Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутласан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫапнине чӑн тесе шутласан, Чжоу Юй-хуан Гая ҫапнӑ пекех пулса тухать: пӗри ҫапать, тепри ҫавна ҫеҫ кӗтет, вара иккӗшӗ те кӑмӑллӑ.

Если посчитать это за удар, то выходит, вроде как Чжоу Юй бьет Хуан Гая: один бьет, а другой только того и ждет, и оба довольны.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Строя тепӗр хут пӑсма шутласан, урӑх сире нихҫан та хампа пӗрле илсе каймастӑп.

Вздумаете ещё путать строй — больше с собой никогда не возьму.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Вӗсен хастарлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ачалла сӑн-сӑпачӗпе килӗшсех тӑратчӗҫ — иккӗшӗ те вӗсем ҫулӗсене пӗрле хушса шутласан та, ҫирӗм тӑхӑр ҫулта кӑначчӗ.

Храбрость и мужество бойцов сочетались у них с совершенно мальчишеским внешним видом — им обоим было двадцать девять лет.

Чи ҫамрӑккисем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Шутласан, ӑнтан кайӑн!

Это с ума сойти можно!

Ҫуркунне ҫитрӗ, пӗрремӗш класра вӗренекен хӗрачасемшӗн вӑл савӑнӑҫ илсе килчӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Лентулӑн чӑрсӑр та чарусӑр ученикӗсем пӗр-пӗр ӑссӑр ӗҫ тума шутласан та, вӗсем ун ҫинчен пире пырса пӗлтерес ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн пурнӑҫ ҫине кӗвӗҫсе пӑхаҫҫӗ, эпир вара хамӑрӑн ырӑ господинӑмӑр патӗнче пит лайӑх пурӑнатпӑр.

 Если бы задорные и буйные ученики Лентула решились на какое-либо сумасбродство, то они, конечно, не пришли бы говорить об этом с нами; ведь они завидуют нашему счастью, нам очень хорошо у нашего превосходного господина.

X сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӑл мана ҫиленме шутласан — мӗн тӑвӑпӑр вара?

И если он решит обидеться на меня, тогда что?..

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ун ҫинчен вӑл нимӗн те каламарӗ, анчах, вӑл сана кӑмӑлланӑ тӑрӑх шутласан, сана ирӗкре хӑварма килӗшет пулӗ.

— Об этом она ничего мне не сказала, но она очень расположена к тебе, а, наверное, согласится оставить тебя свободным.

V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Катилина, хӑйсене ан чӑрмантарччӑр тесе тӑрӑшнӑ тӑрӑх шутласан, хӑйӗн библиотекинче вӑл гладиаторпа пит паха ӗҫсем ҫинчен калаҫрӗ пулмалла.

Катилина долго беседовал с гладиатором в своей библиотеке; вероятно, они говорили о секретных делах очень большого значения, если судить о предосторожностях, принятых Катилиной для того, чтобы ему не мешали во время этой беседы.

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗр шутласан, вӑхӑчӗ пӗр вырӑнтах тӑнӑ пек, малалла шуман, куҫ умӗнче мӗн пурӗ те пӗрмай ҫаврӑнса тӑракан машинӑсем анчах.

Время не шло, оно стояло на месте.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Анчах та — аппарат хӑвӑртлӑхӗ кӗлеткен ҫӗр ҫинчи йӗркеллӗ хӑвӑртлӑхӗнчен пилӗк ҫӗр пин хут пысӑкрах пулсан, манӑн чӗрен таппи пӗр ҫеккунтра, енчен те аппаратри сехетпе шутлас тӑк, Петербургра юлнӑ сехетпе шутласан вӗҫев тапхӑрӗнче ҫеккунтра пилӗк ҫӗр пин хут тапнӑ.

Но, если скорость аппарата превышала в пятьсот тысяч раз нормальную скорость движения тела на земле, то скорость биения моего сердца один удар в секунду, — если считать по часам, бывшим в аппарате, — увеличилась в пятьсот тысяч раз, то есть — моё сердце билось во время полёта пятьсот тысяч ударов в секунду, считая по часам, оставшимся в Петербурге.

Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗрӗссипе каласан, вӑл кашни кунрах ӗҫре пулать те, хӑйне устав тӑрӑх колхозран кӑларма пултарас ҫуккине ӑнланать, анчах та вӑл сахал, ҫурри кӑна ӗҫлесе илет: ҫулталӑкӗпе шутласан, унӑн кун пуҫне ҫур ӗҫкунӗ те лекмест:

Собственно говоря, он ежедневно на работе и вполне понимает, что — по уставу — его исключить не могут, но заработки его слабые, половинные: полтрудодня ежедневно вкруговую не выходит.

Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.

Ҫапла та капла, тет: «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхозра йӗркипе шутласан вунулттӑмӗш председатель лайӑхах пулман, улӑштарас пулать.

Так, мол, и так: в колхозе «Новая жизнь» шестнадцатый по счету председатель оказался не того, заменять надо.

2 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Хуҫа ӑна, тутара, икӗ хут кайса ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемен мӗн, тата виҫҫӗмӗш хутӗнче те ҫур ҫулне тунӑ ӗнтӗ ҫав вӑхӑтрипе шутласан, пысӑк укҫа вӑл!

Ему, татарину, за две путины хозяином не плачено, да полпути в третьи сделал — большие деньги по той поре!

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫапла шутласан, мӗскӗн хресченсен чӗрисем пӗр-пӗр усала сиснӗ пекех тапма пуҫларӗҫ.

При этой мысли тревожно забились их бедные крестьянские сердца.

I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Анчах пухура партизансене мӗн каласси ҫинчен шутласан, Уча ку пурпӗр усӑ парас ҫуккине, ҫавӑнпа ним тума та кирлӗ маррине туйрӗ.

Но тут же, обдумывая, что сказать бойцам, он понял, что теперь все уже бесполезно и ненужно.

28 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Тем шутласан та, тӗрӗс пулать!

И будет прав!..

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

— Хӑвӑр службӑна пиччӳсен срокне те кӗртсе шутласан, вунпилӗк ҫула ҫитет-и?

— Но если другим счетом вы будете считать свою службу, то лет этак пятнадцать наберете.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫулҫӳрен пӗр-пӗр ту тӑррине улӑхма шутласан, унӑн вӑрӑм курӑклӑ тӑвайккисем е чӑтлӑх вӗтлӗхсем хушшипе, чул ишӗлчӗкӗсем урлӑ, пӗр чул катӑкӗ ҫинчен теприн ҫине асӑрхануллӑн пуса-пуса е тымарсемпе туратсенчен тыта-тыта хӑпарма тивет.

Если путник решит взобраться на вершину какой-нибудь горы, то ему придётся преодолеть длинный подъём по травянистым косогорам или по чащам кустов, перебираться по каменным осыпям, осторожно ступая с глыбы на глыбу или цепляясь за корни и ветви.

1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм.

Сквозь всю эту путаницу и притворство, как я теперь вспоминаю, во мне, однако, было что-то вроде таланта, потому что часто музыка делала на меня до слез сильное впечатление, и те вещи, которые мне нравились, я кое-как умел сам без нот отыскивать на фортепьяно; так что, ежели бы тогда кто-нибудь научил меня смотреть на музыку, как на цель, как на самостоятельное наслаждение, а не на средство прельщать девиц быстротой и чувствительностью своей игры, может быть, я бы сделался действительно порядочным музыкантом.

XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать.

Когда им случалось обращаться к нему с каким-нибудь серьезным вопросом (чего они, впрочем, уже старались избегать), если они спрашивали его мнения про какой-нибудь роман или про его занятия в университете, он делал им гримасу и молча уходил или отвечал какой-нибудь исковерканной французской фразой: ком си три жоли и т. п., или, сделав серьезное, умышленно глупое лицо, говорил какое-нибудь слово, не имеющее никакого смысла и отношения с вопросом, произносил, вдруг сделав мутные глаза, слова: булку, или поехали, или капусту, или что-нибудь в этом роде.

XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех