Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклесе (тĕпĕ: ҫӗкле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Сана кӑҫал Сурӑм пуххинче вӑрласа каяҫҫӗ тет-и? — терӗ Санька сарӑмсӑррӑн, хӗр ҫинелле пуҫне ҫӗклесе.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Аллинчи куршанак чӑмӑрккине йӑваланӑ май, вӑрманӑн кӑчӑк туртакан илемлӗхне парӑнса, пуҫне шухӑшлӑн ҫӗклесе тытрӗ те икӗ йывӑҫ хушшипе курӑнакан ҫамрӑк хӑртне ҫумӗнчи пӗчӗк уҫланкалла пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Шумалли самаях пулнӑ пирки вӑл малтанлӑха пуҫне ҫӗклесе пӑхмарӗ, юр айӗпех тенӗ пек, тӳрӗрен-тӳрӗ шурӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

«Ку хӗрарӑм ман хутаҫа ҫӗклесе тармарӗ-ши? Ха, чӗмере! Вӑрӑ пулчӗ вӗт ку!» — шухӑш вӗҫсе иртрӗ Мӗтрин пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Ҫӗклесе тӑратрӗҫ те ҫакна рабочисем, эх, парса хӑварчӗҫ вара!

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ҫавӑнта тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫ хунӑ салтаксен пӗрлехи вил тӑприйӗ ҫинче палӑк ҫӗклесе лартнине, унта манӑн аттен ятне те ҫырса хунине пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Ҫӗнӗ ҫурта ҫӗклесе лартсан, тӑррине витсен платниксене леҫме лашапах кайнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html

Пӗркун кӑштах вуласа патӑн, халь малалла вула-ха, — ывӑлӗ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхать чӑлха ҫыхма ларнӑ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Кунта эпӗ, чӑланта, — пуҫне ҫӗклесе, сас пачӗ Пахом Петрович.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Урай урлӑ каҫсан, вӑл, никама та курмасӑр, ниҫталла та пӑхмасӑр утаканскер, такама пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне ҫиллӗн ҫӗклесе пӑхрӗ те — умӗнче ырхан питлӗ, ырхан кӗлеткеллӗ вӑрӑм Ильдеменев лаша таканӗ пек авӑнса тӑрать, ташлама ӑста марскер, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине путишле сиккелет, пысӑк ал лапписемпе чӗркуҫҫине ҫапа-ҫапа илет.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Курӑр-ха, пушмака ҫӗклесе каять!»

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

— Пӗлетӗн-и, мӗншӗн йӑлӑнтарать? — терӗ мана Аннушкин, кӗске сухаллӑ янахне ялт! ҫӗклесе илсе.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тӑрах, ҫапла тӳп-тӳрӗ тӑр, пуҫа ҫӗклесе, автомата хытӑ чӑмӑртаса, ҫӗнӗ ҫуртсем урлӑ уй-хир ҫине, тӑрӑ тӳпе ҫине пӑхса тӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ырӑ ҫын-ҫке эсӗ, хӗрӗм, — пӑшӑлтатрӗ, пуҫне ҫӗклесе, Тимуш.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Ҫитрӗҫ иккен курас пеккине курмалли кунсем! — аллисене вӗҫсе каяс пек ҫӗклесе пӗҫҫисене шарт ҫапрӗ Тимуш.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш, костыльне ҫӗклесе, Шӑши енне тепӗр хут хӑмсарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тимуш, Шӑши Элекҫейӗн усал чӗлхинчен сыхланасшӑн пулнӑ пек, аллисене ҫӗклесе пит умне тытрӗ, аллисене сулкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ку хутӗнче Тимуш тальянкӑна хытӑ ҫухӑртмарӗ, пуҫне ҫӗклесе, мачча кӗтессине тинкерчӗ те авалхи юрра пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Панель пӑрӑх ҫине лачлатӗ те, пӑрӑхӑн тепӗр вӗҫӗ Турунова ҫӗклесе ывӑтӗ, ун ҫине сиксе ӳкме те пултарӗ, ӑна ҫеҫ мар, Григориуна та тем кӑтартма пултарӗ…

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хаваслӑ сӑн-питсемпе хусканусене курса, пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, ирӗклӗнрех калаҫнисене илтсе, эпӗ ыттисене те ҫавӑн пек кӑмӑл-туйӑм ҫӗклесе янине сисетӗп.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех