Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхаттарчӗ (тĕпĕ: асӑрхаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн союз членӗсем — ҫынсем, — йӗкӗлтесе асӑрхаттарчӗ ӑна Чжао Юй-линь.

Наш союз — человеческий, — иронически заметил Чжао Юй-линь.

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Унсӑрӑн, суд тума тытӑнсан, ӗҫ шӳтле мар пулса тухма пултарать, — асӑрхаттарчӗ Го Цюань-хай.

Начнем суд — дело выйдет нешуточное, — предупредил Го Цюань-хай.

XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ӑҫта кӑна чупса ҫитсен те, унӑн пӗрех пирӗн алла лекмелле, — асӑрхаттарчӗ Чжао Юй-линь.

— Куда бы он ни прибежал, ему везде было суждено попасть нам в руки, — заметил Чжао Юй-линь.

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чжао Юй-линь помещикӗн ҫӗнӗ хӳрешки хӑйӗн ӗҫне питӗ ҫӑмӑл вӗҫлени ҫинчен каларӗ, Яланах Пуян Ли ӑна ҫын юлашкине ҫулакан терӗ, Бай Юй-шань Ян Братишка вак-тӗвексемпе суту-илӳ туса «ҫӗтӗк туфлипе» намӑс курни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Чжао Юй-линь заявил, что новый помещичий приспешник очень легко отделался, Ли Всегда Богатый назвал его слизняком, а Бай Юй-шань заметил, что Братишка Ян, промышляя перепродажей старья, позарился на «рваную туфлю».

XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ӑна ан калаҫтар! — хулӑм сасӑпа асӑрхаттарчӗ Яланах Пуян Ли.

— Не давай ему говорить! — пробасил Ли Всегда Богатый.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ӗнер вӑрҫни ҫинчен аса илсен, упӑшки ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Только сейчас они вспомнили о ссоре, и муж наставительно заметил:

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Дасаоцза кӑштах кулса илчӗ те, упӑшкине йӗкӗлтес шутпа, Го Цюань-хая ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Дасаоцза усмехнулась и, желая подразнить мужа, заглотила Го Цюань-хаю:

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Саккӑрмӗш армипе коммунистсен партийӗ лайӑх ҫынсене чӑн та вӑрҫмаҫҫӗ те, хӗнемеҫҫӗ те, — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Сяо Сян.

— Восьмая армия и коммунистическая партия не ругают и не бьют хороших людей, — строго заметил Сяо Сян.

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ют ҫын хӑналани чӗлхене ҫыхать, — асӑрхаттарчӗ Вань Цзя.

— Чужое угощение язык связывает, — наставительно заметил Вань Цзя.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Канпа аппаланма ир вӗт-ха, — асӑрхаттарчӗ пӗри.

Кан-то еще рано перекладывать, — заметил кто-то сбоку.

III // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Кӑштах сывлӑш ҫавӑрса янӑ Пысӑк Туя Хань ҫапла асӑрхаттарчӗ:

Хань Большая Палка, уже успевший несколько оправиться от неожиданности, предупредил:

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Лайӑх юрлать Фомин, — тесе асӑрхаттарчӗ Чупиков.

— Хорошо поёт Фомин, — заметил Чупиков.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Сталин юлташ хӑйӗн приказӗнче малашне йывӑр ҫапӑҫусем пуласси ҫинчен, малашнехи ҫапӑҫусен йывӑрлӑхне хакламанни уйрӑмах хӑрушӑ ӗҫ пулни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

В своём приказе товарищ Сталин предупреждал, что предстоит ещё упорная борьба и что было бы опасно предаться благодушию, самоуспокоенности.

20. Октябрь праҫникне фронтра кӗтсе илетӗп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Экзаменсем пуҫланас умӗн Кальков пире хамӑр унтан темиҫе хут илтнӗ сӑмахсенех каласа асӑрхаттарчӗ:

Перед испытаниями Кальков внушительно произнёс хорошо знакомое нам напутствие:

17. Сывӑ пул, аэроклуб! // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Олег мана паян Нина Иванцова патӗнче канашлу пуласси ҫинчен асӑрхаттарчӗ, ҫав тери пысӑк ыйтусем имӗш, канашлу питӗ вӑрахчен тӑсӑлмалла.

Олег предупредил меня, что сегодня у Нины Иванцовой будет совещание очень важные вопросы, закончат поздно.

Комсомолла туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Мӗнле хӑрушлӑхсем тӗл пулассине асӑрхаттарчӗ, таса та йывӑр ӗҫӗн чунӗ пулса тӑракан ҫулпуҫӑн ун пек хӑрушӑ вырӑна кайма право ҫук, тесе те каларӗ.

Доказывал ему, что он может презирать опасность как частный человек, но не имеет права идти ей навстречу, как вождь и душа святого и трудного дела.

XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Привратник вырӑнӗнче тӑракан чурана асӑрхаттарчӗ:

Она сказала рабу, исполнявшему обязанности привратника:

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Анчах Арторикс ҫакна асӑрхаттарчӗ: вӑл кирлӗ пек вӑрттӑн ӗҫлемешкӗн те, хӑйне-хӑй тыткаламашкӑн та пӗлмест.

— Однако Арторикс сообщил мне, что он, хотя очень смел, но легковерен, неосторожен и неблагоразумен…

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Астӑвӑр-ха, Акциан ланиста епле кӳренчӗ, — асӑрхаттарчӗ ватӑ гладиатор.

— Вот, должно быть, злился ланиста Акциан! — сказал старый гладиатор.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Лось ӑна мӗнле вӗҫесси пирки кӗскен каласа кӑтартрӗ, пулма пултаракан теветкеллӗх пирки асӑрхаттарчӗ.

Лось вкратце рассказал ему об условиях перелёта, предупредил о возможном риске.

Ҫулташ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех