Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирсе (тĕпĕ: сир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лукарье чӗри кӑкӑрне сирсе тухас пек тапма тытӑннипе Микулана ыталаса илесрен хӑйне аран чарса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ӑна хӑвӑрттӑн ярса тытрӗ те, мӑйӗнчен вӗҫертсе, сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чун-чӗререн юратнине ытла ҫӑмӑллӑнах сирсе пӑрахаймӑн!

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл мӗнле ӗҫленине юратса пӑхакан Татьяна ирӗксӗрех малтанхи кичем те салху шухӑшӗсене сирсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ма ухмах пултӑм-ха эпӗ? — тесе, Ҫтаппан усламҫӑ аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен сирсе пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫийӗнчи утиялне сирсе пӑрахрӗ те, вырӑн ҫинчен хӑвӑрт тӑрса, тӗкӗр умне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗсле каланӑ пек чипер юрлакан тӑри сассисем, пӗтӗм ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе хаваслӑхӗ Ҫтаппанӑн канӑҫсӑр шухӑшне сирсе ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫил-тӑвӑла, пӑрлӑ ҫумӑра сирсе ярӑр…

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗреҫепе чавать-чавать те итлесе пӑхать, унтан тӑприне аллисемпе аяккалла сирсе хурать.

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхнипе янахӗ чӗтрекен пулнӑ Тарье каллех лавккана кӗрсе кайрӗ, чӳречесене ҫаклатнӑ ҫекӗлсене аяккалла сирсе хучӗ, алӑк сӑлӑпне кӑларса илсе стена ҫумне таянтарчӗ, унтан, ҫенӗкпе ҫаврӑнса урама тухрӗ те, сарлака крыльца ҫине улӑхса кайса, чӳрече хупписене уҫрӗ, шӑнкӑравламалли кантра вӗҫӗнче тыткӑчӗ ҫуккине курсан, самантлӑха чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Патша самодержавин пӗрремӗш революци хумӗсене сирсе яма вӑй ҫитмен.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсем те, тутарсем те хӑйсен сирсе сирӗлми хурлӑхӗ ҫинчен хуйхӑрса пуплерӗҫ, малашне вӑрҫмасӑр-ҫапӑҫмасӑр, туслӑ пурӑнасси ҫинчен те каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл вырӑн ҫине ҫутӑ тӗллесе утиялне сирсе уҫсан, хуҫи, сехри хӑпнипе, шариех ҫухӑрса янӑ, анчах ҫав самантрах Шаккур ҫыннисем ун ҫӑварне тутӑрпа пӑкӑланӑ та тепӗр пӳлӗме сӗтӗрсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрӗн типшӗм вӑрӑм пӳрнисем, мӑнтӑркка хӗрарӑмӑн йӑм-хура ҫӳҫне икӗ еннелле сирсе, унӑн таса мар пуҫӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн йӑпӑртатса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫырма урлӑ лаша сӗлкӗшсене кӑкӑрӗпе сирсе ку еннелле талпӑнса ишрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Йывӑҫ тенин усси пурах ҫав. Ҫулла пылне, сулхӑнне, уҫӑ сывлӑшне парать, вут-кӑвартан хӳтӗлет, тем пысӑкӑш пӑрсене те сирсе ывӑтать ав», — шухӑшлать вӑл, ҫӳллӗ йӑмрасем тӑрӑх йӗрлесе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Шутларӑм, — терӗ Керкке ун аллисене сирсе.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗ систерни пулӑшрӗ пулмалла ҫав Ахтупая, вӑл хӑйне тӑлласа тӑракан иккӗленӳлӗхе сирсе пӑрахма вӑй ҫитерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл нумай листана шӑлтӑртаттарса сирсе тухрӗ, юлашкинчен хӑй шыранӑ хута тупрӗ пулас, юри хыттӑн, кашни сӑмаха тӑсса вулама пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан ӑна асӑрхарӗ те хӗр ача пуҫӗнчи тутӑра сирсе пӑрахрӗ, ҫиллине шӑнараймасӑр урайне печӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех