Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуран (тĕпĕ: ҫура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуран чӑваш аташса кайсан ҫӑпатине улӑштарса сырать.

Случится заблудиться пешему чувашу - он разуется и переобует лапти.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырри ҫуран ҫеҫ ҫӳресен те хӑҫан та пулин вӑл та килсе ҫитӗ…

Ведь добро хоть и ходит пешком, а все равно когда-нибудь да придет…

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ирӗксӗрех ун ҫуран ланкӑштатмалла пулчӗ яла.

Парень зашагал по дороге.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫуран — инҫе.

Пешком — очень далеко.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫук, ҫуран утас тени те суя-мӗн.

Не получилось пешей прогулки.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫын кунта ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ҫывӑрмасть, ҫуран утса ҫӳрет, вилес пек ывӑннӑ…

— Человек, можно сказать, ночь не спал, топал, устал, как черт.

Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чылай чухне ҫуран е автобуспа ҫула тухать.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Ҫулсем япӑх, мӗнпе май килет — ҫавӑнпа ларса пырса, тӗл-тӗл ҫуран утса аран-аран каҫа хирӗҫ ҫеҫ палӑртнӑ ҫӗре лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳпе ҫыхӑнтарнӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/30/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bda/

Икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑскере ытти ачасемпе пӗрле ҫуран утнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Ҫуран утрӑм ҫумӑр та ай ҫунӑран, Эп юрларӑм ӑшӑм ҫуннӑран.

Из-за дождя домой пешком иду, В душе пожар — дай песню заведу.

«Маннӑ» ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Эпир утпа ҫӳреме хӑнӑхман, ҫуран та ҫитес ҫӗре ҫитетпӗр», — терӗ.

«Мы на лошадях ездить не привыкшие и пешком дойдем куда надо».

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫуран чӗнсе кайнӑ та каҫ пулас умӗн килне лашапа тиесе пырса пӑрахнӑ.

Пошел он туда на своих ногах, а обратно его привезли на лошади и сбросили у двора.

Ярила мучи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Май килсен савӑнсах хулана пӑрахса хӑварӗччӗ вӑл ывӑлне, ан тив, ҫуран танккатӑр…

Не то, не раздумывая, оставил бы Ивука в городе, пусть-ка шлепал бы пешком…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Усал хыпар утпа ҫӳрет, ырӑ хыпар ҫуран ҫӳрет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти лайӑх физкультурница Зейнаб уя ҫуран юр ашса каяс ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗр-ача хир урлӑ ҫуран ҫӳренине курса, Левентей ӑна правленин ҫӑмӑл ҫула ҫӳрекен лашине хӑех пырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сехре ыйӑх сирӗлнипе мар, ури шӑнса кайнипе ҫуран утма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Атӑл патне ҫывхарнӑ ҫемӗн ҫынсем ытларах калаҫма лавсем ҫинчен сиксе анса час-час ҫуран утма тытӑнчӗҫ, хӑшпӗр лавсем ҫинчен ҫывракансене юр ӑшне те йӑвантаркаларӗҫ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ҫук, ҫук, кирлӗ мар, киле ҫуран та ҫитӗп.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫуран чылай инҫе утса ывӑннӑ пулин те, шӑмшакӗнче вӑй хутшӑннӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех