Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайӑксем (тĕпĕ: кайӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа-и, тен, ун чух вӑл пире кайӑксем ҫинчен те хапӑл пулсах каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Кайӑксемшӗн вӑрман — тӑван кил, вӑрманшӑн кайӑксем — чи хаклӑ туссем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Миллионшарӑн тапӑнаҫҫӗ вӑрмана хурт-кӑпшанкӑсем, миллионшарӑн тытса ҫиеҫҫӗ вӗсене кайӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Ҫав тӑшмансенчен хӳтлекенӗсем — кайӑксем.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Степан Лукич ҫак кайӑксем ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те: — Ҫапах та ӳсет вӑрман. Мӗншӗн тесен вӑрмана ҫав хӑрушӑ тӑшмансенчен хӳтлекенсем — вӗҫен кайӑксем пур! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Йӗкеле, мӑйӑра, пилешпе палана та кайӑксем хӑйсен йӑвисене илсе кайнӑ чух ӳкерсе хӑвараҫҫӗ те, ҫуркунне ҫак вӑрӑсенчен чип-чипер йывӑҫ шӑтса тухать.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Йӗкелпе мӑйӑр пек тӗшӗллӗ вӑрӑсене, пилешпе палан пек ҫырласене кайӑксем питӗ юратса ҫиеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Кайӑксем ҫӳлте, хырсем ҫинче, вӗл-вӗл! вӗл-вӗл! вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Чим, кусем мӗнле кайӑксем?..

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

— Ҫапла, илемлӗ ҫӗршыва пурте юратаҫҫӗ: ҫынсем те, кайӑксем те… — Мирон Кузьмич пекех «ӑслӑ» калаҫса хушса хучӗ Эрхип те.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Илемлӗ ҫӗршыва кайӑксем те юратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Ҫак илеме ытарайманнипе килеҫҫӗ пуль ҫав кунта чӗрчунсемпе кайӑксем те.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.

Улӑх ҫинче, тӳпере, чӗвӗлти кайӑксем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кайӑксем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, Ытарма ҫук юррисем.

Куҫарса пулӑш

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Пур чӗрчун та вара уншӑн Хӗвӗшме пуҫлатчӗ, Кайӑксем те ҫӗнӗ куншӑн Шӑхӑрса юрлатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Халӗ те, ҫутҫанталӑк ҫав тери илемле вӑхӑтра, ҫӗршывӑн ытарма ҫук хитре вырӑнӗсенче, кайӑксем юрланӑ самантра, ҫамрӑксем телейлӗн савӑннӑ сехетсенче, — «ӑҫта-ши ман Гаврик тусӑм» — тесе, эпӗ ӑна час-часах аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

«Куратӑп, кайӑксем мар…»

— Это я и сам вижу, что не звери…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑнтӑрла иртсенех шӑрӑх пусӑрӑннинче те, вӗҫен кайӑксем кӑшкӑрнинче те кӗркунне ҫывхарни сисӗнет.

По тому, как быстро спадает после полудня жара, и по крикам птин видно, что приближается осень.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ку вӑл ҫуйханнӑ хӗрарӑмсем, мӑшӑрӗсене ҫухатнӑ кайӑксем пек, пӗр-перин патне ҫӳреҫҫӗ, хуйхисене пӗрне-пӗри каласа парса чӗрисене пусарма тӑрӑшаҫҫӗ.

Не спят ошалевшие от горя жены, ходят со двора на двор, каждая толкуя о своем наболевшем, пытаясь хоть как-то умалить боль сердца.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Уйри мишавай юпи ҫинче ларакан Ухтиван тавра кайӑксем ҫуйхӑшса вӗҫеҫҫӗ, ыраш пусси чӑштӑртатса выртать.

Так думает Ухтиван, сидя на межевом столбе посреди волнующейся ржи, а над полем, несмотря на темноту, кружат и кружат птицы, со свистом разрезая воздух своими крыльями.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех