Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл 25 ӗне, пӑрусемпе сурӑхсем усрать.
Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Хуҫалӑх ертӳҫи А.Михайлов каласа панӑ тӑрӑх, хуҫалӑхра 350 пуҫ ӑратлӑ сурӑхсем.
Яваплӑх тӑрӑшулӑх ыйтать // Н.Шишкина. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
«Россельхозбанк» кредитне илсе, патшалӑх пулӑшӑвӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетме вите-сарай тунӑ, ӗнесем, вӑкӑрсем, сурӑхсем туяннӑ тата ытти те.
Уйрӑм кил хуҫалӑхӗсене - пулӑшу // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
25. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Эпӗ сире каларӑм, эсир ӗненместӗр; Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем Ман ҫинчен пӗлтерсе тӑраҫҫӗ; 26. эсир пӗрех ӗненместӗр, мӗншӗн тесессӗн, — Эпӗ хӑвӑра каланӑ пек, — эсир Ман сурӑхсем мар; 27. Ман сурӑхсем Манӑн сассӑма илтеҫҫӗ, Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп, вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ, 28. Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем ӗмӗрне те пӗтмӗҫ, вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ; 29. вӗсене Мана Аттем панӑ, Вӑл пуринчен те аслӑ; Аттем аллинчен вӗсене никам та туртса илме пултараймасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Манӑн урӑх сурӑхсем те пур; вӗсем ку картара мар; Манӑн вӗсене те илсе килмелле: вӗсем те Ман сассӑма илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ӑна алӑк хуралҫи алӑкне уҫса парать, сурӑхсем унӑн сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗне-чӗне кӑларать; 4. сурӑхӗсене кӑларсан вӑл хӑй вӗсен умӗнчен пырать; сурӑхӗсем унӑн сассине палланипе ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ; 5. ют ҫын хыҫӗнчен каймаҫҫӗ, ют сасса палламаннипе вӗсем унран тараҫҫӗ, тенӗ.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудейсенӗн Пасха уявӗ ҫывӑхарса килнӗ, Иисус Иерусалима пынӑ, 14. Вӑл унта Турӑ Ҫуртӗнче вӑкӑрсем, сурӑхсем, кӑвакарчӑнсем сутнине, укҫа улӑштаракансем ларнине курнӑ.
Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эсир аташса ҫӳрекен сурӑхсем пек пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Кӗтӳҫӗ патне, чунӑра Сыхлаканӗ патне таврӑнтӑр.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Иисус, кимӗ ҫинчен ансассӑн, халӑх питӗ нумаййине курнӑ та вӗсене хӗрхеннӗ: вӗсем кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек пулнӑ; вара Вӑл вӗсене чылай вӗрентнӗ.
Мк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫавӑн чухне Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: кӗҫӗр эсир пурсӑр та Ман тӗлӗшӗмрен улталанатӑр, мӗншӗн тесессӗн: «кӗтӳҫне ҫапса ӳкерӗп те, кӗтӳри сурӑхсем сапаланса кайӗҫ» тесе ҫырнӑ; 32. чӗрӗлсе тӑрсассӑн вара Эпӗ Галилейӑна сирӗнтен маларах ҫитӗп.
Мф 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл ҫав кун пӗтсе ларӗ, вара Мана кӗтсе тӑракан мӗскӗн сурӑхсем ку вӑл Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ пулнине пӗлӗҫ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Терафимсем пушӑ сӑмах калаҫҫӗ, пӗлӗмҫӗсем те, чӑн мар япаласем курса, суя тӗлӗксем каласа параҫҫӗ; вӗсем пулас ҫуккипе лӑплантараҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем сурӑхсем пек аташса ҫӳреҫҫӗ, кӗтӳҫи ҫуккипе инкек тӳсеҫҫӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Иаков, епле пулсан та сана пӗтӗмпе пуҫтарӑп, Израилӗн йӑлкӑмӗсене пӗрлештерӗпех, Восора хулинчи сурӑхсем пек, сурӑх картинчи кӗтӳ пек, вӗсене пӗрле хутӑштарӑп; вӗсем вара ҫын нумаййипе шавласа кайӗҫ.
Мих 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах Ҫӳлхуҫамӑр мана сурӑхсем патӗнчен уйӑрса илчӗ те каларӗ мана: «кай, Ман халӑхшӑн, Израильшӗн, пророк пул» терӗ.15. Но Господь взял меня от овец и сказал мне Господь: «иди, пророчествуй к народу Моему, Израилю».
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Иерусалимра унӑн уявӗсем вӑхӑтӗнче парне пама илсе килнӗ сурӑхсем епле сумсӑр нумай пулаҫҫӗ, пушанса юлнӑ хуласенче ҫавӑн пекех туп-тулли халӑх пулӗ, вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ, тет.
Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсир ҫу ҫисе пурӑнтӑр, шурӑ ҫӑм тумтир тӑхӑнса ҫӳрерӗр, самӑрлатнӑ сурӑхсем пусрӑр, анчах кӗтӗве кӗтмерӗр.3. Вы ели тук и волною одевались, откормленных овец заколали, а стада не пасли.
Иез 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Манӑн халӑхӑм аташса кайнӑ сурӑхсем пекехчӗ; кӗтӳҫисем вӗсене ҫултан пӑрса ячӗҫ, вӗсене тусем тӑрӑх салатса ячӗҫ; вӗсем унта ту ҫинчен сӑрт ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ, хӑйсен тапӑрне манса кайрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.