Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн Ҫӗр те, Уйӑх, Марс, Юпитер т. ыт. планетӑсем пекех, ҫутатакан япала иккенне эпир хамӑр куҫпах куратпӑр.
Уйӑх ҫинче // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вара Уйӑх картти ҫинче ҫакӑн пек ятсем пулса тӑнӑ: Тӑвӑллӑ Океан, Ҫумӑр Тинӗсӗ, Ҫутӑ Тинӗсӗ, Ҫӗрӗк Шурлӑх… т. ыт. те.На карте Луны появились такие названия: Океан Бурь, Море Дождей, Море Ясности, Гнилое Болото…
Ҫӗртен уйӑх патне ҫитиччен // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ҫатра-Хочехматри Н.Никифоров — иккӗмӗш, лицейри Т.Маркова — виҫҫӗмӗш.Н.Никифоров из Сятра-Хочахмат — второй, Т.Маркова из лицея — третья.
Кану кунӗсенче пӗлӗве тӗрӗслеҫҫӗ // А.Сусметова. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 3 с.
Кӳкеҫри лицейри А.Рудниковпа 1-мӗш номерлӗ шкулти Т.Исаков ытти призлӑ вырӑнсене йышӑннӑ.А.Рудников из лицея и Т.Исаков из школы № 1 Кугесь заняли другие призовые места.
Кану кунӗсенче пӗлӗве тӗрӗслеҫҫӗ // А.Сусметова. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 3 с.
Сывлӑхӗ начаррипе тӗп хулана ҫитеймен ҫак инвалидсем: Кӳкеҫри В.А. Александров (1926); Малтикассинчи И.В. Васильев (1923); Хачӑкри Е.К. Кузнецова (1923); Хурӑнлӑхри В.М. Матвеев (1926); Анат Кӗнерти К.Н. Мартьянов (1918); Ярӑскассинчи Н.К. Московцев (1926); Кивҫурт Маркари Н.А. Толстов (1925); Чаканарти И.П. Силова (1924), Чӑрӑшкассинчи Н.В. Владимиров (1920); Хурамакассинчи Г.И. Иванов (1921); Мошкассинчи М.И. Иванов (1919); Ишлейри Г.С.Мушлаев (1926); Ҫӗньялти Т.А. Снежко (1922).
Вӑрҫӑ инваличӗсене — автомашинӑсем // Ю.Михайлов. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 1 с.
Сирӗнпе пӗр залра пулнӑ чухне хама яланхилле туйма пултараймастӑп, м. т. Эсир ытти ҫынсенчен уйрӑлса тӑратӑр, Эсир этемлӗх историйӗнче пулман вӑрҫа выляса илнӗ.
Вӑрҫӑ инваличӗсене — автомашинӑсем // Ю.Михайлов. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 1 с.
Вӗсен шутӗнче А.М.Аресьев, В.И.Григорьев, И.П.Васильев — Иоанн атте, П.Е.Сергеев, Н.Т.Игнатьева, Т.В. Александрова, Н.А.Изосимов, С.П.Николаев, Н.И. Семенов, А.А.Николаева, В.В. Абрамова, А.Г.Александров, А.В.Михайлов, водительте пӗрле ӗҫлекен Андрей.
Виҫӗ ҫӗнӗ тарасаллӑ пултӑмӑр // А.АЛЕКСАНДРОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2021.08.20, http://gazeta1931.ru/gazeta/8031-khal-khran-ta-numaj-kilet-32
(Ленин, т. XXIV, стр. 94, Партиздат изданийӗ, 1935 ҫул).
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Иккӗмӗш, хресченсен нумайтарахӑшӗ колхозлӑ хуҫалӑхпа пурӑнма тытӑнчӗ пулсан, вӑл вӗсем хресчен пулма пӑрахнине, унӑн тек хӑйӗн уйрӑм хуҫалӑхӗ, хӑйӗн килӗ т. ыт. те ҫуккине пӗлтермест-ха.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Темиҫе парти, апла пулсан, партисен ирӗклӗхӗ те антагонислӑ классем, интересӗсем тӑшманлӑ тата килӗштерейми классем пур обществӑра анчах, калӑпӑр, капиталистсемпе рабочисем, помещиксемпе хресченсем, кулаксемпе чухӑнсем т. ыт. те пур обществӑра анчах пулма пултарать.
IV // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Е тата: сӑмах ирӗклӗхӗ ҫинчен, пухусемпе пичет ирӗклӗхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах ҫак мӗн пур ирӗклӗхсем, — рабочи класӑн пухусем тума юрӑхлӑ ҫуртсем ҫук ҫинче, лайӑх типографисем, ҫителӗклӗ таран пичетлемелли хутсем т. ыт. те ҫук ҫинче рабочи класшӑн пуш сӑмах кӑна пулма пултарнине манаҫҫӗ.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ӗҫлев прави, урӑхла каласан, кашни гражданин гарантилӗ ӗҫ илме пултарни; канӑҫ прави; вӗренӳ прави; т. ыт. те, т. урӑххи те.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ҫав конституцисен тӗп никӗсӗ — капитализмӑн принципӗсем, унӑн тӗп тӗрекӗсем пулса тӑраҫҫӗ: ҫӗрсем, вӑрмансем, хапрӑксем, савӑтсем тата ытти производство орудийӗсемпе хатӗрӗсем уйрӑм харпӑрлӑх пулса тӑни; ҫынна ҫын эксплуатацилени тата эксплуататорсемпе эксплуатациленекенсем пурри; обществӑн пӗр полюсӗнче ӗҫ ҫыннисен чи нумай пайӗ чухӑн пурӑнни, тепӗр полюсӗнче, ӗҫлеменнисем, сахаллисем пуян пурнӑҫпа иртӗнсе пурӑнни; т. ыт. те, тата урӑххи те.
III // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Юлашкинчен, интеллигенци ыйтӑвӗ ҫине куҫар, инженерлӑ-техниклӑ работниксен ыйтӑвӗ ҫине, культурӑ фронтӗнче ӗҫлекен работниксем ҫине, пӗтӗм служащисем т. ыт. те ҫине куҫар.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Туссемсӗр этемӗн пурӑнни те харама каять («Сулейман патшапа тӑрна ҫинчен»), туссен хуйха та, савӑнӑҫа та пӗр-пӗрин хушшинче пайламалла («Икӗ ҫулҫӳренпе вӗсем тупнӑ япала ҫинчен»), тавлашни-харкашни нимӗн те памасть, унпа ыттисем усӑ кураҫҫӗ («Кайӑксем тавлашни», «Санӑннипе манӑнни» т. ыт. те).
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Юмахсенче столярсем, платниксем, ҫӗвӗҫсем, пир тӗртекенсем, пахчаҫӑсем, сунарҫӑсем т. ыт. те туха-туха тӑраҫҫӗ.
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Инди фольклорӗнче сутӑҫӑсене питлекен халӑх сӑмахӗсем питӗ нумай: «Сутӑҫӑ хӑй тусне те ҫаратать», «Эпӗ тыр акрӑм, купца — пӳлмине тултарчӗ», «Тигра, ҫӗлене, скорпиона ӗнен, анчах сутӑҫӑ сӑмахне ӗненме юрамасть», «Сутӑҫӑ сахӑр илсе хурать, анчах хак ӳксен, арӑмне те сутса ярӗ» т. ыт. те.
Инди юмахӗсем // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Пӗрмаях ҫапла: пӗр енче хӗрринчи ҫиллине варрине ҫитиччен ҫӳретет те тепӗр енчи ушкӑнпа пӗрлештерет т. ыт. те.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Чӑвашсен вӗсем сарӑ кӗрен, тепӗр ҫӗрте симӗспе юнашар питӗ ҫинҫе кӗрен йӑрӑм вӑрттӑн хӗмленсе выртать т. ыт. те.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Симӗс ҫинче сарӑ хӗреслӗ, шурӑпа хӗрлӗ тӑваткалсемлӗ тӗрӗсем, диагональпе ҫурмалла уйӑрнӑ хӗрлӗ-симӗс, шурӑ-кӑвак тата ытти тӗслӗ тӑсмак тӳркӗтеслӗхсем т. ыт. те тӗл пулаҫҫӗ йӑрӑмсен майлашӑвӗсем хушшинче.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.