Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑшмалла (тĕпĕ: тӑрӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан манӑн шлюпкӑна Блефуску императорӗн портне кӗсменпе ишсе килес тесе чылаях тӑрӑшмалла пулчӗ.

Затем мне пришлось немало потрудиться, чтобы привести шлюпку на веслах в императорский порт Блефуску.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Палӑртнӑ мероприятисене тӗпе хурса пурсӑмӑрӑн та пӗрле вӑй хурса ӗҫлемелле, технологи тата цифра инфратытӑмне аталантармалла, конкуренцине ҫивӗчлетмелле, ҫынсен пурнӑҫ условисене лайӑхлатса пыма тӑрӑшмалла.

В рамках запланированных мероприятий совместными усилиями нам предстоит добиваться ускорения технологического и цифрового развития, повышения конкурентоспособности, формирования благоприятной среды для жизни человека.

Экономист кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2020/11/11/glava-chu ... aet-s-dnem

«Тӑшманран тытса илнӗ хӗҫпӑшала, — тет Кутузов, — мужиксене валеҫсе памалла, ҫавӑнпа сирӗн отряд чылай вӑйланма пултарать. Ытти ҫӗртӗ кӑтартнӑ хастарлӑхпа мужиксене хавхалантарма тӑрӑшмалла…».

«Отобранным от неприятеля оружием, — подтверждает Кутузов, — вооружить мужиков, отчего Ваш отряд весьма усилиться может. Мужиков ободрять подвигами, которые оказали в других местах…»

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Вырӑс ҫарӗ ӗҫсӗр тӑни патшапа Российӑна кӳрентерет тесе ӳпкелешсе тарӑхтарсан, вӑл хыттӑн тата юлашки хут ҫапла каланӑ: — Российӑна лӑплантарассишӗн мар, ӑна ҫӑлассишӗн тӑрӑшмалла, — тенӗ.

Когда же ему окончательно досадили советами и упреками, что бездействие русской армии беспокоит царя и Россию, он резко и в последний раз объяснил: — Дело надо вести к тому, чтобы спасти Россию, а не к тому, чтобы ее успокоить.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Йӗркене ҫирӗплетмелле, аталану ҫул-йӗрӗсене пӑхса хӑвармалла, кулленех вӗсене ҫӗнетсе пурнӑҫа кӗртсе пыма тӑрӑшмалла.

Необходимо укрепить порядок, предусмотреть направления развития, ежедневно пытаться их преобразовать и воплотить в жизнь.

«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/26/epir- ... sa-tuhapar

Пирӗн тӗрӗс йышӑну тума пӗлмелле, тухӑҫ паракан ҫул-йӗрпе пыма тӑрӑшмалла.

Мы должны уметь делать правильный выбор, стараться идти по направлению, дающем эффективность.

«Эпир управлени процесӗсене тепӗр хут пӑхса тухӑпӑр тата вӗсен витӗмлӗхне хаклӑпӑр», – тесе каланӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://chuv.cap.ru/news/2021/10/26/epir- ... sa-tuhapar

Тухса шӑвӑнма та халех тӑрӑшмалла.

И выбраться собственным тщанием.

XIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Министр ӑна асӑрхарӗ те килӗшнипе куҫхаршине хускатса илчӗ: асли пур чухне ӑна пӑхӑнса тӑраканни шӑпах асли пек пулма тӑрӑшмалла; ҫав хушӑрах вӑл — нимӗне те пӗлтермелле мар.

Министр заметил жест и шевельнул одобрительно бровью: подчиненный в присутствии старшего должен быть именно его отражением; как в зеркале: полный повтор — и в то же время ничто.

XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Йывӑр пулсан — ҫав йывӑрлӑхсене пӗтерме тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

Суйлав вӑхӑтӗнчи патшалӑх чӗлхисем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5738.html

— Паллах ӗнтӗ, эпир урӑх вырӑна куҫса кайни саншӑн ырӑ мар пулассине малтанах курса тӑтӑм тата ку мана питӗ пӑшӑрхантарчӗ, анчах манӑн чи малтанах хӑйсен тивӗҫне тӳррӗн пурнӑҫлакан ҫынсемшӗн тӑрӑшмалла пулнӑ, — терӗ доктор мана.

— Конечно, я предвидел, милый Джим, — прибавил доктор, — что тебе наше переселение окажет дурную услугу, и это очень огорчало меня, но прежде всего я должен был подумать о тех, кто добросовестно исполнял свой долг.

ХХХIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Камшӑн тӑрӑшмалла пулнӑ-ха манӑн? — тӗпчесе пӗлесшӗн Антонов.

— Так для кого же предполагались мои старания? — продолжает допытываться Антонов.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

«Акӑ кам пек пулма тӑрӑшмалла — Фрунзе пек!

«Вот на кого похожим надо стараться быть — на Фрунзе!

Хваттерте пурӑнакан // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Ҫав вӑхӑтрах, лайӑххӑн пӑхсан, этемрен нумай та ыйтмаҫҫӗ: ӗҫе ун хӑйӗн вӑйӗ тӑрӑх суйласа илмелле тата тытӑннӑ ӗҫе епле те пулсан лайӑхрах тума тӑрӑшмалла

А между тем от человека требуется — немного: он должен избрать себе дело по силам и делать его как можно лучше…

XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Кашни этем хӑйӗн ӗҫне лайӑххӑн тума тӑрӑшмалла! — вӗрентӳллӗн каланӑ эрех завочӗн хуҫи ывӑлӗ.

— Каждый человек должен делать свое дело самым лучшим образом! поучительно сказал сын водочного заводчика.

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Мухтавшӑн мар, ҫӗнтерӳшӗн тӑрӑшмалла

Ради общей победы стараться надо, а не ради заслуг…

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах та, ман шутпа, Дина ку ыйтӑва ансатрах пахалама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хресченсен союз членӗн, Янӑн, мӗншӗн помещика чухӑнсемшӗн усӑллӑ ҫын туса хурассишӗн тӑрӑшмалла мар?»

Почему бы члену крестьянского союза Яну не перевоспитать помещика на благо беднякам?

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ку ӗҫе мӗнле те пулин хӑвӑртрах тума тӑрӑшмалла.

И надо это сделать поскорей.

XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Влаҫшӑн пыракан кӗрешӳре ытларах халӑха явӑҫтарма тӑрӑшмалла.

В борьбе за власть следует привлекать как можно больше народу.

ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Типӗ тытса, ҫылӑх каҫарттармалла, ҫынсем ырӑпа асӑнччӑр тесе тӑрӑшмалла.

Да поговеть, да позаботиться, чтоб люди меня добром вспомянули…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех