Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗртех (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр вӑхӑт унӑн чунне кӳреннӗ мӑнаҫлӑхӗ пусарса тӑчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑмӑлне пӑсакан сулӑма сирсе пӑрахса хавасланас килмен ҫӗртех ӑшшӑн йӑл кулчӗ.

Некоторое время душа его лежала под прессом уязвленной гордости; вслед за этим, стряхнув неприятную тяжесть, Гнор очень непоследовательно и нежно улыбнулся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тата — шухӑшламан ҫӗртех сенкер кӗленче черкке тухса тӑчӗ.

Еще вспомнилась ему синяя стеклянная стопка.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Матроссем кӑнтӑрлахи апатра; уни-куни калаҫаҫҫӗ; Ленур шыва персе анман-ши тесе тӗшмӗртеҫҫӗ; апат тирӗкӗсен хушшинче пурте лайӑх пӗлекен тӑсланкӑ кӳлепе пач кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайрӗ: ҫийӗнсе-катӑлса пӗтнӗ вут чуль тата тимӗр кашӑк пулӑшнипе утнӑ ҫӗртех ҫулӑм кӑларма мекеҫленет.

Матросы обедали, разговаривая и делая предположения, не свалился ли Ленур в воду, как вдруг хорошо всем известная долговязая фигура появилась среди обедающих, высекая на ходу огонь с помощью обшарпанного кремня и старой железной ложки.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

— Эс ху та ҫавӑнтан марччӗ-и-ха? — пӗлнӗ ҫӗртех ыйтрӗ Мӗтрирен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Урӑхла каласан, усрасса та пӗр ҫӗртех усраҫҫӗ выльӑх-чӗрлӗхе, унран илнӗ сӗтпе, ашпа та пӗрлех усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чух вӑл, темшӗн-ҫке, сӑлтав ҫук ҫӗртех ахӑра-ахӑра илет.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Влаҫне ӑна кӗҫех ак ҫак патакпа тӑрӑнтарнӑн тӗп тӑвӗҫ, чӗреренех витерӗҫ, — таврара никам ҫуккине пӗлнӗ ҫӗртех шӑппӑн чашкӑрчӗ Сидор.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Минина Санькассипе Тӗрер ялӗсем хушшинчи вӑрманта хупӑрласа илнӗ ҫӗртех алӑран вӗҫертнипе те мухтанмалли ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпах ӗнтӗ Ванькка халӗ те-ха Ольга М атвеевнӑпа куҫа-куҫӑн юлма — ҫав самантсене мӗн тери кӗтнӗ ҫӗртех! — хӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кабинет евӗр пӳлӗмне кӗрсен, вӑл Телегинӑн вараланса-ҫурӑлса пӗтнӗ тумтирне куҫ хӗррипе пӑхкаларӗ те, ҫемҫе пукан пур ҫӗртех, хыҫсӑрри ҫине ларма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чух ҫапла тем пулать ӑна, никампа сӑмахламан ҫӗртех, ларать-ларать те — сасартӑк ахӑрма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ыталасан та, Санюк никам ҫук ҫӗртех хӗр чухнехилле вӑтанатчӗ-ҫке…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑна илтсен, Король, хӑйне сӑпайлӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑ ҫӗртех, чӑтаймарӗ, кӗсрене курнӑ ӑйӑр кӗҫеннӗ пек ахӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн ашшӗ Урапа Ҫтаппанӗ, чип-чипер пурӑннӑ ҫӗртех, ялти ҫӗрме пуян Кашкӑр Микули вӗслетсе хӗнеттернипе ҫирӗм ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хам куҫпа хам курнӑ ҫӗртех ҫакна халӗ те ӗненес килмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Блемер унӑн силленекен кӗлеткине пӑхса юлнӑ май халӗ те ӗненмест-ха, анчах Тарт пӗкӗрӗлсе вӑрман катин чӑпар ешӗллӗхне кӗрсен матрос тӳссе тӑраймарӗ, таркӑна ҫухатасран хӑранипе тӑруках тилӗрсе кайрӗ, сывлайми пулчӗ, уҫланкӑпа чупса каҫнӑ ҫӗртех курокне пеме хатӗрлерӗ, тӗм авӑннӑ-ҫатӑртатнӑ еннелле кӑшкӑрчӗ:

Блемер смотрел на его раскачивающуюся фигуру и все еще не верил, но, когда Тарт, согнувшись, нырнул в пеструю зелень опушки, — матрос не выдержал, задохнувшись от внезапного гнева и страха упустить беглеца, Блемер перебежал поляну, на ходу взвел курок и крикнул в ту сторону, где гнулись и трещали кусты:

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Тепӗр чухне ӑна вӑл пӗр вырӑнта, пулма пултарайман тӗлӗнмелле ташӑра ҫаврӑнса тӑнӑн туйӑнать, ун тавра пурте пурӑнаҫҫӗ те сывлаҫҫӗ, вӑл вара, куҫӗсем чарӑл уҫӑ пулин те, утнӑ ҫӗртех ҫывӑрать тейӗн; океан та, клипер та ҫук ӗнтӗ, вӑл ҫынсен тӗнчинче нихӑҫан та пурӑнман, яланах кунта ҫап-каланса ҫӳрет — шӑплӑх музыкине, хӑйӗн сывлавне тата ача ыйхилле пӑтравлӑ, инҫетри туйӑм-илӗм сассине итлет.

Иногда казалось ему, что он кружится на одном месте в странном, фантастическом танце, что все живет и дышит вокруг него, а он спит на ходу, с широко открытыми глазами; что нет уже ни океана, ни клипера и что не жил он никогда в мире людей, а всегда бродил тут, слушая музыку тишины, свое дыхание и голос отдаленных предчувствий, смутных, как детский сон.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Хин Меннерс вара — тӗк тӑнӑ ҫӗртех суять, пӗлетӗп ӑна!

А Хин Меннерс врет и денег не берет; я его знаю!

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Шута кайса ларнӑ ҫӗртех сасӑпа калаҫма пуҫлать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Чупса пынӑ ҫӗртех Агриппина такӑнчӗ, — умра пиджак выртать, лайӑхскер…

С бегу Агриппина споткнулась, — на земле валялся хороший пиджак…

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех