Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫрӗ (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Округ администрацийӗн мобилизаци хатӗрленӗвӗн, ятарлӑ программӑсен тата ГОЧС пайӗн специалист-эксперчӗ Светлана Соколова шыва кӗмелли ҫуллахи тапхӑрта халӑха хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес темӑпа тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Икӗ ен вӗрентӳ тытӑмӗпе, халӑхӑн финанс пӗлӗвне ӳстерессипе, ҫутӗҫ мероприятисене йӗркелессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем тавра калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

«Эс ху та Ярабаевпа пӗрлешме ытлашши васкарӑн, мана Наталь ытамӗнчен туртса илмеллеччӗ сан. Халь, ҫак самантра, вырӑн ҫинче юнашар выртаттӑмӑр тен?» — хӑй ӑшӗнче Инессӑпа калаҫрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Туй-ҫуй ҫинчен хаваслӑнрах каласа памалла пек — Сулагаев вара тарӑхарах, тӑрӑхларах калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эрне иртрӗ-и е ытларах-и — Тарановӑн чӗри туллиех ӳкӗнӳ туйӑмӗ капланчӗ те телефонпа яла шӑнкӑравласа Петр Васильевичпа калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр ҫулхине, ҫурла уйӑхӗнчеччӗ пулас, Таранов Хусахмат таврашне командировкӑна килчӗ те ҫула май йӑпӑртлӑха тӑван ялне кӗрсе тухрӗ, ҫавӑн чух Илья Семенович утарпа сад пахчи юхӑннӑ пирки хурланарах, тарӑхарах калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мӗншӗн хӑратать мана тӗттӗм пӳрт, хам та ӑнланаймастӑп, — пальтопа хулӑн тутӑрне пӑтана ҫакнӑ май пӑлханарах калаҫрӗ Инесса.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрарӑмсемпе психолог та калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗп чунлисене те пулӑшу кирлӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60568

– Мӗншӗн тесен, – малалла Тима калаҫрӗ, – эп вӗсене защищать тӑвасшӑн пулнӑ, анчах мӗнрен, пӗлмерӗм.

– Это, – продолжил Тима, – я хотел их защитить, но не знал, от чего.

Кӳме // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/564

Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗнчен коммуналлӑ ҫӑмӑллӑхсемшӗн тӳлемелли хаксене индексацилесси ҫинчен Чӑваш Республикин конкурентлӑ политика тата тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Надежда Колебанова тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60804

Пухӑннисем умӗнче РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Надежда Юманова калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Сергей Николаевич ҫаплах шӳтлерӗ, хавассӑн кулса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Анчах вӑл кунта темшӗн шӑл витӗр калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Калаҫнӑ чухне вӑл хуп-хура та ҫепӗҫ куҫӗсемпе мана тӳрех куҫран пӑхса калаҫрӗ, эпӗ унра именӳ пуррине пӗрре те курмарӑм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Пиччӗшӗ мана кӑмӑла кайрӗ, вӑл хӑйне тӑршшӗпех сӑпайлӑ тытрӗ, йӗркеллӗ калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Алексей сахал калаҫрӗ, нумай итлерӗ…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Ҫук-ҫук, сана хӑвна та, ыттисене те начар ҫын тесе тиркеймӗн! — хавхалансах калаҫрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Виссарион Игнатьевич, ура ҫине сиксе тӑнӑскер, алӑкӑн-тӗпелӗн кумса хӗрӳллӗн, хаяррӑн калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Халь вӑл юрласа кӑна пурӑнать», — янкӑс хӗрарӑма ӑмсаннӑ пекрех калаҫрӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун пек чухне кашни утӑмрах хирӗҫӳ сиксе тухать, — васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫрӗ Виссарион Игнатьевич.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех