Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сурӑх сăмах пирĕн базăра пур.
сурӑх (тĕпĕ: сурӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ялта ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкул пӗтерсе свидетельство илсен, Ула Тимӗр, ял халӑхӗ ыйтнине тивӗҫтерсе, ҫулла Элекҫи ятлӑ юлташӗпе пӗрле сурӑх кӗтӗвӗ кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Иванова Мария, сурӑх пӑхакана…

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена ним шарламасӑр тухтӑр хыҫҫӑн кӗтӳрен аташса юлнӑ сурӑх путекки пек утрӗ, ҫине-ҫинех чӗререн тухакан вӗри сывлӑша йывӑррӑн сывла-сывла кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗрӗлтеттерсе килекен сурӑх кӗтӗвӗ тусан ҫӗкленӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Эпӗ, пуҫран ҫапнӑ сурӑх пек, анкӑ-минкӗ пулса юлтӑм…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Ас ту, качака таки хыҫҫӑн кайнӑ сурӑх пуҫсӑр тӑрса юлнӑ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Эрне каялла такам сурӑх картине ҫӗрле уҫса хӑварнӑ, хӗлле конюхсем утӑ вӑрланӑ, эс асӑрхаман.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Хӑлхисем те унӑн чӑнках тӑраҫҫӗ, кӳлепи те тайӑн сурӑх пекех.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тепӗр кун мана икӗ милиционерпа ял Совет председателӗ сурӑх кӗтӗвӗ тапӑрта тӑнӑ вырӑна илсе кайрӗҫ, Захар хӑш вырӑнта пулнине ыйтса пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

— Кур-ха, — терӗм ачасене, — сурӑх кӗтӗвӗ халех кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Лаша, ӗне, сурӑх ҫук ҫын, ҫӗрӗ пулсан та, мӗн хресченӗ!

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗлетӗн-и, хула пек кил-ҫурт пур ман, лавкка, икӗ лаша, сӑвакан виҫӗ ӗне, картиш тулли сурӑх, хур-кӑвакал, чӑх-чӗп, вӑтӑр вӗлле хурт-хӑмӑр, пӗтӗмпех Элекҫейӗн вӗсем…

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юр-варлӑраххисем сурӑх та пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пилӗк сурӑх укҫипех лаша илеймӗн.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл лаша, ӗне, пилӗк сурӑх тата чӑх-чӗп усрать.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӗллесенче сыснапа сурӑх тушкисем те ҫак чӑлантах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урамра хӗрарӑмсемпе выльӑх-чӗрлӗх сассисем илтӗнме пуҫласан, Мирун ҫирӗм сурӑх та тӑватӑ сыснине, ӗнипе пӑрушне кӗтӗве хӑвалас ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ун хыҫҫӑнах алӑкран сивӗ сывлӑш лӑпсӑркка шурӑ ҫӑмлӑ сурӑх ушкӑнӗ пек йӑваланса упаленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗр аллипе ҫӗлӗкне пусрӗ, тепринпе йӗмне хӑпартма тӑчӗ, анчах хӑпартса ҫитереймерӗ — тепӗр сурӑх вӑрри, Ахматша, ыткӑнса пычӗ те, тем хушӑра Энтрей йӗмне хывса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кирам, ҫавӑрса ҫап ҫак чухӑнкан тункӑска, — терӗ сурӑх вӑрри Сабир, Энтрее малалла тӗртсе.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех