Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылтӑн сăмах пирĕн базăра пур.
ылтӑн (тĕпĕ: ылтӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылтӑн пек тырра «уй-хир карапӗсем» вӑхӑтра пухса илессишӗн ир те каҫ тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

356 ҫын ылтӑн, 236 ҫын кӗмӗл, 238 ҫын бронза паллӑна тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Ҫавӑн пекех Вӑрнар округӗн шкулӗсем «Шкул волейбол лиги», «Ылтӑн шайба» проектсенче хастар.

Куҫарса пулӑш

Спорт - хавхалану ҫӑлкуҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14248-s ... anu-c-lkuc

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ аграрисем умне пысӑк тӗллевсем лартнӑ: «симӗс ылтӑн» чапне ӳстермелле, хӑмла пахчисен лаптӑкне пысӑклатмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

1977 ҫулта Пӗтӗм Союзри пӗрремӗш фестивальте пирӗн хор Мускавра, Кремльти съездсен керменӗнче фестиваль лауреачӗн дипломне, пысӑк тата пӗчӗк ылтӑн медальсене, парнесене тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ача вӑл — ылтӑн, чунӗ — ахах евӗр таса.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вунпилӗк ҫул пӗрле пурӑннӑ-тӑк — кӗленче туй, ҫирӗмрен — фарфор, вӑтӑртан — ахах, хӗрӗхрен — рубин, аллӑран — ылтӑн туй.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Шутла эс, Левен, ҫынсем пӗрле аллӑ-утмӑлшар ҫул пурӑнаҫҫӗ, ылтӑн та кӗмӗл туйсем туса ирттереҫҫӗ, шуйхану таврашне, ахӑртнех, пирӗн чухлӗ пӗлмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫулҫӑ ҫумӑрӗ ҫӗре Ҫурӗ ылтӑн евӗрех.

Куҫарса пулӑш

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кашни йывӑҫӗ — чӗр ылтӑн та кӗмӗл.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Эпӗ спортпа яланах туслӑ пулнӑ, мана футбол, волейбол вӑййисем килӗшеҫҫӗ. ГТО нормативӗсене пурнӑҫласа хамӑн вӑя тӗрӗслес терӗм. Йӗлтӗрпе 5 км чупса тухасси маншӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, 700 грамлӑ снаряд ывӑтассине вара чӑрмавсӑрах пурнӑҫларӑм. ГТО комплексӗн тӗрӗслевӗсем витӗр тухса ылтӑн паллӑна тивӗҫрӗм. Спорт ахаль пурнӑҫра та пулӑшать, сывлӑха та, кӑмӑла та ҫирӗплетет. Пурне те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма, ГТО юхӑмне хутшӑнма сӗнетӗп. Спорт — вӑл пурнӑҫ!»

Куҫарса пулӑш

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ылтӑн — тыр-пул, пуянлӑх, ҫирӗплӗх, хисеплӗх, хӗвел ӑшшипе ун хӑвачӗн символӗ.

Золото — символ урожая, богатства, стабильности, уважения, солнечного тепла и энергии.

Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97

Рассказово хули Рассказово районӗн администраци центрӗ шутланать, кунти тӗп ӗҫӗ-хӗл вара ял хуҫалӑхӗ шутланать, хула гербӗнче ҫакна хӗвел пайӑркисем евӗр саланакан ылтӑн пучахсемпе сӑнарлӑн палӑртнӑ.

Город Рассказово является административным центром Рассказовского района, основным видом деятельности которого является сельское хозяйство, что символически отражено в гербе города расходящимися, словно солнечные лучи, золотыми колосьями.

Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97

«Хӗрлӗ ана ҫинче хура ҫӑмхаллӑ кӗмӗл тир вырнаҫнӑ, ун йӗри-тавра ункӑн-ункӑн пучахсен ылтӑн пуҫӗсем саланнӑ»

«В червлёном поле серебряная выделанная кожа, обременённая чёрным клубком ниток и сопровождённая золотыми головками колосьев, расходящимися в кольцо».

Рассказово гербӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D0%B0%D ... 0%B1%D3%97

Тин кӑна тухакан хӗвел мӑянсем хушшипе ылтӑн ҫип сӗвемӗсем кара-кара тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Яш мар, чиҫти ылтӑн купташки пур пирӗн кӳршӗре…»

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Акаци тӗмисен чечекӗсем ҫинче йӑраланса, ылтӑн евӗр саралса кайнӑ вӗлле хурчӗсем ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑн мӗшӗлтетеҫҫӗ, хӑйсем курӑнми тӑрӑнса ларса, каялла аран-аран тапаланса тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Е тата, тӗслӗхрен, илпек пурӑннӑ чух ҫӑкӑр-тӑвар хакӗпе пӗлтерӗшӗ пирки шутласах та каймастпӑр-тӑк, апат-ҫимӗҫсӗр тӑратса хӑвар кӑна — татӑк ҫӑкӑрпа чӗптӗм тӑваршӑн тем те пама хатӗр этем: хӑть ылтӑн, хӑть кӗмӗл…

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Хура хуран айӗнче ылтӑн кӑварӑн сарӑ куҫӗ хӑюсӑррӑн чӗлтӗртетет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Вӗсене вӗтӗ тӗрӗпе, йӑмӑх хӑмачпа сӑн кӗртнӗ тата тӗрлӗ шӑкӑр-макӑрпа: тӳмепе, хуртпуҫҫипе, вӗт шӑрҫапа, шараҫ-хӑюпа, ылтӑн ука хӑюпа капӑрлатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех