Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫе сăмах пирĕн базăра пур.
ҫемҫе (тĕпĕ: ҫемҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Турӑ умӗнче сӑмахӗ сарҫу пек ҫемҫе пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку кӑштах айванрах, ҫемҫе чунлӑрах, пӗр-пӗрне юратмалла тесе кирлинчен те ытларах пакӑлтатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑ пиркиех эсӗ Савантер ятпа пурнан.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата, ҫемҫе ҫӑка хӑмине типӗ чухне юманпа пӗр йывӑрӑш пулма вӑрӑмрах касса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хытӑ йывӑҫ ҫемҫе йывӑҫпа танлаштарсан сывлӑшри нӳре сахалрах илет.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа ҫемҫе ҫӑка татӑкӗ юманран пысӑкрах, вӑрӑмрах кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юман — хытӑ, ҫӑка — ҫемҫе йывӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑна вара хӑй ҫав тери ҫемҫе ҫӗрте выртнӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Нумай паттӑр пӗтрӗ, хӑйӗн ятне ҫӗртрӗ, Асӑнма та ҫук пек ҫемҫе чӗлхе вӗҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Нимрен ытла пуҫӗнче Чӗкеҫ ҫемҫе сӑмаххи: Хӑйне Ҫавал хӗрринче Йӑпатнийӗн юмаххи.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑмӑлӑр лайӑх, чӗлхӗр ҫемҫе — Илешеҫҫӗ ыр ҫын ачисем…»

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вара шӑранаҫҫӗ хӗрсем юрӑра, Тилмӗреҫҫӗ ҫемҫе халапра…

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Укол тунӑ чухне те ыраттармасть, аллисем ҫемҫе унӑн.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Окопра ларма ҫемҫе пултӑр тесе, ку вырӑнтан кӑштах аяккарах кайса, курӑк татрӑм та лармалли ҫӗре тирпейлӗ сарса хутӑм.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ пакет // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 104–109 с.

Улӑха лаша ҫитерме апатӑн та вара, кӗҫҫе пек ҫемҫе курӑк ҫине йӑванса каятӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫынсене ларса пыма ҫемҫе пултӑр тесе, лав хуҫи урапа кӑшкарне тулмалӑх сӗтеклӗ курӑк та ҫулса хунӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Санюка ӳплерен илсе тухса тӳшек пек ҫемҫе курӑк ҫине пырса вырттарчӗҫ, аманнӑ ури тата ҫӳлерех пултӑр тесе, ун айне курӑк ытларах хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӗсем чул ӳплене ҫитрӗҫ те ним хывӑнмасӑрах, хытӑ ӗшеннӗскерсем, тӳшек пек ҫемҫе типӗ курӑк ҫине йӑванса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл ҫемҫе утӑ ҫине выртрӗ те ҫиелтен хӑйӗн пиншакӗпе витӗнчӗ, вара, ӗшеннӗскер, часах ыйха путрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Выртса-тӑма ҫемҫе пулать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех