Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗрен (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тиррей тарас тӗллевпе ӑсласа тупнӑ меслетсенчен тепри — тӗрӗслесе ҫӳрекен хуралҫӑсене сиенсӗрлетни, вӗҫне ҫекӗл ҫирӗплетнӗ вӗрен туса хатӗрлени, — ӑна стена тӳпинчен ҫаклатса вӑл ал-уран упаленсе улӑхӗччӗ те тепӗр енне сикӗччӗ.

По всему тому версии побега, измышляемые Тирреем, сводились к устранению надзора и изготовлению веревки с якорем на конце, зацепив который за гребень стены он мог бы подтянуться на руках и спрыгнуть на другую сторону.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Вӗсем аялти хут стенине аркатнӑ та картишрен вӗрен пусмапа тухнӑ, ӑна вара вӗсене ырӑ юлташӗсем тулашран ывӑтса панӑ.

Они проломали стену нижнего этажа и вылезли из двора по веревочной лестнице, которую закинули им снаружи их доброхоты.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Гадаутов ун ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, анчах ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр япалана туйсан айккинелле сикрӗ, Мордкин вара ҫулташӗн хул пуҫҫинчен шуса анчӗ, вӗрен ҫинчи кӗпе-йӗмле усӑнса тӗм ҫине лаплатрӗ; вӑл ӑнран кайрӗ.

Гадаутов прошел мимо, то, чувствуя на спине тяжесть, отскочил в сторону, а Мордкин скользнул по его плечу и плашмя упал в кусты, согнувшись, как белье на веревке; это был обморок.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Чарӑнми тунсӑха пула Гоан мӗкӗрсех ячӗ, аллисене хытарчӗ; шӑмӑ сыпписен ӳтне вӗрен ҫунтарса пӗҫертет.

И он замычал от ненасытной тоски, напряг руки; веревки обожгли ему кожу суставов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 339–344 с.

Шӗвӗр хӑлхаллӑ хӗрлӗ йытӑсем вӗрен турта-турта вӑйран кайнӑ, мӗскӗннӗн нӑйкӑша-нӑйкӑша, чӗтре-чӗтре чарӑнаҫҫӗ те каллех малалла ӑнтӑлса туртӑнаҫҫӗ.

Рыжие, остроухие собаки выбивались из сил, натягивая постромки, жалобно скулили и останавливались, дрожа всем телом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.

Ӑна пӳлӗм чӑланӗнче мачча каштинчен вӗрен ҫыхса ҫакса хучӗҫ.

Его повесили в чулане за комнаткой, продев веревку за потолочную балку.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Вӗрен, Франсуа!

Учись, Франсуа!

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Эппин, д'Oбремон манран вӗрен яваять.

Значит д'Обремон может вить из меня веревки.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Леш енне ывӑтма, вӗрен ҫыхса ҫаклатма нимӗн те ҫук.

Нечего перекинуть и не за что уцепиться на той стороне веревкой.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Ку хутӗнче — ҫапла! — ҫирӗплетрӗ агент; кӗсйинчен вӗрен кӑларчӗ те Ферфаса тӗплӗн ҫакса хучӗ.

— На этот раз — да, — подтвердил агент, вынул из кармана веревку и тщательно повесил Ферфаса.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.

Хулӑн вӗрен кӳпчемӗ, куҫӗ умне уҫӑмлӑн тухса тӑнӑскер, пуҫӗнчен чӗтренчӗк ватӑ ӳсӗрлӗхе хӑваласа кӑларчӗ; Тильс халӗ лӑпкӑ та ӗшенчӗк.

Толщина массивных канатов, ясно представленная, выгнала из его головы дребезжащий старческий хмель; он остыл и устал.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Иллюминатор тӗлӗнче шыв сакӑр хутчен сирпӗнсе ункӑланчӗ — унта питех те чаплӑ винчестерсен кӗпҫисемпе кӳпчекӗсем ҫухалчӗҫ, унтан Стерс негрсем шлюпкӑна антарнӑран вӗрен кӑчӑртатнине илтнипе лаштах сывласа ячӗ.

Перед иллюминатором восемь раз плеснула вода, скрывая дула и приклады прекрасных винчестеров, затем Стерс с облегчением услышал скрип талей, — негры спустили шлюпку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Йӗри-тавра — хӑмасем, тул туртнӑ хыҫҫӑн юлнӑ татӑк-кӗсӗк, вӗрен, йытӑ-кушак виллисем.

Всюду валялись доски, куски обшивки, канатов, трупы собак и кошек.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Халӗ пурин те хырӑм ҫурӑмпа пӗрлешнӗ, анчах, хамӑрӑн путнӑ караппа тупа тӑватӑп, эсӗ халӗ хӑвӑн ӑсталӑхупа питех те мӗскӗн, эпӗ хам та вӗрен ҫыхас маҫтӑрлӑхпа ҫавӑн пекех хевтесӗр.

Теперь у всех подвело животы, но, клянусь нашим погибшим судном, — жалок ты со своим искусством теперь так же, как жалок я с моим умением плести маты.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

Аян умӗнче утиялсӑр койкӑсем тӑлӑххӑн тӑсӑлаҫҫӗ; урайӗнче ҫӳп-ҫап, вӗрен таткисем, ҫӗтӗк-ҫатӑк, ҫурта тӗпӗсем, пушӑ шӑвӑҫ, савӑт; япала миххисем, стена ҫине ҫакнӑ тумтирпе хӗҫ-пӑшал ҫухалнӑ.

Койки, лишенные одеял, сиротливо тянулись перед Аяном; на полу сор, веревки, тряпки, огарки свеч, пустые жестянки; исчезли мешки с имуществом, одежда, висевшая по стенам, оружие.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Унсӑрӑн пӗтӗм пурӑнӑҫ ҫав тӗвве салтайманнипе усӑ курмасӑрах ҫӗрсе пӗтнӗ вӗрен пек хӑрса арканӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хуралҫӑсем ҫук ҫӗре ҫитсен, Антун хӗвӗнчен вӗрен туртса кӑларчӗ, якӑрлӑ пуҫне хӳме тӑррине ывӑтрӗ те, вӑл чул ҫине чаклатсан, туртса пӑхрӗ: лайӑхах ҫакланнӑ!

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Корольпа унӑн шайкки, ҫирӗп ҫӗтӗк, ытти япаласем пуҫтарса, самаях чӑтӑмлӑ хулӑпах мар вӗрен яврӗҫ, ун пуҫне якӑр ҫыхса хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑй пӗрехмай калатчӗ: «Вӗрен, ачам, хӑвӑртрах вӗрен. Хресчен ӗҫпе ялта халӗ санӑн тытса пымалла. Пӗлӳсӗр вара колхоз тӑваймӑн, хамӑр пек чухӑнсене пуян-куштан танатинчен хӑтараймӑн», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗрен пӑрах!

Брось причал!

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех