Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрсен (тĕпĕ: кӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хыпаланса ӳкнӗ сестра тула каймалли чӳлмек илсе кӗрсен, ҫамрӑксем палатӑран тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӗсем, шурӑ халатсем тӑхӑнса, палатӑна кӗрсен, Кольӑпа Чукило пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Паян пирӗн уяв: пан улмипе, печенипе, канфетпа чей ӗҫетпӗр, — терӗ Таня киле пырса кӗрсен, кучченеҫне сӗтел ҫине хурса.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Тепӗр куннех, питомнике кӗрсен, ҫав ретри юман калчисем, 10-12 тӗп, мана кӗрхи тумпа кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ватӑ ӗҫченсем, ял кӗтӗвӗ кӗрсен, хӑйсен хуҫалӑхӗнчи выльӑх-чӗрлӗхне хупсан, каҫхине пыратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Больницӑра тӑна кӗрсен, сывалсан, арестлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ, чавса хатӗрленӗ лаптӑкӑн варрине кӗрсен, питӗ тӗлӗнтӗм, кунта шахмат хӑми ҫинчи пек, пур енчен пӑхсан та ретсем, хӗвел пайӑркисем пек, тӳп-тӳрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Пӳрте кӗрсен, вӑл тата тепӗр хуралҫӑ патне каясси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Манӑн ҫав ял пухӑвне районти ятлӑ ҫынпа пырса кӗрсен лайӑхрах пулать тесе калас килет.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кайран, пӳрте кӗрсен, анне мана кӑмака ҫинчен ӑшӑ-ӑшӑ ҫӑматӑ илсе парӗччӗ, чукунпа пӗҫернӗ яшкана кӑмакаран кӑларса, антарса парӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Салука вӑрманне кӗрсен мучи эхлеткелесе пӗр тунката ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Тепӗр хут хурала кӗрсен, вӑл каҫсерен киле пыра-пыра тӗрӗслетчӗ, анчах кӗвӗҫме сӑлтав пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑна кӗрсен каллех шыв ӗҫет.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ҫав Кулька аллине кӗрсен, тата ҫулталӑкран масар мӗнне тӗлӗкре мар, чӑнласах куратӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пӗр пысӑках мар пӳлӗме кӗрсен, мана гипсран тунӑ хӑш-пӗр япаласем тыткӑнларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Чул ҫурта кӗрсен, ваккатсем суд хӑҫан пуласса пӗлме кайрӗҫ, Уполномоченнӑйсем иртнӗ каҫ хӑна ҫуртӗнче вӑхӑта хаваслӑ ирттерни тата мухмӑрпа пуҫ ыратни ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку Михха хӑлхине кӗрсен, кирлӗ вӑхӑтра ун патне пулӑшу ыйтма кайма та хӑюллӑрах.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ун ҫинчен уҫҫӑнах калама хӑрарӗҫ — Михха хӑлхине кӗрсен тем курса ларӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах Ваҫли пырса кӗрсен, Микула юлташне инкек ҫапса хуҫнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳрте кӗрсен, васкавлӑн хывӑнса, йӑмӑкне ыталаса выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех