Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫисе (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫисе пӑх, Ксюш, Надя панӑ панулмие.

– Попробуй, Ксюш. Это Надино яблоко.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Мӗн хунине пурне те ҫисе ярӑр.

Съедайте все, что положили.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Эсир вӗсене хӑвӑрах ҫисе ятӑр пулсан, ку питӗ лайӑх мар.

Если вы их сами съели, то это очень нехорошо.

Мӑйӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/570

Ҫисе тӑраннӑ мӑнукӗсене пахчаналла илсе тухрӗ.

И повела сытых внуков в огород.

Кишӗр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/560

Мулкач каҫхине апат ҫисе ҫӳрет, кӑнтӑрла юр ӑшне пӗчӗк шӑтӑк чавса ҫывӑрать, йӗр тӑрӑх кӑна утса каймалла — ҫын пынине сиссе, хӑех сиксе тухать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Маттюҫ аппа патӗнче вара кӗтмел, панулми куклисем ҫисе ларсах хӑвна килте каҫхи апат кӗтнине манса каятӑн…

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Василий Филиппович ҫак самантра ун ҫине ҫисе ярас пек пӑхрӗ, хашкаса сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Аня кукӑльсем питӗ тутлипе вӗсене иккӗшне те ҫисе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Вӗреннӗ ҫынсем тӳрех сӑмсине каҫӑртаҫҫӗ, кам ҫӑкӑрне ҫисе ӳснине те, ҫӗр ҫинче ҫӑкӑр мӗнле пулнине те манса каяҫҫӗ, — упӑшкине хӳтӗлерӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вуланӑ пулсан астӑватӑр пуль: ҫав драмӑри пӗр герой пурнӑҫа илӗртӳллӗн ҫеҫкеленекен капӑр чечекпе танлаштарать те: «Анчах ҫав чечеке пӗрпӗр кун сӗмсӗр качака ҫисе яма пултарать», — тет.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Апат ҫисе тухнӑ хыҫҫӑн столовӑй умӗнче апла-капла шухӑшласа тӑтӑм та Энтрикассинелле уттартӑм.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑнтӑрлахи тӑхтав вӑхӑтӗнче столовӑйран апат ҫисе таврӑнтӑм кӑна — мана редактор хӑйӗн пӳлӗмне чӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Арҫын тесе ун патакне ҫисе пурӑнмалла-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пӗремӗк ҫисе пӗтернӗ ҫӗре Изамбаев ҫурӑмне сивӗ ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Пире сивӗ куҫӗпе ҫисе: — Малтан ман пек утмӑл ҫула ҫывхарӑр — вара шӑл йӗрӗр! — терӗ те япалисене чӑматанне пуҫтарса чиксе алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Унта эпӗ бишбармакпа плов ҫисе ырӑ курӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ҫав ҫамрӑк хӗрарӑм ӑна ирхине, апат ҫисе ларнӑ чух, ҫапларах ӑс панӑччӗ:

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ҫемҫине кӑларса йӑлтах ҫисе ятӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каҫа хирӗҫ Савантер хӑй ытлашшипех ҫисе тултарнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пакша запасне ҫисе янӑ хыҫҫӑн Савантер хӑйне ҫӑмӑлрах пулнине туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех