Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑюллӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хӑюллӑн (тĕпĕ: хӑюллӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ытти халӑхсен йӑлисене тиркесе ҫӳреме сан нимле тивӗҫ те ҫук, ҫӗрпӳ, — хӑюллӑн калаҫрӗ Тукай.

Куҫарса пулӑш

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тӗрӗссине калас-и? — хӗр ачана хӑюллӑн куҫран пӑхрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ывӑлупа мӑнуку пур пулмалла сан? — терӗ хӑюллӑн Якӑпта.

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эпир ыррине курман, усала — хӑнӑхнӑ, — хӑюллӑн тавӑрчӗ Мелани.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑҫанччен ҫапӑҫма хушать сире ухмах патшӑр? — кӑшкӑрчӗҫ ратниксем хӑйсене хирӗҫ хӑюллӑн тапӑнса пыракан аскерсене.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл пулма пултараймасть, сотник! — ку тавлашу мӗнпе пӗтессине пӗлмесӗр хӑюллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Северьян.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Аслӑ карачи ҫынни эпӗ, — терӗ тарҫӑ хӑюллӑн.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах хальхинче хӑюллӑн пырса шаккани те пулӑшмарӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Очень много вопросов задаешь! — терӗ старик хӑюллӑн.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗр ун патне хӑюллӑн утса пынине туйрӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Она мазар ҫинче вырдма закон хошман, — терӗ пуп, урам енчи чӳрече патне хӑюллӑн пырса ларса.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӗненӗ-и кама та пулин? — терӗ пӗри хӑюллӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Икӗ ҫул та виҫӗ уйӑх Иртсе кайрӗ унтанпа, Ҫапӑҫатӑп эп хӑюллӑн Урса кайнӑ тӑшманпа.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Пӑют, — пӗлтернӗ Григорьев хӑюллӑн.

— Поют! — выкрикнул Григорьев отчаянно.

III // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ Ваҫук ытти салтаксемпе пӗрле хӑюллӑн урамалла утрӗ.

И вместе со всеми зашагал по парижской улице.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тарӑхни, выҫӑхнӑ сӑнли, хаярри, чейи, юмахри паттӑр пек, хӑюллӑн та лӑпкӑн калаҫаканни.

Обиженные, истощенные от голода, злые, хитрые, мужественные, как у сказочных батыров; были горластые и смелые, тихие и спокойные…

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗпе амӑшне ик аллипе ҫавӑтнӑ та вӑл тӑван ял урамӗпе хӑюллӑн утса пырать.

Подхватив отца и мать под руки, он ступает по улице родной деревни.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Кӑшт кӑна-ҫке курса юлтӑм. Иртсе кайрӗ. Уксахлать. Хӑй ҫапах утать хӑюллӑн», — Тимӗрҫ-хӗр пӑхса юлать.

Куҫарса пулӑш

Тимӗрҫӗ хӗрӗ // Анатолий Анат. «Ялав», 1948, 11№ — 13 с.

1977 ҫулта Йӑлмахвари сакӑр ҫул вӗренмелли шкул футболисчӗсем вӑтам ҫулхи ушкӑн стартне хӑюллӑн илнӗ, ҫамрӑк футболистсене хӗрӳ вӑйӑсем кӗтнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Хыттӑн калаҫма, юрлама, хӑюллӑн утса ҫӳреме юрамасть, пуҫлӑхсем, пуянсем, куштансем ҫинчен ырӑ мар калаҫма — тур хӑтартӑр.

Разговаривать громко, петь, ходить прямо — не моги, сказать худое слово про начальство, коштанов — упаси тебя господь!

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех