Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ирхи сăмах пирĕн базăра пур.
Ирхи (тĕпĕ: ирхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхи вӑрман шӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ирхи ял урамӗ шӑпах: касусем хӑваланӑ ӗнтӗ, ҫынсем халь ирхи апатра.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Ирхи сивӗпе хам сиксе чӗтретӗп, анчах ӑшра ӑшӑ хавхалану капланнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ирхи пуйӑс ҫула хатӗр тӑрать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр кунне, ирхи апат ҫисен, Кузнецовпа Микула килтен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи ӑс каҫхинчен лайӑхрах, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем, лашапа маларах ӗлкӗрсе, ирхи пуйӑспах ларса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Илтрӗр-и, ирхи кӗлӗрен тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи кӗлле кӗме чан ҫапрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӗсем кӑшт шӑкӑлтатса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара пӳрте кӗрсе ыттисемпе пӗрле ирхи апат ҫиме ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗшкӗнсе урапа йӗри-таврашне пӑхса ҫаврӑнчӗ те курӑк хӑмӑлӗ ҫине ӳкнӗ ирхи сывлӑм ҫинче лаша йӗрӗ кайнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакӑн пек тимлӗн кӗлтуса тӑнӑ май, ирхи кӗлӗрен тухнине те юнашар тӑракан хӗрарӑмсем кайса пӗтнинчен ҫеҫ сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Автансем шарлаттарса авӑтни, чӗкеҫ юрлани, ирхи лӑпкӑ ӑшӑ ҫанталӑк Ҫтаппан кӑмӑлне тыткӑнларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехет те 30 минутчен ҫӳрӗ.

Он будет ходить по маршруту №1 с 8 утра до 17 часов 30 минут.

Хӗл Мучиллӗ ретротроллейбус ҫула тухӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33791.html

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхи 2 сехет тӗлӗнче ӳсӗр ҫамрӑксем хӑйсен пӗлӗшӗпе тӗлпулнӑ, унпа хирӗҫме тытӑннӑ.

Как выяснили следователи, в 2 часов ночи 17 ноября пьяные молодые люди встретились со своим знакомым, между ними возникла ссора.

Ҫынна вӗлернӗ ҫамрӑксене тытса чарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33794.html

Озеровсем чиркӗве ҫитнӗ тӗле ирхи кӗлӗ пуҫланманччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл халь кӑна ирхи апат ҫинӗ иккен те комсомолецсем пырса кӗнӗ чухне сӗтел ҫине пуҫтарса аппаланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурҫӗртен лӑпкӑ кӑна вӗрекен ирхи ҫил Палас леш енчен йӳҫӗ ҫунӑк шӑрши илсе килет.

Куҫарса пулӑш

Ик халӑхӑн — пӗр хуйхӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пухӑнтӑмӑр, тантӑшсем, Ирхи сӗтӗн хӑйми пек.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех