Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун умне амӑшне тискеррӗн асаплантарса вӗлернӗ картина тухса тӑчӗ, уншӑн ҫав хӑрушӑ вилӗме хӑй куҫӗпе хай курнӑн туйӑнчӗ.
VII // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Начальник хӑйӗн хӗрлӗ куҫӗсемпе ун ҫине тискеррӗн тинкерсе пӑхрӗ те сасартӑк пӗтӗм вӑйӗпе питӗнчен ҫулса ячӗ.
V // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Паша пырса кӗрсенех вӑл ӑна пуҫӗнчен пушмакӗпе ярӑнтарчӗ, тискеррӗн вӑрҫса-ятлаҫса, унӑн кофтине туртса ҫурчӗ, унтан хӗре пусма тӑрӑх тӗртсе антарса ячӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Лодкӑпа ҫывӑхланнӑ хыҫҫӑн, Сима халь Жукова тата ытларах килӗштерми пулчӗ: хӑш чухне асӗнче вӑл ҫав этемӗн тачка, хӗп-хӗрлӗ аллисем унӑн хӗр-тусӗн учӗ патнелле епле тӑсӑлнине курать те — вара ҫамрӑк йӗкӗтӗн кӑкрине ҫӑтӑрах сивӗ тытса лартать, урисем чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вӑл куҫӗсене тискеррӗн чарса пӑрахать те хуйхӑпа асапланса мӗкӗрсе ярать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫӳрессе вӑл кӑвакалла, енчен енне тайкаланса утса ҫӳрет, ларнӑ чухне те пулин вара унӑн тулли пӳ-сийӗ енчен енне сулланкаласах ларать; ҫак хусканура эрех ҫӳпҫине, кичем Жукова вӗчӗрхентерекен темле йӗкӗлтӳ пур; час-часах вара вӑл, Лодкӑн кӗлетки ывӑна пӗлмесӗр чӳхенкелесе ларнине юнпа пӗвеннӗ куҫӗсемпе асӑрхаса илет те, тискеррӗн кӑшкӑрса пӑрахать:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров хӑйне слобода ҫыннисем хисепленипе питӗ хытӑ пӑсӑлса кайнӑ, анчах ҫынсем ӑна тата ытларах хисеп тӑвасса кӗтет, ҫавӑнпа та ӗнтӗ, чунне ҫырлахтараймасӑр, халь тӗлӗнмелле тискеррӗн курнӑҫланать: ҫийӗнчи кӗпи-тумне ҫуркаласа пӗтерет, слобода тӑрӑх ҫурма ҫарамас ҫӳрет, тусанпа пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса вырткалать, кушаксемпе йытӑсене тытса чӗрӗллех пусӑсенчи шыва пӑрахать, арҫынсене хӗнет, хӗрарӑмсене кӳрентерет, кӑшкӑрашса намӑс юрӑсем юрласа ҫӳрет, вӑрӑ-хурахла шӑхӑрать, ҫапла унӑн яштак кӗлетки ҫын куҫне курӑнман йывӑрлӑх айӗнче авкаланать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Усал чирлӗ араб хӗрарӑмӗ ҫиен ҫисе шӑтарнӑ ҫӑварӗпе тискеррӗн кӑшкӑрнӑ, туйипе шакканӑ.Прокажённая без чадры хрипела провалившимся ртом и стучала в трещотку.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Унӑн куллийӗ илтекенсене тискеррӗн те хӑрушшӑн туйӑннӑ.Хохотала так, что страшно становилось всем, кто только слышал этот хохот.
XI // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Кулине пусма тӑрӑх ҫӳлелле ыткӑнчӗ, ҫӳле ҫитсе тискеррӗн кӑшкӑрса ярса вилнӗ ҫын пек пусма ҫине каялла кайса ӳкрӗ, ҫынсем те ӑна тытса чараймарӗҫ, пур кӗтессенчен те чупса тухнӑ ҫынсем ӑна ярса тытман пулсан, ҫавӑнтах ӳксе вилетчӗ вӑл.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
— Ильич хӑйсен кӗтессинчи кравать ҫинче йӗри-тавра тискеррӗн пӑхкаласа хӑйӗн тутисене айӑплӑн та телейсӗррӗн вылятса ларнӑ.
X // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Кайран унӑн куҫӗсем тискеррӗн ялкӑшса выляма пуҫланӑ, кукӑр сӑмсин ҫунаттисем туртӑнкаласа илнӗ, текех чӑтса тӑраймасӑр Курт аллинчи пушша туртса илсе хӑй ҫаптарма пуҫланӑ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Хырӑнман, шыҫса кайнӑ питлӗ ҫынсем аташнӑ, путса ларнӑ куҫӗсемпе тискеррӗн пӑхнӑ, пӑшалӗсене йӑтса тата хӑйсене ҫавӑтса пыракансен ҫумӗнче сулкаланса утнӑ.
Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.
Пӗр батарейӑна пӗрлештернӗ, ҫирӗп рете ларса тухнӑ минометсем халӗ хӑрушшӑн, тискеррӗн курӑнаҫҫӗ.Объединенные в одну батарею, выстроенные в строгий ряд, они имели сейчас грозный, хищный вид.
XVIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Хӗвел те ҫутатать-ха, тӳпе те вӗресе тӑракан тӑпрапа тӗтӗм витӗр кӑваккӑн йӑлтӑртатса илкелет, анчах Маковее ҫак кун чӑн-чӑн кун пек маррӑн, ӗненмелле мар тискеррӗн тата элес-мелессӗн туйӑнать.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ку вӑл тупӑ-пӑшалпа персе тӑни мар, чарусӑррӑн, кирек мӗне те пӗтерсе пӑрахмалла йӑтӑнса анакан вут, кӗрӗслетсе ваннӑ металпа ҫӳлелле ҫӗкленнӗ тӑпран хӑрушла ҫавраҫилӗ; телефонист пуҫӗ тӗлӗнче ҫак ҫавраҫил тискеррӗн ахӑрать те ӗнтӗ.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл тискеррӗн йыхравларӗ…
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ вандалсен ҫарӗ хӑйне кунта та тискеррӗн тытать.Армия вандалов, загнанная в безысходность, осталась и тут верной себе.
XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Тӗлӗннипе боецсем шалтах хытса кайрӗҫ: ҫакӑн пек хӑрушшӑн персе тӑнӑ чухне, хӑйсем пурте вилӗм умӗнче тӑнӑ самантра юрӑ сасси нихҫанхинчен те тискеррӗн, сӗмсӗррӗн илтӗнчӗ.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Тискеррӗн хӑтланаҫҫӗ-и?
5 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кирек хӑш тӗлте чарӑнсан та, халӑх пурин ҫинчен те ыйтса пӗлме тӑрӑшать: пӑр ҫинче мӗнле пурӑнни ҫинчен те, халь-халь ҫурӑлса кайма пултаракан тата аялтан тискеррӗн шавласа тӑракан пӑр татӑкӗсем ҫинче мӗнле ҫывӑрни ҫинчен те, пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗмӗрсе пынӑ вунвиҫӗ аэродрома епле туни ҫинчен те, челюскинецсенчен никам та малтан пӑр ҫинчен вӗҫсе каясшӑн пулманни ҫинчен те каласа пама ыйтаҫҫӗ…
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.