Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тар сăмах пирĕн базăра пур.
тар (тĕпĕ: тар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫне тар касрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пичӗ тӑрӑх йӑрлатсах тар юхать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ас ту, хӑвӑн та тар кӑларсах ӗҫлемелле пулать…

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Арҫук ҫамкине тар тапса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Эпӗ ун хыҫҫӑн йӑпшӑнтӑм (йӑпшӑнтӑм тени тӗрӗсех мар-ха, мӗншӗн тесен вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ вилес пек ывӑничченех, тар тухми пуличченех чупрӑм; тӗллӗн-тӗллӗн кӑна, упа каннӑ чухне, эпӗ те чарӑна-чарӑна тӑркаларӑм).

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Хӑй вӑл земснаряд ҫинчи кашни вырӑнтах аҫлӑк витӗр тар тухиччен ӗҫлесе курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Горовиц шартах сикрӗ, унӑн чарӑлнӑ куҫӗсем ӳкерчӗк ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ, сарлака та ҫӳллӗ ҫамки ҫине шултра тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ.

Горовиц вздрогнул, широко раскрытые глаза его так и впились в чертеж. На его высоком лбу выступили крупные капли пота.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юрӑҫ сасартӑк хӑйне тахҫан Пазухин асӑрхаттарса каланине аса илчӗ те хӑраса ӳкрӗ, унӑн ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Киле ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл йывӑррӑн хашкаса сывларӗ, кӗпи ҫине тар ҫапса тухрӗ, хӑй ҫапах пӗренесене пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эпӗ тар тӑкса ӗҫлени ҫынна пултӑр-и вара?

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вара Лавр Кузьмичӑн пӗтӗм пурлӑхӗ, тар тӑкса тӑрӑшни шывпа юхса каять…

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Кузьмич тар тӑкса ӗҫлени, ҫак садшӑн каҫсерен канӑҫа ҫухатса, савӑнӑҫа манса пӑшӑрханни — йӑлтах, йӑлтах шывпа юхса каять.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сахал мар тар тӑкрӑмӑр кунта: тислӗкне те ытлӑ-ҫитлӗ кӑлартӑмӑр, хими им-ҫамӗ те ҫителӗклех сапрӑмӑр, ыран ак каллех сапатпӑр.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хальхи вӑхӑтра юн шӑрши е тар шӑрши мӗнлине пӗлмен вӑй питти арҫын — ҫын-и вӑл!

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унӑн кӑткӑс вӑрттӑнлӑхӗсене пур вӗренекен патне те ҫитерес тесен нумай тар юхтармалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/

Кашкӑр тар шӑршине сиссе нихӑҫан та ун патне пымасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫамрӑк пӑру кашкӑр апачӗ ан пултӑр тесе, хам ҫумри чӗн пиҫиххине салтрӑм та, сӑмса тутри ҫине тар хурса, ӑна пиҫиххипе йӑлмакласа пӑру мӑйӗнчен ҫакса ятӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗсене тар юхтарса, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн панӑ, мӗншӗн кӑтартас мар?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шӑпӑр каланӑ ҫӗртех сӑмсана ура тар шӑрши пырса ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пуп ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех