Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйса (тĕпĕ: туй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Славик, пурнӑҫра пӗрремӗш хут хӑй пичӗ ҫинче ҫунтаракан вӗри сывлӑша, хӑйӗн ӳчӗпе вӗри кӗлеткене туйса, ним тӑва пӗлми пӑлханса, аптраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫӳрӗччӗ Славик Эльвирӑпа, унӑн илемне чунпа ҫеҫ туйса, алӑпа сӗртӗнме хӑймасӑр, ҫав черченкӗ япала хӑй ҫумӗнче пынипе киленсе, унӑн хусканӑвӗсене курса, сывлӑшӗн варкӑшне сиссе, вӑл Славикпе пынишӗн, сӑмах хушнишӗн, куҫӗпе пӑхнишӗн телейлӗ пулса.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хӑй вара текех ҫав тери ҫывӑхра ларакан хӗрӗн куҫне пичӗ ҫинче туйса канӑҫсӑрланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Арҫын ача, музыкӑра вӑйсӑррине туйса, хӑйпе хӑй ҫав тери кӑмӑлсӑр, чунӗпе тулашса таврӑнчӗ урамран.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ах! — тесе ячӗ Маюк, ыйхӑран вӑранса кайнӑ евӗрлӗ туйса.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Мӗтри, пӗтӗм чунтан, ӑшран-вартан хускалса, макӑрса та илнӗскер, кӑштах сыпнӑскер, машинӑра хӑйне тӗлӗкри пек туйса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Вӑл вара яваплӑха туйса, тивӗҫе ӑнлансах тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Коронавирус тапхӑрӗнче тата ҫӗршыв умне санкцисем кӑларса тӑратнӑ вӑхӑтра сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансем пысӑк яваплӑха туйса ӗҫленине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗксем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/eleksem-chavash-e ... lacce.html

Вырӑс чӗлхи те хамӑрӑн чӑваш чӗлхи пекех пуян пулнине кашни вӗренекенех туйса илтӗр тетӗп, - палӑртать Валентина Владимировна.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Итлетӗн те, вӗсем пысӑк тупсӑмлӑ иккенне туйса пыратӑн, тупсӑмне ҫийӗнчех тупса пыратӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Хӑйӗн хуйхипе асапланса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те Микка, пӗр ырӑ шухӑш куҫ-пуҫне ҫутатса, ӑш-чикне ӑшӑтса янине туйса, колхоз председателӗ патне тухса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Пӗр-пӗрне сумласа хисеплени кӑна пире кашниех хӑйне юратнине, хисепленине тата хӳтӗленине туйса тӑракан общество туса хума, унта тӑван ҫӗре юратакан, унӑн малашнехи аталанӑвӗпе чечекленӗвӗшӗн ырми-канми ӗҫлеме хатӗр аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн – Раҫҫейӗн чӑн-чӑн гражданинне пӑхса ҫитӗнтерме май парать.

Только бережное отношение друг к другу поможет нам создать общество, где каждый будет чувствовать себя любимым, уважаемым и защищённым, вырастет настоящим гражданином нашей великой страны – России, любящим свой родной край, готовым трудиться для его развития и процветания.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани // Олег Николаев. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/01/chva ... hasene-hut

Мана хирӗҫ мар пулсан, теприне хирӗҫ чупса кайӗ вӑл, хӑйне лӑпкаса-ҫупӑрласа юратасса туйса, кирек кам ҫумӗнче те евӗклӗн ачашланӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ывӑнса та ҫитрӗм мар-и? — шухӑшларӗ Анатолий Семенович, урисем чӗркуҫҫи тӗлӗнче чӗтре пуҫланине туйса.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ан тив, ҫакна халиччен Анатолий Семенович та тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнланса ҫитереймен, чунӗ-чӗрипе туйса илеймен пултӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Верук таврӑнсан — куратех ӗнтӗ, таврӑнмасан вара ҫӗре кӗричченех айӑпа туйса ҫӳрӗп халӑх умӗнче».

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Унтан вырӑн ҫине такам тӗртсе янӑ пек тӳнсе кайса кӗтесе хӗсӗнчӗ, хӑйӗн айӑпне туйса, айӑпа кӗнӗшӗн тем тӳсме-чӑтма та хатӗр пулса, йыснӑшӗ ҫине тилмӗрсе, тархасласа пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Питӗ те лайӑх-мӗн пӗр-пӗрне хулсемпе тӗкӗнсе ларма, Укаҫ ӑшшине туйса ларма.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Эпӗ вӑл мӗншӗн хаваслине халь ӗнтӗ лайӑх ӑнланатӑп: этем хӑйӗн чун-чӗри тасалма тытӑннине туйса, хӑйне хӑй пур енчен те пӑхса тухма, тӗрӗс хак пама вӑй ҫитернӗшӗн хӗпӗртет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех