Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пурте йӗркеллӗ пек ӗнтӗ, ҫапах та кашни ирех чӗпӗсен клеткисем патне пынӑ чухне хӗрӗн чунӗ шикленчӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Хӑнӑхнӑ йӑлапа Ванюк ирех ыйхӑран вӑранчӗ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ирех пахчана тухрӗ.
Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.
Ирхине ирех, тул ҫутӑличченех, тӑрса тумлантӑм та, ытахальтен ҫеҫ карҫинкка илсе, Йӑлӑма тухса вӗҫтертӗм.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
— Ирех политика ҫинчен калаҫма тытӑнтӑр-и ӗнтӗ? — ыйтрӗ Элеонора, Фабиан еннелле аллине тӑсса.— С утра уже за политику? — спросила она, кокетливо протягивая ему руку для поцелуя.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗр кунхине кантура ирех кайрӑм.
Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.
Йытӑсем те ҫӳремеҫҫӗ Карай урамӗнче ирхине ирех.
Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.
Пазухин ҫӗрле часах ҫывӑрса каймарӗ пулин те, ирхине ирех вӑранчӗ.
XIX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ирех хамӑр мастерскоя ӑна пысӑклатса ӳкерме заказ пырса пачӗҫ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Вӑл ытла именчӗк, Натюшран та, ыттисенчен те хӑй чухӑннишӗн хытӑ вӑтанать, никам сисиччен килсе кӗрет, никама нимӗнпе чӑрмантармасть, Натюш пур чухне апата ларма та хӑяймасть, ирхине ирех никама вӑратмасӑр, систермесӗр тухса каять.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ну, ҫывӑрар пуль, ыран ирех тӑмалла…
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Марья Ивановна паян дежурствӑран ирех килнӗ иккен, картишӗнче качака суса ларать.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Апла ыран ирех килсе пӑх-ха, тен, комисси ирех пулӗ, кам пӗлес…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Ыранах, ыран ирех те пулма пултарать, Таня.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Пуйӑс ыран ирех каять, ҫавӑнпа, Таня, паянах сыв пуллашар.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Ху ӑҫта каятӑн ирех?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ӑҫта кайрӑн-ха тата ирех?
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Ыран ирех тӑвӗҫ-и, тен, кӗҫӗр тумасан…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Вырсарникун ирех Таня патне Рита пырса кӗчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.