Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ те, ун ятне асӑнсанах, куҫ умне ҫирӗм ҫиччӗри уҫӑ кӑмӑллӑ, хура кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫутӑ ачаш куҫлӑ йӗкӗт тухса тӑрать…
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Иксӗмӗр те ҫирӗм ҫиччӗ тултарнӑччӗ, вӑл — манран шӑп пӗр уйӑх аслӑрах.
Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Эпир пӗр-пӗрне курса паллашнӑ кун иксӗмӗр те ҫирӗм виҫҫӗ тултарнӑччӗ.
«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Ҫирӗм ҫул ытла службӑра тӑнӑшӑн патша самани ҫапла тав тунӑ хастарлӑ воина.
Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.
Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл Микула патша ҫарӗнче ҫирӗм ҫул ытла пурӑннӑ.
Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.
Халӗ вӑл, картлашка ҫинче тӑрса пӗтӗм ӗҫсене ертсе пырать, тырӑ вырнӑ тапхӑрта комбайнер пулса, ҫирӗм ҫул «Дон-1500» тырӑ выракан комбайн баранки умӗнче, вӑхӑтлӑха распоряженисем парать.
Иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3389124
Пӗр ҫирӗм ҫул каялла кун пек тӗслӗхсене ытларах тупса палӑртма тӳр килнӗ.
Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a
— Вӑт-вӑт, хӑвах куратӑн, текех ҫирӗм ҫулти аскӑнсем мар эпир санпа — ҫемье тӑллипе тӑлланнӑ арҫынсем…
Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.
Композитор хӑй ҫирӗм ҫул хушши ҫырнӑ ҫак паха оперӑна чи малтан паттӑр Чапаевӑн янташӗсене — чӑвашсене лартма шанса парнелесе пачӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Каярахпа вара, ҫирӗм ҫул иртнӗ хыҫҫӑн, вӗренме кӑмӑл тӑвакан мӗн пур граждансене аслӑ шкулсенче пӗлӳ илме питех те паха майсем уҫӑлаҫҫӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче мӗн пур ҫамрӑксене аслӑ шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама май килмесен те, ҫак тапхӑрта аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсен контингенчӗ виҫӗ хут ытла ӳсет.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Программӑ ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче пурне те обязательнӑй йӗркепе вӑтам пӗлӳ парассине пурнӑҫлама тата ҫынсене аслӑ шкулсенче вӗрентессине малалла аталантарма пысӑк та пархатарлӑ задачӑ лартать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑ хаҫачӗсем виҫҫӗ, район хаҫачӗсем ҫирӗм пӗр, заводсенче, колхозсенче тухса тӑракан нумай тиражлӑ хаҫатсем вун пиллӗк шутланаҫҫӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Пӗр ҫирӗм утӑмра пӗтӗмпех пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ ҫын выртать.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
— Эрех илме ҫирӗм тенкӗ ҫитмест.
1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫирӗм минутсем ҫеҫ кӗтрӗ вӑл — «Т» саспаллиллӗ тимӗр юпа тӗлне шур «шашкӑллӑ» йӑм хура «Волга» ун умӗнче пулчӗ.
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Хӑйсен сӑмахӗсене ӗненсен, вӗсем чӑн-чӑн вӗреҫӗленсемех пулнӑ, ҫирӗм пилӗк ҫул пӗрне пӗри пӗр ҫутӑ кун та кӑтартман, пӗр-пӗрин юнне ӗҫсе кӑна пурӑннӑ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Килӗ-ҫурчӗ вӗсен хӑйсен пулнӑ — ӑна Макар Кузьмич пӗр ҫирӗм пилӗк ҫул ӗлӗкрех, хӑй леспромхоз бухгалтерӗнче ӗҫленӗ чух укҫасӑр-мӗнсӗрех майлаштарса юлнӑ, пӗтӗм расхучӗ те директора эрех ӗҫтерни ҫеҫ пулнӑ.
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Энтрее (чӑн малтан вӑл ҫапнине хӗрарӑмсем курнӑ та-ха) ҫирӗм пилӗк тенкӗ штраф пачӗҫ.
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.
Ун валли сӑлтавсем нумай пулаҫҫӗ вӗт: пӗрин ача ҫуралать — ят хумалла, теприн хуняма карчӑкӗ вилет — ӑна асӑнмалла, пӗри ывӑлне авлантарать — туй тумалла, тепри тата хӑйӗн карчӑкӗпе ЗАГСра ҫырӑннӑранпа ҫирӗм пилӗк ҫул ҫитнине аса илсе «кӗмӗл туй» тӑвать…
Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.