Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Питне (тĕпĕ: пит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хресчен кӑна шӑлне вӑйсӑррӑн кӑчӑртаттарчӗ, унӑн арӑмӗ, мӗскӗн хӗрарӑм, питне пуҫ тутрипе хупласа, салтака тытса кайнӑ ывӑлӗшӗн, ют ҫынсен ырлӑхӗшӗн ҫӗрӗн-кунӗн тертленекен хӗрӗшӗн, вырса кӗртме ӗлкӗричченех сутма тивнӗ тырришӗн хурланса макӑрчӗ, хӑйӗн, хӗресчен арӑмӗн, чӗререн тухакан хаяр сассипе пӑшӑлтатса, килне-ҫуртне нушапа хӗн-хур кӳрекенсене пӗтӗм чунтан ылханчӗ.

Крестьянин только бессильно скрежетал зубами, а жена его, забитая мужичка, уткнувшись лицом н головной платок, потихоньку оплакивала сына, забритого в солдаты, дочку, посланную в услужение к чужим людям, урожай, проданный еще на корню, и горячим топотом посылала проклятья — тяжкие проклятья крестьянки.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куракансем умӗнчен ак йӑраланчӑк Пенишора, питне помадӑсемпе сӑрланӑ Стурза, йӑпӑлти Дудэу утса иртеҫҫӗ.

Перед зрителями уже прошли пентюх Пепишора, напомаженный Стурза, подлиза Дудэу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӑкӑллӗ пӳрнисемпе шӑрт сухал тапса тухнӑ питне сӑтӑрса илчӗ.

Он потер узловатыми пальцами скулы, поросшие колючей щетиной.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Мӗнле капла, лару вӗҫленнӗ те-им? — шутларӗ Ҫтаппан ал тупанӗпе питне сӑтӑркаласа.

Куҫарса пулӑш

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Ача, аллисемпе питне хупласа, сывлӑмлӑ курӑк ҫине хутланса выртрӗ те эрленсе-хурланса макӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

А эсӗ пӗлетӗн-и, иптешӗм, Лисук тӗррисене Питӗрти, Берлинти, Лондонри музейсенче кӑтартаҫҫӗ! — сассине хӑпартса каларӗ учитель, вара сасартӑк чыхӑнчӗ те кӑкӑрне тытса ӳсӗрме тытӑнчӗ; шуранка питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, куҫӗсем шывланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл Пазухинтан кӗҫӗнрех пулин те, аслӑрах пек курӑнать: шуранкарах питне хура сухал сӑрса илнӗ, куҫ хӗррисем, ҫутӑ ҫамки пӗркелене пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫавӑнпах-и тен, питне пирус тӗтӗмӗпе хуплать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ун ҫинче пакша тирӗнчен ҫӗлетнӗ чаплӑ пальто, хулпуҫҫисем урлӑ хура-хӑмӑр тилӗ уртса янӑ, уринче чӑлт-шурӑ бурки, пуҫӗнче авалхи бояр ҫӗлӗкӗ, аллинче тем шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ акӑш-макӑш сумкӑ; тулли питне пудра сапнӑ, куҫ харшине ытла хура сӑрланӑ, тутине хӗп-хӗрлӗ помада сӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр питне кӗҫҫе ҫӗлемен-ха, намӑс-симӗс, чыслӑх, тивӗҫлӗх мӗнне манман.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Петте ачам, тӑр, сив шывпа питне ҫуса уҫӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Аля питне те, тутине те хӗретмен, — вӗсем ахалех хӗрлӗ, пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек; куҫ харшисене те хуратман, — вӗсем те ахалех чӗкеҫ ҫунатти пек хура.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Баймашкинӑн кӗре питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах каччӑ хӑй именнине палӑртасшӑн пулмарӗ, юри куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

— Атя, Волонтер, тула тухса питне юрпа ҫу! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ритӑн кӗре ӳтлӗ питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах вӑл мӗншӗн хӗрелнине Таня тавҫӑрса илме мар, асӑрхамарӗ те.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унӑн перкеленнӗ питне салху тӗс ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вӑл ҫырӑ куҫлӑ, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ, хӗрлӗ ҫӳҫне тӗпек хӑварса кастарнӑ, хӗрлӗ питне чӗкеҫ шатри сӑрса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Хӑй ҫине ҫакӑн пек инкекпе тӗрӗслӗх йӑтӑнса аннипе ача пекех питне хупласа йӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл йӗнӗ самантра питне хуратут пуснӑ каччӑ именсерех: — Пулас историк Георгий Степанов, — терӗ хуллен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лесникӑн питне бинтпа чӗркесе ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех