Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑшать (тĕпĕ: пулӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашни шывӗ ыратасран та, шӑнӑр туртасран та пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗлсулттан карчамас вӗсене те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла шухӑш пуҫӗнче Унерпие сӑн хушать, Хӑйӗн тарҫи-тӗрҫине ӗҫлеттерме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сирӗн ӗҫӗр ӑс-хакӑл тӗнчине, культура пуянлӑхне аталантарма пулӑшать, эсир ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ технологисене тӗпе хурса ачасен тавракурӑмне ӳстерсе пыма пӗлетӗр.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Мӗн ачаран хастар, ҫивӗч пулни хальхи ҫар ӗҫӗнче те пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

- Эпир кашни муниципалитет ӗҫне-хӗлне инвентаризаци туни, вӗсен лайӑх е вӑйсӑр енӗсене, малашлӑхӗсене палӑртни те ырӑ результатсем парать, хӑрушлӑхсене сирме пулӑшать».

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Пулас профессине суйлама ҫамрӑксене кам пулӑшать?

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/

Юрӑсем ҫырать, концертсене хутшӑнать, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх пӑхать, ачисене, мӑнукӗсене сӗнӳсемпе пулӑшать

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Ҫак лайфхак тавлашӑва конструктив енне тавӑрма пулӑшать, оппонентсен тимлӗхне пӗр-пӗрин сӑнарӗсем ҫинчен тавлашу теми ҫине куҫарать.

Куҫарса пулӑш

Тавлашу ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1300

Тамара та Сима пекех савӑннӑ та чупкаласа кӑна ҫӳрет, пӗр ҫӗре пырать, тепӗр ҫӗре, япаласене вырнаҫтарма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Обществӑшӑн ӗҫлесси чылай чухне пархатарсӑр пулсан та ку халӑха аталанма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Ниме. Ӑҫта вӑл ҫухалнӑ? Ӑҫта ӑна шырамалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6256.html

Районсене тухса ҫӳрени, ялсенчи халӑхпа тӗл пулса калаҫни хаҫат-журнала пуянрах, кӑсӑклӑрах кӑларма пулӑшать терӗҫ журналистсем.

Куҫарса пулӑш

Елчӗк районӗ - чӑвашлӑх утравӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 2 с.

Хальхи вӑхӑтра республикӑри инвестици аталанӑвӗн агентстви 52 млрд тенкӗлӗх 56 проекта пурнӑҫа кӗртме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑн 2022 ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетрӗҫ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%80%d0%b ... %bc%d0%bb/

«Ҫынна ӗҫ кӑна тӳрлетме пулӑшать, этеме — ӗҫ этем тунӑ», — тенӗ вӑл ӑшра.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Унӑн асаилӗвӗ Н. К. Крупская сӑнарӗн халиччен палӑрман енӗсене уҫса кӑтартать, ҫавӑнпа пӗрлех В. И. Ленин пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр фактсене уҫӑмлӑрах курма, ӑнланма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Тӑван чӗлхене лайӑх пӗлни тепӗр чӗлхене вӗренме, унӑн уйрӑмлӑхӗсене тӗплӗнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пӗлӱ туянма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Кашни халӑх чӗлхине шута хуни тата хисеплени тӗнчере тӑнӑҫлӑха упраса хӑварма пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

«Паян – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ...» // Анна Егорова. https://t.me/c/1455316948/7430

Государство ӗҫсӗр ҫынсене талӑкра пурӗ те пӗр чашӑк шӗвӗ яшка тата мамалыга татӑкӗ парса кӑна пулӑшать.

Помощь, оказываемая государством безработному, состояла из миски баланды и ломтика мамалыги, выдаваемых один раз в день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Юлашки вӑхӑтра пуянрах ҫынсен ачисене килте уроксем панипе тытӑнса пурӑнать, ку ӑна гимназистсемпе те ҫыхӑну тытма пулӑшать.

Единственным его средством к жизни были частные уроки, благодаря которым он продолжал поддерживать связь с гимназистами.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑха пӗр шайпа йӗркелени стратегилле задачӑсене татса панӑ чухне мӗнпур ресурспа тухӑҫлӑ усӑ курма, йышӑнусем тӑвассине хӑвӑртлатма, халӑхпа ӗҫлемелли майсене анлӑлатма, чи кирли тата ячӗшӗн ӗҫленине пӗтерме пулӑшать.

Одноуровневая организация местного самоуправления позволит эффективно использовать все ресурсы для стратегического развития, повышения оперативности принятия решений, расширения подходов к работе с жителями, а главное, исключить формализм.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех