Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пухӑннӑ (тĕпĕ: пухӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир улӑха ҫитнӗ ҫӗре виҫӗ Куснар халӑхӗ нумай пухӑннӑ, лашисене тӑварса Виртен кӳлли хӗррине янӑ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Унта пухӑннӑ ачасем партӑсем хушшине ларса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тепӗр каҫхине пирӗн пата чӳк пӑтти ҫиме карчӑксемпе стариксем пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урама, вӑйӑ пухӑннӑ ҫӗре, тухма намӑс, — ӳпкелешрӗ аппа, хитре куҫне шывлантарса.

Куҫарса пулӑш

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тӑватӑ уйӑхра НДФЛ парӑмӗ 700 млн тенкӗ ытла пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫ укҫи парӑмӗ ӳсет. Мӗншӗн? // Юрий Михайлов. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Паллӑ ыйтӑва туллин пурнӑҫа кӗртсе пырас тесессӗн, патшалӑх енчен куҫарса паракан тӗрлӗ пулӑшусемпе те усӑ курса пыма пӗлмелле тенӗ сӑмаха ҫавӑрса канашлӑва пухӑннӑ ертӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешессине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ виҫӗ ҫулта уҫӑмлатса пама сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/09/pult ... -vice-cult

Регион Пуҫлӑхӗ район аталанӑвне тишкерме пухӑннӑ канашлура «Единая Россия» парти ертӳлӗхӗ ҫине кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтерни вырӑнсӑррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн Кӗҫӗн Каҫал культура ҫуртне ҫитрӗ, кунта пухӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аталану ҫулне Комсомольскисемпе пӗрле тишкернӗ // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d0%b0%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Тапранчӗ Энӗш, Сӑр та Ункӑ, Пӑлханчӗ канӑҫсӑр Ҫавал, Выла ҫӗкленчӗ, ункӑн-ункӑн Ҫӗпре пек йӑтӑнчӗ Кавал — Юхтарчӗҫ пухӑннӑ ҫӳпе.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗлӗкрех халӑх пухӑннӑ ҫӗрте хӗрарӑмсем ҫакса ҫӳрекен кӗмӗл тенкӗсем шӑнкӑртатни илтӗнетчӗ, халӗ ав арҫын кӑкӑрӗсем ҫинчи чыслӑх паллисем хӑлхана савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑхӑт чылая кайнине кура, пухӑннӑ ҫынсем килӗсене васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Тытмалла ҫеҫ мар, пухӑннӑ юра таптаса тухмалла, ҫавӑн пек тусан тин ун усси пулать, — ӑнлантарчӗ вӑл бригадирсене.

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Комсомолецсем пурте пухӑннӑ ӗнтӗ, Укахви пухӑва уҫма Липа килме ӗлкӗрейменнипе ҫеҫ чарӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мероприятине пухӑннӑ ентешсем ӳлӗмрен тата та туслӑрах пурӑнасса, пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлесе пырассине шанса каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

«Чӑваш Ен тата Мир» пленар ларӑвне тӑван республикӑра Раҫҫей регионӗсенче пурӑнакан чӑвашсем пухӑннӑ, ют ҫӗршывсенчен те сахал мар килнӗ хӑнасем, федерацин, регионӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Княҫсем, кунта пухӑннӑ ытти ҫынсем ҫӑвара карса итлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсене «Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр» акци шайӗнче пухӑннӑ, районти уйрӑм ҫын предпринимательсем, фермерсем, Вӑрмарсен Шупашкарти ентешлӗхӗ, ахаль ҫынсем пухса панӑ укҫа-тенкӗпе туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Ҫанталӑкӗ лайӑх пулчӗ, халӑхӗ те уява чылайӑн пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Клуб умне пухӑннӑ ял халӑхне художествӑлла пултарулӑх коллективӗсен хаваслӑ концерт программи ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑхра – вӑй // С.ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9772-tusl-khra-v-j

Чи малтанах комисси членӗсем шӑпах малтанхи сасӑлавра пухӑннӑ бюллетеньсене ячӗҫ урнӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмарсем гражданла тивӗҫне пурнӑҫларӗҫ // И.ДАНИЛОВА, Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9852-v-rmars ... urn-clar-c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех