Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗлет сăмах пирĕн базăра пур.
кӗлет (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлет урайӗнче пӗр пӗчӗкҫӗ шӑтӑк пулнӑ.

В полу амбара была дырочка.

Кӗлӗт айӗнче пурӑнакан шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗр шӑши кӗлет айӗнче пурӑннӑ.

Жила одна мышь под амбаром.

Кӗлӗт айӗнче пурӑнакан шӑши // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Пӗрре вӗсем, кӗлет патӗнче вылянӑ чух, хӑйсен пуҫ тӗлӗнче ҫӳлте ҫинҫе сасӑпа темӗскер макӑрнине илтех кайнӑ.

Один раз они играли подле амбара и услыхали, над головой что-то мяучит тонкими голосами.

Кушак ҫури // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кикенек! — пӗрре «кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗре пырса сӑмсуна чикен», тесе вӑрҫса, тапре «тупӑннӑ, ир-ирех чӑрмантарса ҫӳреҫҫӗ, сехрисене хӑпартса тӗрӗс турӑн», тесе мухтаса, Хвеччис пӑру пек йыттине кӗлет кӗтессине кайса мӑйкӑчларӗ те хӑнасем патне таврӑнчӗ.

Хвечис сошла с крыльца, подозвав собаку, вымахавшую за несколько месяцев едва не с теленка, стала сажать ее на цепь, «Ничего, ничего, пусть полает», «Нечего шляться по утрам, людей беспокоить», а затем вернулась к гостям.

2 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫуртне ӑна, халь пурӑнаканнине, кӗлет вырӑнне, пахча енне лартмалла пулать, ҫулла выртса тӑма.

Дом его, ныне существующий, надо будет поставить на месте сарая, к огороду, летом полежать.

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юнашарах — пысӑк чердаклӑ кӗлет.

Рядом амбар с вместительным, как жилая комната, чердаком.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Саша хӑйсен амӑшне вӑрлӑх хунӑ обществӑлла кӗлет патӗнче те, вулав ҫуртӗнче ирттерекен лекцисенче те, шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвӗсенче те курчӗ.

Саша видел мать и у общественных амбаров, где было ссыпано зерно, и в избе-читальне на лекции, и в школе на родительском собрании.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Шыра-шыра тӗттӗм те пулчӗ, кӗлет ӑҫта иккенне ҫаплах тупаймарӗ.

Но вот уже наступила темнота, а он никак не может отыскать этот злополучный лабаз.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кунӗпе хула курса ывӑнса ҫитнӗ хыҫҫӑн ҫав кӗлет ӑҫта иккенне чухласа тупӑп та каллех ҫавӑнтах ҫывӑрӑп тесе шухӑш тытнӑччӗ Тимрук.

И сегодня, находившись по мостовым, Тимрук решил заночевать там же.

VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей хӑй пӗлӗшӗсем патӗнче клатсем тутарчӗ, килӗнче шанчӑклӑ кӗлет лартиччен аякри ялсенчи тыррине ҫапса аппаланасшӑн пулмарӗ.

Клади Шерккей сложил у своих знакомых, решив, что, не имея добротного амбара, ему нет смысла обмолачивать сейчас рожь.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫичҫӗр ҫитмӗл пӑт тырра вырнаҫтарма ик кӗлет кирлӗ, пӳлмисем те хутлӑ-хутлӑ пулмалла!..

Подсчитал Шерккей и то, что для хлеба понадобятся два амбара и сусеков много-много!..

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫавӑн пек, Шерккей те, вуникӗ платник тара тытса, вуник алӑклӑ кӗлет лартса ярӗин?

Может, и Шерккею нанять двенадцать плотников и заказать двенадцатидверный амбар?

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Лешсем вара, кӗлет туса пӗтерсен, кашни хӑй алӑкӗ урати ҫине ларса, хуҫа пире вилӗмрен ҫӑлчӗ иккен-ха тесе, савӑнса макӑрнӑ, тет.

Когда амбар был готов, те сели каждый на порог своей двери и, рыдая от радости, стали благодарить прадеда за сохраненную жизнь.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хӑйне ҫаратма пынӑ вуникӗ хураха тытнӑ тет те, сире пурсӑра та вилӗмрен хӑтарӑп тесе, вӗсене хӑй валли вуник алӑклӑ юман кӗлет тутарттарнӑ, тет.

Будто он изловил пришедших его грабить двенадцать разбойников и пообещал сохранить им жизнь, если они построят ему дубовый амбар о двенадцати дверях.

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ав, кӗлет пулнӑ вырӑнта, ирхи ҫил кӗле вистесе тасатнӑ ҫӗрте, хӑрах аяккинче темӗн чухлӗ пӑта выртать, шупкалнӑ вӗсем.

Вон они лежат целой кучей на месте сгоревшего амбара, они прогорели аж до белой золы.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пуринчен малтан тенӗ пек кунта ҫитнӗ Элентей кӗлет алӑкне тапса ҫӗмӗрчӗ.

А прибежавший на пожар первым Элендей пинками выбивал дверь амбара, чтобы спасти хлеб.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Кӗлет пуҫӗнчен ҫӗкленнӗ кӑвак кӑвакарчӑнсем, ҫуначӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянтарса, ҫӳле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те канӑҫсӑр ҫаврӑнаҫҫӗ.

С крыши амбара, часто-часто перебирая крыльями, взмыли в небо голуби.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Хальхинче Шерккей йывӑҫ чӗресне шӑлами сӗлӗ тултарчӗ, кӗлет урайне тӑкӑннӑ пӗрчӗрен шӑлса тухрӗ, чӗресне ҫӗклесе вити патнелле кӑна пыратчӗ — сасартӑк унӑн ҫӳҫпуҫӗ вирелле йӑшӑлтатса хӑпарчӗ: аяккинелле тайӑлнӑ пӑлтӑр алӑкӗнчен тӗтӗм парӑлтатса тухнине курах кайрӗ.

И не утерпел: зачерпнул полную до краев деревянную плошку отборных зерен, собрал с полу упавшие и только было направился к конюшне, как оторопел на месте, волосы у него на голове так и встали дыбом: из покосившейся сенной двери валил густой дым.

ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Атте, — терӗ вӑл хӑранӑ сасӑпа, — пирӗн кушака тем пулнӑ, вилет, чӗп-чӗрӗ юн, кӗлет умӗнче урисене тӑскаласа выртать.

— Папа, — боязливо сказал он, — с нашей кошкой что-то случилось: вся в крови, ноги вытянула, лежит возле амбара…

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккей ӑна кӗлет патнелле ывӑтрӗ, хӑй пӳрте кӗчӗ.

Шерккей кинул ее к амбару, вернулся в избу.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех