗ моряк вӗт, чура карапӗ ҫинче капитанӑн иккӗмӗш пулӑшаканӗ те пулса курнӑ.

Мне не трудно было получить работу на корабле: ведь я бывший моряк и даже служил вторым помощником капитана на невольничьем корабле.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Эпир чунтан парӑннӑ ватӑ Алвиш сана Касонгӑран чура караванӗн пуҫлӑхӗ туса янӑранпа сан ҫинчен нимле хыпар та пулмарӗ.

С тех пор как старый Алвиш, которому мы верно служили, послал тебя из Касонго во главе невольничьего каравана, о тебе не было никаких вестей.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Эппин, Гаррис, — терӗ Негоро, — тата шаларах илсе кӗме май пулмарӗ сан Сэнд капитанӑн отрядне — ҫапла чӗнеҫҫӗ вӗт вӗсем ҫав вунпилӗк ҫулхи ачана?

— Итак, Гаррис, — сказал Негоро, — тебе не удалось завлечь еще дальше в глубь Анголы отряд капитана Сэнда, ведь так они называют этого пятнадцатилетнего мальчишку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех