Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкек сăмах пирĕн базăра пур.
Инкек (тĕпĕ: инкек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«2021 ҫулта пӗтӗмпе объектсенче строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ тапхӑрта виҫӗ хутчен инкек пулнӑ тесе шута илнӗ, пӗлтӗрхи ҫул – пиллӗк.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Инкек алӑкран шакканин тепӗр сӑлтавӗ – пыра хаяр шӗвекпе чӳхени.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Муркаш тӑрӑхӗнче 6 инкек шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв йӑнӑша каҫармасть // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=qHBFmDIDDCA

Инкек алӑкран ан шаккатӑр тесе юлашки ҫулсенче ытларах та ытларах юханшывпа пӗвене тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Ҫук, инкек пулман, ятарлӑ тум тӑхӑннӑ ҫӑлавҫӑ юхан шыв тӗпне тишкерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗслеҫҫӗ, хӑрушсӑр тӑваҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=TT-AT-ldbDw

Кармалта инкек ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ, Ҫеҫмерте вара – ҫу уйахӗн 30-мӗшӗнче.

В Шутнерово беда произошла 29 мая, а в Сесмерах — 30 мая.

Красноармейски тата Куславкка районӗсенче 2020 ҫулта ҫуралнӑ 2 ача путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35122.html

Ҫут ҫанталӑк парни руль умӗнче ларакансен курӑмлӑхне чакарса, чӑрмантарса кӗтмен инкек патне илсе ҫитерме пултарать.

Куҫарса пулӑш

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

Вӗреннӗ вӑхӑтра йывӑр пулни чӑн инкек чухне пулӑшӗ – ҫапла пӗр шухӑшпа тупӑшрӗҫ те ҫӑлавҫӑсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Ҫӗнӗ Шупашкарти пушар чаҫне пухӑннисем кашни кун тенӗ пекех инкек ҫитнӗ вырӑна васкаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ.

Напомним, что недавно в деревне Шихазаны Канашского района произошла большое несчастье.

Анат Тӑрмӑшра 25-ри арҫын путса вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35112.html

«Инкек нихӑҫан та куҫа курӑнса килмест, ҫавӑнпа та яланах тимлӗ пулмалла», — палӑртнӑ ларӑва хутшӑнакансем.

Куҫарса пулӑш

Инкек пуласран асӑрханмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b8%d0%b ... %bb%d0%b0/

Пурин шӑпи те пӗр пек килмест, ҫулсем иртнӗҫемӗн пӗрисене чир-чӗр хавшатать, иккӗмӗшсем ҫывӑх ҫыннисене ҫухатаҫҫӗ, теприсемпе пӗр-пӗр инкек сиксе тухасси те пулать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Пӗлмен, тӗрӗслемен вырӑнсенче шыва кӗрсен инкек пуласси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

2018-мӗш ҫулта Чӑваш Енре 12 вырӑнта инкек вучахне палӑртнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Грипп ан сарӑлтӑр тесен… // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61153

Арҫын инкек вырӑнӗнчех куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.

Мужчина скончался на месте происшествия.

Мотоциклпа ҫула тухнӑ ҫын вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34964.html

Полицейскисем хальхи вӑхӑтра ҫул ҫинчи инкек мӗнле сиксе тухнине тата аварин сӑлтавӗсене палӑртаҫҫӗ.

Сейчас полицейские устанавливают обстоятельства и причины аварии.

Пыл хурчӗсем ултӑ ҫынна вӗлернӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34953.html

Чи малтан ҫакӑ кирлӗ: пирӗн ҫынсем, совет ҫыннисем, пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтӗмӗшпех ӑнланса илмелле, йӑваш чунлӑ пулма, тимсӗрлӗхлӗ пулма пӑрахас пулать, мирлӗ строительство вӑхӑтӗнчи шухӑш-кӑмӑлсене пӑрахас пулать; вӑл шухӑш-кӑмӑлсем вӑрҫӑчченхи вӑхӑтра пулма пултарнӑ, анчах хальхи вӑхӑтра, положенине вӑрҫӑ тӗпренех улӑштарнӑ чухне, вӗсем пысӑк инкек кӳме пултараҫҫӗ.

Прежде всего необходимо, чтобы наши люди, советские люди, поняли всю глубину опасности, которая угрожает нашей стране, и отрешились от благодушия, от беспечности, от настроений мирного строительства, вполне понятных в довоенное время, но пагубных в настоящее время, когда война коренным образом изменила положение.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Ҫавнашкал юххасенчен инкек кӑна…

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта пӗр механизатор Варламов пек сарӑмсӑр вилет, ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн арӑмӗпе хӗрӗ кирек мӗнле ҫанталӑкра та уйри синкерлӗ вырӑна виҫӗ ҫул хушши уйӑхра пӗрре пӗр сиктермесӗр ҫӳреҫҫӗ, пӗри — упӑшкине, тепри ашшӗне асӑнса чечек ҫыххи хураҫҫӗ, ҫавна кура хайхи механизатора инкек умӗн эрех ӗҫтернӗ ҫын тӳссе ҫитереймест: «Эпех айӑплӑ пуль ҫӗр ҫинче пӗр ырӑ ҫын вилнӗшӗн, ӑна эрех ӗҫтерес ҫукчӗ ҫавӑн чух», — тесе тӗрӗссипе каласа кӑтартать, ӗсӗклесе йӗрет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакна асӑрханӑ вӑл: тӗлӗкре эрех ӗҫсен нумаях та вӑхӑт иртмест — ӑна мӗнле те пулин инкек такӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех