Шырав
Шырав ĕçĕ:
Алексей Васильевичсен килӗ хыҫалти урамра, Елюксен пекех, уй хӗрринче.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ӑна ыттисем те ярса илчӗҫ, юлашкинчен уй хӗрринчи ҫуртӑн ӑшӑ витинчи хӗрлӗ ҫӗлӗклӗ кайӑк та, ҫуначӗсене сехет чанне ҫапнӑ пек шартлаттарса, вӑхӑт ҫинчен пӗлтерчӗ: «Ҫ-у-рр-ҫӗррр ҫи-трр-е-ӗ».
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Ҫур ҫӗр ҫитнӗ тӗле пӗр уй хӗрринчи ҫуртра ҫеҫ вӗсем сӳнмерӗҫ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Чиркӳсене хупнӑ вӑхӑтра ҫаклатса юлнӑ пуп тумтирӗпе рясине тӑхӑнса, Филипп Петрович вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче уй енчи ялсем тӑрӑх ачасем шыва кӗртсе ҫӳренӗ, теҫҫӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Ман шутпа, уй хуралӗ — кивелнӗ ҫын.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Мана ҫак тӗлӗнтерет: эпир колхозра вӑтӑр ҫул ытла пурӑнатпӑр, ҫаплах вара уй хуралӗ тытмалла-ши?
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
— Эпӗ, Микин Алексей Иванович, «Прожектор» колхозӑн уй хуралҫи, июлӗн 27-мӗш числинче акӑ мӗншӗн актӑ ҫырап.
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Уй хуралҫин ӗҫӗ пек сӑмахлӑ ӗҫ ялта урӑх ҫук.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Вӑйлӑ ҫын килтӗр-и уй хуралҫи патне, такама та ятлаҫма тивнӗ, вирелле шӑлни тӗк май шӑлни мар, выльӑх та ҫилленет.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Ячӗсем те янӑравлӑ: «Пахчи-пахчи улма пахчи», «Уй хуралҫисем», Кӗр парнисем» тата ыттисем те.
Кӗр мӑнтӑрӗпе ларать хресчен кӗрекене... // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11575-k- ... n-k-rekene
— Уй! — Ун ҫинчен ан та калаҫӑр, — аллипе сулчӗ Матӗрне.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
— Уй, мӗн тав тумалли пур?
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
— Уй, тур ҫырлах, мӗн пулнӑ-ши тата? — хӑрамаллипех хӑраса урама чупса тухрӗ вӑл.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
— Уй, ара, юлатӑп-иҫ! — терӗ те Матӗрне машина сассине илтсен, васкасах тумланма тытӑнчӗ.
Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.
Акӑ вӑл уй урлӑ васкаса утать.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Чӳречерен пӑхрӑм та: хуралт ҫийӗсем, урам хушши, уй — шап-шурӑ.
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пуринчен ытла вӗсем уй енчи стена айӗнче нумай, «Чавса пӑхас пӗрене айӗнчи тӑпрана, тен, ҫӑкӑр татӑкӗ чиксе пама ман пулӗ, хурал пӳрчӗн урай хӑми ҫук вӗт», — шухӑшлатӑп эпӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпир уй хапхинчен тухнӑ чух Касак Ваҫҫи унта лашипе ҫерем кӑшлаттарса ҫӳрет.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Эпӗ… лаша ҫитерсе килетӗп, — терӗ Касак Ваҫҫи, уй хапхи патнелле иртсе.
Кайӑк хыҫҫӑн // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.