Шырав
Шырав ĕçĕ:
Манӑн вӑл панине, анне унтан парне илнине темшӗн ӗненес килместчӗ.Мне почему-то не хотелось верить, что она подарила, а мать приняла подарок.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурпӗрех хӑй ҫакӑн пек пулнине унӑн ниепле те ӗненес килмерӗ.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хамӑн Никола юлташӑн взводне ҫырнӑ мана; вӑл, манӑн столяр ӗҫӗнчи метра ӗненес пулсан, капитан пулать.
13 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ку хутӗнче, Зубавин юлташ, манӑн ӗненес килет.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пирӗн килти хӗрарӑмсем — Авдотья Васильевна, Любочка тата Катенька — ытти хӗрарӑмсем пекех пулнине, ыттисенчен пӗртте начар маррине ӗненес пулсан тата Дубков, Катенькӑпа Авдотья Васильевна каҫ-каҫ кула-кула мӗн калаҫнине аса илес пулсан, эпӗ татах та сахалтарах тӗлӗннӗ пулӑттӑм; Дубков мӗн пирки те пулин чӑкӑлташма пуҫласан, яланах тенӗ пек хӗрсе кайса: «Au banquet de la vie, infortuné convive…» текен сӑвва е «Демон» сыпӑкӗсене калатчӗ, вӗсем темиҫе сехет хушши тӑтӑшшӑн савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа пули-пулми сӑмахсем палкатчӗҫ.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эх, мана мӗн тери аван мар пулнине эсӗ ӗненес те ҫук, — терӗм эпӗ Дмитрие ҫав каҫхинех, хам пурлӑх йышӑнса юлас шухӑшран йӗрӗннипе ун умӗнче мухтанас шутпа (пурлӑх илессинчен йӗрӗнни мана лайӑх пек туйӑнчӗ), — паян ун патӗнче икӗ сехет хушши аран-аран чӑтса лартӑм.
XXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ку унӑн пичӗ пулнине ӗненес килмерӗ.
XXVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шап-шурӑ мӑйӗ ҫинче хура бархат хӑю пур; пуҫне тӗксӗмрех сарӑ кӑтра ҫӳҫ хупласа тӑрать; ӑна пула пичӗ татах та чиперрӗн курӑнать, кӑтра ҫӳҫӗсем ҫара хулпуҫҫийӗ ҫинче ытла та илемлӗ авкаланса выртнӑран ӑна кӑтралатма иртенпех «Московские ведомости» татӑкӗсемпе чӗркенӗ тата вӗри тимӗр хӗскӗчсемпе хӗртнӗ тесе кирек кам, хуть Карл Иваныч хӑй каласан та, ӗненес килмест.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эсӗ, чӑнах та витӗр куракан ҫын пулнине эпӗ хам куҫпа курса ӗненес тетӗп.
Витӗр куракан // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 33–39 с.
Ӗненес те килмерӗ манӑн:
Пиратсем // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Манӑн халӗ вӑл ун чухне хашка-хашка, ним тума аптраса ҫитсе, шӑлӗсене шакӑртаттарса: «каяс килмест манӑн, каяс килмест манӑн!» тенине ӗненес те килмерӗ.
45 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ракова ӗненес те ҫук: ачи ҫав тери лайӑх, йӗркеллӗ, кӑмӑллӑ, ыйтусене хирӗҫ питӗ ӑслӑ ответсем парать вӗт…Она и не поверила бы: такой хороший, вежливый мальчик, так разумно отвечает на вопросы…
44 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем паҫӑр тӑнӑ вырӑн таҫта ҫӳле юлчӗ, ӗненес те килмест туссен: нивушлӗ ҫав териех ҫӳлте пулнӑ вара вӗсем?Уже вершина обрыва оставалась так далеко, что друзьям просто не верилось: неужели они были там?
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чочойӑн хӑй сӑмах калама пултарасса хӑйӗн те ӗненес килмерӗ.Чочою вдруг показалось просто невероятным, что он сможет произнести речь.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Пӗр минут маларах тӳпере вутпа тӗрлӗ сӑр уявӗ пулса иртнине те ӗненес килмест.Не верилось, что всего минуту назад на нем был праздник красок.
Тавыль пурнӑҫӗнчи улшӑну // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Гоомо куккӑшӗ таврӑнсан мӗн пулассине Чочой хӑй те йӗркеллӗ пӗлмест, анчах ҫак самантра унӑн куккӑшӗ таврӑнсан мӗн те пулин пуласса, хӑйне чӑтма ҫук кӳрентернӗшӗн Адольфпа Дэвида тем пулсан та лекессе ӗненес килчӗ.
Йӳҫӗ пашалусем // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ашшӗ вилнине ӗненес килмест унӑн.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Вӑл ҫав тери лӑпкӑ, нумаях та пулмасть-ха вӑл хаяррӑн урмӑшса туллашнине, хӑрушшӑн ахӑрса, ҫырана пыра-пыра ҫапнине ӗненес те килмест…
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Ку ӗнтӗ пӗтӗмпех иртсе кайнӑ, — ун пек пулнине те ӗненес килмест.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Аса илессе те эпӗ ӑна Маринка унран хӳхӗмрех иккенне лайӑхрах туяс, ӗненес кӑмӑлпа ҫеҫ аса илнӗ темелле…
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.