Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑрах сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑрах (тĕпĕ: хӑрах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн ентеш Лариса авӑ, — хӑрах куҫӗпе тенӗ пек кухня чӳречи еннелле пӑхса илчӗ Упандиров, — шӑрчӑк пекех тринккитринкки сиккелет, кайран-малтан мӗн пуласси ҫинчен пачах шухӑшламасть.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ульяна Испуханов ҫинелле хӑрах куҫпа та ҫаврӑнса пӑхмарӗ, салху сӑнлӑскер, Анна Петровна ҫывӑхнерех вырнаҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кузов ҫинчен упа пек мӗшӗлтетсе аннӑ Павӑл хӑрах енчи борта уҫрӗ те, ҫӗр ҫине ҫӑка сыпписем хӑнтӑртатса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Хӑрах урине вӑл кӑвак ҫӗмренӗн пӗр татӑкӗ ҫине пусрӗ..

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрах урипе тахҫанах масар ҫине пуснӑ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпӗ сана Аванкай патне ӑсатса таврӑнтӑм кӑна, Карлайпа Савантер тата унӑн хӑрах алӑллӑ тарҫи вӑркӑнса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Виҫҫӗмӗш аманни — хӑрах хӑлхаллӑ ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенчен пӗрне вӑл тӳрех палласа илчӗ — хӑрах куҫлӑ Эмир, Укаслу полковникӗн чи шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тахҫан карчамас патне виҫҫӗн: Савантер, унӑн хӑрах алӑллӑ тарҫи тата Карлай пырса епле тустарса ҫӳренӗччӗ те-ха.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнче улшӑннӑ-и, хӗрупраҫсем хӑрах алӑллӑ пулса юлнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша ҫине хӑрах куҫӑмпа та пулин пӑхса илес тетӗп, ӑна чӑваш халӑхӗ ячӗпе тав тӑвас тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах пӳрте виҫҫӗн вӑркӑнса кӗчӗҫ: Карлай, ун хыҫҫӑн — Савантер, юлашкинчен Савантерӗн хӑрах алӑллӑ тарҫи.

Куҫарса пулӑш

Усалпа ҫӳрекен — усал айне пулать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хамшӑн мар, хам хӑрах куҫлӑ пулнӑшӑн та мар, Келчечекшӗн кулянтӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Келчечеке мӑшкӑллама шутланӑ, ун хӗрлӗхне ӑмсаннӑ тесе манӑн хӑрах куҫа шӑтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Юлашки вӑхӑтра старик ҫак улӑп хул-ҫурӑмлӑ, хӑрах куҫлӑ ҫамрӑка ытларах та ытларах кӑмӑллама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, хӑрах аллипе ачана, теприпе хӗҫе тытса, мунчана кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫав арҫын-и? — терӗ Хусанкка хӑрах хӑлхалли ҫине кӑтартса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӑхӑтра мунча таврашӗнче аппаланакан хӗрарӑмсенчен пӗри такама тем кӑшкӑрчӗ те Пӑкачав тавра пуҫтарӑннӑ арҫынсем патне васкаса чупса пычӗ, унта вара, хӑрах хӑлхаллӑ яштака пӳллӗ йӗкӗте аллинчен тытрӗ те калаҫа-калаҫа хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗпи хӑрах пӳштерлӗ, пӳштерне хӑмаҫпа, тӗрӗпе, сылтӑм енне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗпи хӑрах пӳштерлӗ, пӳштерне хӑмаҫпа, тӗрӗпе, сылтӑм енне тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех