Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗнмерӗ (тĕпĕ: чӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри те пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Горовиц ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, хӑй тӗллӗн кӑна темскер мӑкӑртатса илчӗ.

Горовиц не отвечал, бормоча про себя что-то бессвязное.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах Фретич ҫаплах нимӗн те чӗнмерӗ, тута хӗррисене кӑна ҫыртса лартрӗ.

Но Фретич продолжал молчать и только покусывал губы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пенишорӑна кам ҫавӑн пек хӗнесе пӗтернине ачасем тӳрех ӑнланчӗҫ, анчах хӑй вӑл, ҫӑварне шыв сыпнӑ пекех, нимӗн те чӗнмерӗ.

Ребята, конечно, сразу поняли, кто избил Пенишору, но сам он молчал, словно воды в рот набрал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫул тӑршшипех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ вӑл.

За всю дорогу он не произнес ни слова.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Виктор ӑна темскер каласшӑн пулчӗ, ҫапах та чӗнмерӗ.

Виктор хотел что-то сказать, но не сказал.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Доруца, хӑй кунта ҫук пекех, Горовица пӗр сӑмах та чӗнмерӗ

Доруца отсутствовал…

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Цэрнэ ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ.

Цэрнэ молчал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Наступлени пуҫлама майлӑ самантсем тӑтӑшах килсе тухрӗҫ пулин те, директор чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатнине пула, Хородничану нимӗн те чӗнмерӗ.

И хотя подходящие моменты подвертывались, сбитый с толку потоком слов директора, он оставался безмолвным.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Председатель чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗкне пӗркеннӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 19–23 с.

— Халь ҫичӗ юта кайрӗ ӗнтӗ, ют пулчӗ, — терӗ те Наталья Лаврентьевна, пӗр хушӑ сӑмах чӗнмерӗ, унтан хуллен хушса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Варсун, темиҫе те килсе, Лисука хӑй патне пыма куҫҫульпе тархасларӗ, анчах мӑнкӑмӑллӑ хӗр ӑна сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вара фермӑна ҫитиччен пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Евсей Антоныч чӗнмерӗ, тулти пӳлӗмре такам калаҫнине илтсе, унта тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Нагасова ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ, хура куҫ харшисене персе илчӗ кӑна, вара каллех ман еннелле ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Петро Михайлыч чӗтренсе кулнине сиссе, Вадим та кӑшт кулса илчӗ, ҫапах сӑмах чӗнмерӗ, Рита малалла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вара пӗр хушӑ сӑмах нихӑшӗ те чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Лешӗ чӗнмерӗ, ман шухӑша пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мӑшӑрӗ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайса ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Энӗшкассисене никам та чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех