Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗч сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗч (тĕпĕ: ҫивӗч) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пеккисем ӗмӗртенпех малалла туртӑннӑ, лайӑххишӗн, ырришӗн вӑйпа пурнӑҫа хӗрхенмесӗр кӗрешнӗ, ҫивӗч ӑс-тӑнлӑскерсем ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Чӑн та, хаҫатра ҫивӗч япала ҫапӑнни чылайӑшне савӑнтарчӗ — хӑшӗсем ырӑ сунса ҫыру ҫырчӗҫ, теприсем телефонпа саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӑна персе ӳкерме, тирне сӳсе илме ҫивӗч ӑс-пуҫ, вӑй-хал, сывлӑх кирлӗ тетӗр-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Эс ҫивӗч чӗлхеллине туятӑп.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Акӑ Павӑл хӑйпе пӗрле ташламашкӑн Верука, хӑй пекех яштака пӳ-силлӗ, ҫивӗч куҫлӑ хӗре, туртса кӑларать.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Мӗншӗн тесен эсир илӗртӳллӗ, ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ.

Душой любой компании вас сделают неотразимость, оптимизм и остроумие.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Паллах, ҫивӗч чӗлхеллӗскер, хӑй «паттӑрлӑхӗ» ҫинчен каламасӑр чӑтаймарӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑннипе каласан иккӗшне те вӗсене Пинер, уксах та ҫивӗч куҫлӑ, кӑшт вӑтанчӑкрах ача ҫӑлчӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хитре хӗртен уйрӑлать Савӑнӑҫлӑ чунлӑ мар: Ӑна хирӗҫ тухакан, Ҫивӗч куҫлӑ пӑхакан — Кӗтӳҫ, — пӑхсах курӑнать, Ыйтса пӗлме кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӑюллӑ та ҫивӗч командирччӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Ыйту кун йӗркинче ҫивӗч тӑнине кура, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Вӗренӳ министерствине регионти муниципаллӑ тата хула округӗсенче, ҫула ҫитменнисене валли, енчен те вӗсем наркӑмӑшпа хӑйсен сывлӑхне аптратнӑ пулсан, реабилитаци тухмалли ятарлӑ харпӑр хӑй программине пӑхса тухса йышӑнса хӑварма чӗнсе каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин наркотиксемпе кӗрешекен комиссин ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/23/chav ... eken-komis

Мӗн ачаран хастар, ҫивӗч пулни хальхи ҫар ӗҫӗнче те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Халӗ ҫӑмӑл мар вӑхӑт, умра пысӑк тӗллевсемпе ҫивӗч проблемӑсем тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

— Катя! — пӗчӗк ҫивӗч пекӗ пек касӑнса кӗчӗ кил шӑплӑхне аппан кӗмӗл сасси, хӑй вара кушак патнелле кустара пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Сасартӑк анне, яштака кӗлеткипе яштах тӳрленсе, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, йӑлтӑркка ҫивӗч хӑмӑр куҫне кӗлет картлашки еннелле валт вӗҫтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Паллах, йӑрӑ, йӳрӗк, ҫивӗч куҫлӑ кайӑксем шӑпа асран-тӗсрен ҫеҫ «ӳкерекен е ывӑта-ывӑта паракан», ӳтне-тирне нӑкӑт, питӗлӗх, ҫунаттисене тӗрек кӳрекен ҫак пурнӑҫ кучченеҫне — тутлӑ апата — асӑрхамасӑр хӑвармарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.

Урамра вӗсем, кӑмӑлтан яриех уҫӑлса, вӑйӑри ача-пӑча ҫуйӑхнине, ӗрлевне, тахӑш кукӑртан шӑплӑха «ҫивӗч кусарпа ҫурмаран ҫуракан» сысна ҫихӗрнине хупла-хупла, пӗр ҫаврӑм юрӑпа кӑкӑр та ҫавӑрттарса илчӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Мана чалӑшларах кӗтесрен (тем те лартса тултарнӑ унта) темле палламалла мар кӗвҫӗкрех, сӑмсана ҫурса пӑралакан, пусӑхнӑ, ҫивӗч касакан шӑршӑ перет.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Чи «ҫивӗч хӗҫӗ» тата унӑн халӗ — «ман ҫӗр ҫинче пурӑнатӑн, ман ҫӑкӑра ҫисе пурӑнатӑн».

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех