Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартса (тĕпĕ: ларт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раманпа Илле Стасика, икӗ енчен ҫавӑтса, Мерчӗке илсе ҫитерчӗҫ, йывӑҫ пушатса пӗтернӗ лесовоз ҫине лартса, больницӑна ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тамара турилккесене сӗтел ҫине лартса хӑварчӗ те каллех кухньӑна таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫуркунне лартса хӑварнӑ йывӑҫсем патӗнче чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпӗ тепӗр куннех пиччепе Тарӑнвара тухса каннӑччӗ, куккасене пӳрт лартса пама…

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланаспа Сятров Михали хӗрне тӑрантаспа каллех тӑванӗ патне лартса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ашшӗ ӑна кӗрсерен, вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн, вӑрмантан Чаккаса тӑрантаспа лартса килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ирсерен, ӗҫе кайиччен, чип-чиперех икӗ-виҫ тӗм лартса ӗлкӗрме май пур, — вӑтанарах сӑмах хушрӗ Раман.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗрисем тин ҫеҫ пӳрт лартса пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ку сӑмахсем хыҫҫӑн Ермолай, пӗтӗмпех шуралса кайнӑскер, вӑйран кайрӗ, тайӑлчӗ, ӑна васкаса пукан лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мӑнукӗсене, ҫав шутра чи пӗчӗккине — Лиляна лартса Ермолай ҫывӑхри вӑрмана тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑй тӗллӗн вара каҫсерен Ваҫиле ял ҫыннисем вӑл кашкӑрсемпе мӗнле тытӑҫнине, хирте утӑ капанӗ айӗнче ҫӗр каҫнине, иккӗмӗш кунне фермӑра хуралҫӑпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнине, «Красный пахарь» колхоз председателӗ ӑна лартса кайнине, хӗрарӑм Суслонгерта лагерьти ӗҫкӗҫ-майора сӑмакун ӗҫтернине пӗлменнине аса илсе чунтан ахӑлтатса кулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ашшӗ, Хӗветӗр, пуринчен ытларах кӗҫӗннине — Ваҫилене юрататчӗ, «пӗчӗкскерӗм» тесе чӗркуҫҫи ҫине лартса сиктеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витрине лартса сад витӗр карта патне, кӳршӗ арӑмӗ ҫывӑхне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл ӑна пысӑках мар пӳлӗме илсе кӗчӗ, сӗтел хушшине лартса повестка ҫырса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫакӑ ялӑн хӗрӗсене Пӑрпа лартса ямалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Унта картишне тухакан икӗ пӗчӗк чӳрече пуррипе ҫутӑ, чӳречисене решетке лартса ҫирӗплетнӗ, вӗсен ҫине йӳнӗ чӳрече карри те ҫакса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тепӗр самантран Шывхуҫипе ывӑлӗ Эсекеле лартса тронӗ-мӗнӗпех уҫлӑхалла хӑпарма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Пухӑннисене Аслӑ Елчӗк шкулӗнчи ҫамрӑк артистсем Геннадий Волков академикӑн хайлавӗ тӑрӑх сценка лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Иккӗмӗш хутӗнче ӑна Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ текен ҫын шӑнман пӑрпа лартса янӑ.

Во второй раз ее обманул так называемый работник Федеральной службы безопасности.

Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ икӗ хутчен улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36725.html

Иккӗ паллӑ лартса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех