Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтет (тĕпĕ: кӗт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан сире пӗлтерӗшлӗ хутшӑну кӗтет, ку туйпа вӗҫленме пултарать.

За которыми последуют серьёзные и длительные отношения, которые, возможно, закончатся свадьбой.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӗрлӗ тӗслисем улттӑ тан юнашар выртсан — ырлӑх, ӑнӑҫу кӗтет имӗш ӑна, саррисем улттӑ таран юнашар выртсан — инкек пуласса пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пире хирӗҫ ҫапӑҫма, пирӗн ҫынсене тапӑнма хӑйсан пурне те ҫакӑн пек шӑпа кӗтет тесе асӑрхаттарасшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗтет, кӗтет хӗр ача савнине, ниепле те кӗтсе илеймест.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асли, Кӗркке, ав хӑйӗн Мамич-Бердейне кӗтет, вӑталӑххи, Эсеппе ятли, карт ывӑлӗшӗн тунсӑхлать.

Куҫарса пулӑш

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ав сире Городец купси кӗтет, — куҫ хӗсрӗ вӗсене Таланов.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашӑкне яшка сыпмассерен сӗтел ҫине хурать, кӗтет.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аҫунни пек шӑпа кӗтет сана, ывӑлӑм, эсӗ те ман хӑраххӑм турхан тарҫи пулассӑн туйӑнать тесе ахаль каламарӗ-тӗр ҫав.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӑл хай пӳлӗмӗнче сире кӗтет.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воеводӑсенчен кашни аслӑ князь ӑна мӗн тума хушасса кӗтет — камӑн ӑҫта чакмалла, мӗнле воеводӑна пӑхӑнса тӑмалла, вырӑна ҫитсен ҫарсене мӗн вӑхӑтчен салатмасӑр тытса тӑмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана Шупашкарта аслӑ воевода стряпчийӗ Даниил Адашев кӗтет, Тукай мӑрса, — терӗ вӑл юртӑпа килнӗ ҫӗртен лашине тап! ҫеҫ чарса тӑратса.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйткалакан тем тесен те хапхаран кам та пулин тухасса кӗтет пулмалла.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл халь, ывӑлӗсем пекех, Хусанта инкек пуласса кӑна кӗтет.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан кай, тусӑм, юл кунтах, пирӗн ялтах юл, — йӑлӑнчӗ вӑл ӑна мӑйран ҫупӑрласа — Кам кӗтет пуль сана унта, таҫти ҫӗр-шывра?

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухрата пурте Сарри кинӗ теҫҫӗ, виҫӗ ҫул ӗнтӗ вӑл унӑн вӑрҫӑра ҫухалнӑ ывӑлне кӗтет.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Нухрат ҫут тӗнчере Сарри пуррипе ҫуккине манса кайнӑ ӗнтӗ, вӑл уҫӑ чӳрече умӗнче Северьяна кӗтет.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ялта Тамара кӗтет, эс авланассинчен вӑрмана тарса юлтӑн, — каччӑна йӗкӗлтеме пуҫларӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Шеремет, Юрка, тен, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне те ҫитеймерӗ пуль, вӑл каялла таврӑнасса кӗтет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Паллах, ҫамрӑк чун тем кӗтет ӗнтӗ, ҫамрӑк чунӑн сӳннӗ шанчӑкӗшӗн вӗри чӗри ырататех.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Пичче хӑй сываласса кӗтет, шанать, анчах ҫаплах питӗ ӳсӗрет, йывӑр ӗҫе ӗҫлеймест, ҫӑмӑла ҫеҫ ҫӳрекелет.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех