Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юрласа (тĕпĕ: юрла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑксем хушшинче кулӑш сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ Анук вӗсене хуравланӑ пек юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умӗнче тӑракансен тӗпчевлӗ куҫӗсем хӑй ҫине тӑрӑннине астуса, кӗлтумаллине аса илчӗ те: — Паки, паки миром господу помолимся! — тесе яланхи пекех уҫҫӑн юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуп та, алтарь еннелле ҫаврӑнса тӑрса, кадилипе сулла-сулла: — Господу богу помолимся! — тесе, янӑравлӑ сассипе юрласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алтарьте хулӑн та уҫӑ сасӑпа кӗлӗ юрласа ярсан, Лукарьен чӗри кӑртах турӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чылайччен ташласа та юрласа савӑнчӗҫ ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пӗр тесен, тӑванӑмсем, эпир кунта пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма, сӑра-эрех ӗҫсе савӑнма, юрӑ юрласа, ташӑ ташласа, Захар Петровичпа унӑн мӑшӑрне Тарье инкене кӑмӑл тума килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑй чӗрипе чӑтаймасӑр, Йӗрсе юрласа ярать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ыттисем ун юррине ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, ҫӗкленӳллӗ юрласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуткупӑсӗпе пӗрле хӑй те юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар пӳрчӗ патӗнче юрлама, такмак таврашӗ калама хӑяймаҫҫӗ вӗсем, виҫ-тӑватӑ ҫуртран иртсен тин юрласа яраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӳрентерчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑ хӑнана-мӗне кайсан ҫак юрра юрласа таврӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Исмен ялта пулса иртекен тискер ӗҫсем ҫинчен шутлас мар тесе пӗр купа хӑва касрӗ, пурак тӗпе валли темиҫе хӑма чутларӗ, ӗҫленӗ хушӑра хӑй пӗлекен юрӑсене икшер-виҫшер хут юрласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шкулта ӑс пухнӑ вӑхӑтра фольклор ушкӑнне ҫӳренӗ чухне чӑвашла юрласа ташлама питӗ юрататтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Эсир юрӑ юрласа киле арӑмӑрсем патне таврӑнӑр, эпир Ахматекпа Ар леш еннелле вӗҫтеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

17. Пурнӑҫ пӑрӑнӑҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Акпарспа Алттыш, сассисене хӑпартмасӑр, пӗр-пӗрне пулӑшса пырса ҫармӑсла юрласа кӑтартрӗҫ, унтан хӑюланса хӗрарӑмсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсем те юрласа ярӗччӗҫ — аван мар.

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗлӗкхи евӗр, мӑйран ал шӑлли ҫакса ял тӑрӑх юрласа ҫӳремерӗҫ вӗсем, тӑвансенчен парне таврашӗ илмерӗҫ, пахчана тухса йӗтем юпине те сыв пуллашмарӗҫ иҫмасса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нимех те тумарӗ старик: килчӗ те юрӑ юрласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Илтмен пулсан ҫак юрра юрласа та памастӑмччӗ, — ытарлӑн тавӑрчӗ старик.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та пӗр юрӑ юрласа парам сире…

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех